Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗр машина Чӑваш патшалӑх филармонине хирӗҫ вырнаҫнӑ ҫуртӑн путвалӗн ҫине пырса кӗнӗ. Те васканӑ ӗнтӗ, те айккинелле пӑхма хӑтланса пӑрӑнса кайнӑ, те тормоз йӗркеллӗ ӗҫлемен... Президент бульварӗнчи 11-мӗш ҫуртӑн аялти хучӗн кирпӗч стени ҫине «Toyota Land Cruiser» маркӑллӑ автомобиль паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пырса ҫапӑннӑ. Машинӑн патшалӑх номерӗ — О522ОО 21. ОСАГОн уҫӑ даннӑйӗсене ӗненсен, автомобиле 86 ҫулхи кинемей ячӗпе ҫыртарнӑ. Полисра ҫавӑн пекех 60 ҫулти арҫын ячӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |