Хулара
![]() nk-online.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти полици уйрӑмне арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсене 900 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. 64-ри арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер пӗлтернӗ тӑрӑх, такам арҫыннӑн харпӑр счетӑн электрон хӳтӗлевне ҫӗмӗрнӗ, ун ячӗпе 1 миллион тенкӗ кредит илнӗ имӗш. «Банк ӗҫченӗ» пулӑшма шантарнӑ. Арҫын вӑл каласа пынине пурнӑҫласа малтан 100 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Унтан банкран кредит илме заявка ҫырнӑ. Кивҫене ӑна панӑ. Вӑл ӑна илсе пӗчӗкшерӗн ҫав хӗрарӑм кӑтартнӑ счетсем ҫине куҫарма тытӑннӑ. Юлашкинчен лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ, ун патне шӑнкӑрав кайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() bookmaker-ratings.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра ҫакӑ савӑнтарать: кӑшӑлвирусран пӗр талӑкра чирлекенсем те, вилекенсем те майӗпен сахалланса пыраҫҫӗ. Паян валли тепӗр 5 ҫын вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен республикӑра пурӑнакан 19995 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18040-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 916 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Инфекциленнисен 4,6 проценчӗ каварлӑ чире парӑнтарайман. Юлшки талӑкра 87 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 81 ҫын пулнӑ. Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума пуҫланӑ, пӗтӗмпе 35 пункт йӗркеленӗ. Шупашкарти виҫӗ суту-илӳ центрӗнче вакцинаци тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра, «Шупашкар-2» станци тӗлӗнче, «М-7» ҫул ҫинче икӗ автомашина ҫапӑннӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ-2110» автомобиль Мускав енне кайнӑ. Тахӑш самантра вӑл руле пӑрса янӑ та автомобильсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Нива» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Вуннӑмӗшӗн» водителӗпе пассажирӗ, ҫавӑн пекех «Нивӑн» икӗ пассажирӗ суранланнӑ. «Нивӑн» водителӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Ҫул ҫинчи инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫул-йӗрпе патруль службин сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарти промзонӑра шӑнса кӳтнӗ икӗ ҫынна тупнӑ. Вӗсене патрулировани маршрутне тӗрӗслеме тухнӑ ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Арҫынсем ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем шӑнса кӳтнипе хӑйсем тӗллӗн утайман. Пакунлисем вырӑна васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем вӗсене Шупашкарти наркологи диспансерне илсе ҫитернӗ. Ҫӗрле вара Куславкка районӗнчи ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «ГАЗель» водительне пулӑшнӑ. Унӑн М-7 ҫул ҫинче кардана ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Пакунлисем ӑна машинӑна юсма пулӑшнӑ. Унтан ӑна автозапавка таран ӑсатса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Авалхи йӑхсен еткерӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фондри ӗҫсенчен йӗркеленӗ курав чӑвашсен пуян культурипе паллаштарӗ. Унта сайра тӗл пулакан этнографи экспоначӗсем те пулӗҫ. Вӗсене музей ӗҫченӗсемпе культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ ҫулта пухса хатӗрленӗ. Пурнӑҫне музей ӗҫне халалланӑ маттурсемпе те паллаштарӗ курав. Музей коллекцийӗ пирки каласан, вӑл тӗрлӗ экспедици вӑхӑтӗнче пуянланнӑ. 1926-1928 ҫулсенче Питӗрти (ун чухне Ленинградри) Историпе пурлӑх культурин патшалӑх академийӗн экспедицийӗ иртнӗ, 1949-1952 ҫулсенче — СССР Наукӑсан академийӗн Хусанти филиалӗн профессорӗ Н.И. Воробьев ертсе пынипе йӗркеленӗ экспедицийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Пурнӑҫра укҫасӑр ниепле те май ҫук та, ирӗксӗрех ун виҫи пирки шухӑшлама тивет. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче (ҫулталӑка пӗтӗмлетсе ӗлкӗреймен-ха) пирӗн республикӑри вӑтам шалу виҫи 31 пин те 44 тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл 2019 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен (тепӗр майлӑ каласан, кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенчинчен) 6,8 процент нумайрах. Чи пысӑк ӗҫ укҫи — компьютер, электрон тата оптика хатӗрӗсем туса кӑларакансен. Вӗсем уйӑхсерен вӑтамран 52 пин те 336 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Тумтир кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫлекенсен вара ӗҫ укҫи пӗчӗк. Вӗсен уйӑхне 14 пин та 697 тенкӗ илнипех ҫырлахма тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() my.noteru.com сайтри сӑн Канмалли кунсенче ӑшӑ тумланма ан манӑр. Синоптиксем ҫанталӑк питӗ сивӗтессе пӗлтереҫҫӗ. Паян ҫӗрлех сивӗтме тытӑнать, сывлӑш температури 13-18 градус пулӗ. Вырсарникунпа тунтикун та сивӗ тӑрӗ. Ун чухне урамра 40 градус сивӗ пекех туйӑнӗ. Ҫавна май шкулта занятисене пӑрахӑҫлама сӗнеҫҫӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларикун ҫӗрле 35-40 градус сивӗ пулӗ. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗнче те шартлама сивӗ 10 кун тӑчӗ. Хальхинче тата нарӑсӑн 11-12-мӗшӗсенче, 16-мӗшӗнче сивӗ пуласса пӗлтереҫҫӗ. Нарӑсӑн иккӗмӗш ҫурринче ҫеҫ ӑшӑтӗ, юр ҫума пуҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ps-trans.ru сайтри сӑн Кӳршӗ регионсен чиккине ҫывӑх пурӑнакансем 112 номерпе шӑнкӑравласан Мари Эле лекни пирки ҫынсем каланӑ. Ҫавна май васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелли тепӗр номер пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӑл – 41-98-60. Кунашкал номере астуса юлма йывӑртарах. Ҫавӑнпа васкавлӑ медпулӑшӑвӑн пресс-служби ӑна телефон ҫине ҫырса хума сӗнет. Районтан шӑнкӑравлас тӑк 8(8352) номере хушмалла. 112 номерпе шӑнкӑравласа кӳршӗ региона тухни пирки унччен ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та каланӑ. Ку ыйтӑва вӑл ЧР информполитика министрне татса пама хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Работа в России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) trudvsem.ru вакансисен бази пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче шалу енчен чи илӗртӳллӗ ӗҫ вырӑнӗсен шутне инженерсем, механиксем, машинистсем, пилотсем, программистсем тата стоматологсем кӗнӗ. Пысӑк квалификациллӗ инженерсем уйӑхне 300 пин тенкӗ таран ӗҫлесе илме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Хабаровск тӑрӑхӗнче сӑрт-ту предприятийӗсенче ҫавӑн пек тӳлеҫҫӗ иккен. Калиннград тата Челябинск облаҫӗсенче инженерсене уйӑхсерен 200 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр. Чукоткӑра, Тутарстанра, Якут Республикинче ҫӗр чавакан тата тиекен машинӑсемпе ӗҫлекен машинистсемпе механиксем 200-300 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Свердлов, Красноярск, Ямал-Ненецк, Воронкж, Камчатка, Ханты-Манси, Саха (Якути) тӑрӑхӗнче стоматологсем, инфекционистсем, терапевтсем, анестезиолог-реаниматологсем кирлӗ. Вӗсене 100 пин тенкӗ таран тӳлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Ене 14 ҫӗнӗ троллейбус килсе ҫитнӗ. Вӗсене Ӗпхӳрен кӳрсе килеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбукра пӗлтернӗ. Пӗр уйӑхра пирӗн тӑрӑха 19 ҫӗнӗ троллейбус турттарса килнӗ. Иртнӗ эрнере 10 троллейбус илсе килнӗччӗ. Ӗпхӳри савутран кӳрсе килме палӑртнӑ мӗнпур троллейбуса ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илсе килсе пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |