Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Ухсай Яккӑвӗн юбилейне Карач ялӗнче те паллӑ тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.01.2022 04:53 | 1888 хут пӑхнӑ
Персона
ursassi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ursassi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ухсай Яккӑвӗн юбилейне Чӑваш Енри Карач ялӗнче те паллӑ тунӑ. Кун пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра ӗнер хыпарланӑ.

Чӑн та, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «унӑн юбилейне поэт ҫут тӗнчене килнӗ Слакпуҫ ялӗнче тата республикӑри тӗрлӗ ял-хуласенче ҫеҫ мар, Чӑваш Енри Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче те анлӑн уявланӑ». Кун пирки поэтӑн аслӑ хӗрӗ, Шупашкар хулинче пурӑнакан Ольга Яковлевна, пӗлтернӗ.

Пӗлменнисене пӗлтерер: Карач – Ухсай Яккӑвӗн мӑшӑрӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Мария Ухсайӑн, тӑван ялӗ. Ухсай Яккӑвӗ хӑйӗн нумай хайлавне ҫав ялта ҫырнӑ, ҫав шутра «Тутимӗр» трагедипе «Кӗлпук мучи» поэмӑна та.

#Карач, #поэтсем, #юбилейсем, #астӑвӑм, #Пушкӑртсан, #МИХсем, #КУславкка районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ursassi.ru
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.20 10:04
Agabazar
Карачсене ак çакна каласшăн. Тĕрлĕрен апла-капла сас-хура пур.

Ухсай Яккăвĕпе çыхăннă çавнашкал сас-хура пирки эп хамăн шухăша калама шутламастăп. Анчах та пĕр япалана асра тытмалла.

Яков Ухсай — поэт. Ун пирки Карач таврашĕнче хуть те мĕнле сас-хура çÿресен те, вăл аслă поэт пулма пăрахмасть.

Тепĕр тесен, тĕнчере «ылттăн» çынсем çук. Пурин те хăйсен çитменлĕхĕсем пур, малашне те пулĕç.
Базиль Кириллов // 4746.0.6777
2022.01.20 11:26
"Апла-капла" пирки вăрăм чĕлхесем пуçарттарнă "ĕçе" тахçанах татса парса архива питĕрсе илнĕ, паян туртса кăларса силлесе-шакканин ним усси те çук.
Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.20 15:01
Agabazar
Михаил Сениэль Яков Ухсай пирки «пÿтсĕр çын» тесе хăварнă.

Анчах та çакна шута илĕр: хĕрĕсем пур — Елена Яковлевна тата Ольга Яковлевна.

Çавсем пирки никам та нихçан та усал е начар каланине илтмен. Пурте вĕсемпе кăмăллă. Елена тата Ольга чăваш ятне ямаççĕ, çĕре кĕнĕ ашшĕ-амăшĕн сăнарне та ялан асра тытаççĕ.

Енчен те хайхи сас-хура чăнах чăнлăхпа тÿр килет пулсан, тăхăмсене паян пачах урăхла курнă пулăттăмăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем