Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин стационар корпусне ковид-госпиталь пек ӗҫлеме чарасси пирки хыпарланӑччӗ. Халӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлисене пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче йышӑнма пӑрахнӑ. Ку ковид-госпитале хупасси пирки нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех калаҫма тытӑннӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Пульницӑра дезинфекци тунӑ. Паянтан пуҫласа унта ахаль пациентсене сиплеме пуҫланӑ. Палӑртмалла: халӗ пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 10 пульницӑра 1120 койка пур. Вӗсенче 800 ытла пациент сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен правительствин Тик-Токра та аккаунт пур. Пӗрремӗш видеона пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Хальлӗхе страницӑна 850 ҫын пӑхса тӑрать. Пӗтӗмпе унта 11 видео вырнаҫтарнӑ. Ытларахӑшӗ – чӑваш чӗлхипе ҫырулӑхне халалланисем. Чӑваш ташшине ташлама вӗрентекен видеоуроксем те пур. Видеоуроксен серийӗсен пӗтӗмлетӗвӗпе онлайн-флешмоб йӗркелеме палӑртнӑ. «Реальные пацаны» сериалта ӳкерӗннӗ Николай Наумов патшалӑх службине мӗнле лекмелли пирки ӳкернӗ ролике чи нумай ҫын пӑхнӑ – 22 пин ытла ҫын курнӑ. Аса илтерер: актер нумаях пулмасть Шупашкара килнӗччӗ. Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Тик-Ток парксем йӗркелессине ырланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ сайтӗнчи сӑн Чӑваш Енре ҫухалнӑ хӗрарӑма виҫӗ уйӑх шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет. Вӑрнар районӗнчи Рункӑ ялӗнче пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм, Иванова Людмила Анатольевна ятлӑскер, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Хӗрарӑм 165 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ хура. Кам та пулин ӑна курнӑ тӑк кун пирки йӗрке хуралне 102 е 8-835-372-50-02 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ачана тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ. Ҫак ача халӗ хӑйне мӗнле туять-ши? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйне лайӑхрах туйма тытӑннӑ. Унӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшне те психологӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Канашри Разин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра тухнӑ пушар ҫивиттие сиенленӗ. Вут-ҫулӑм тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. «Хӗрлӗ автан» 900 тӑваткал метр лаптӑка сиенленӗ. Ҫуртран 170 ҫынна эвакуациленӗ. Турра шӗкӗр, инкекре шар куракансем пулман. Вут-ҫулӑма сӳнтерекенсем Канаш хулинчен, Тӑвай, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенчен тӑватӑ автоцистерна шывпа, виҫӗ автопусмапа ҫитнӗ. Ҫулӑма ирхи 5 сехетре сӳнтернӗ. Инкек хыҫҫӑн Канаш инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑннӑ. Ҫуртра пурӑннисене хулари 3-мӗш шкула вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне Марина Загребаевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Халӗ Сергей Артамонов министрӑн икӗ ҫум: Инна Волкова тата Алина Семенова — юлнӑ. Канашри финанс техникумӗнче бухгалтер-финансиста, Потребкооперацин Мускаври университетӗнче экономиста, Атӑл-Вятка академийӗнче менеджера вӗреннӗ Марина Загребаева министерствӑра 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Ӗҫ биографине Куславкка районӗн администрацийӗнче финанс пайӗнчи экономистран пуҫланӑ. Республикӑн Финанс министерствинче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑскер унта та министр ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пирӗн республикӑри журналистсене хисеплӗ ят парас шанчӑк пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗсемпе тӗл пулсан сӑмах хускатнӑ. Асӑннӑ ыйтӑва ӗнер Чӑваш Республикин Элтеперӗн Общество канашӗн ларӑвӗнче хускатнӑ. Унтисем шухӑша ырласа йышӑннӑ. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине положени поектне хатӗрлеме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче Пенза облаҫӗнче «Асамат ахрӑмӗ» ятпа Чӑваш кино кунӗсем иртӗҫ. Ӑна йӗркелеме «Чӑвашкино» киностуди, Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗ, ЧР Наци конгресӗ пулӑшӗҫ. Фестивале ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнче уҫӗҫ. Чӑваш Енрен унта режиссерсем, журналистсем тата «Чӑвашкино» ӗҫченӗсем тухса кайӗҫ. Куракансене Андрей Митешин режиссерӗн «В красном море» документлӑ фильмне кӑтартӗҫ. Фильма Граждан вӑрҫин саманине интеллигенцийӗ урлӑ кӑтартса пачӗҫ. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Юрий Сергеев режиссерӑн «Наследие» тата Е. Рябцеван «Юман» фильмӗсене кӑтартӗҫ, 11-мӗшӗнче – Светлана Алякимован «Священная роща чувашского кинематографа» тата Зоя Илларионован «Хурӑн шывӗ» ӗҫӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Чӑваш Республикин ҫулталӑкри экспортёрӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Промышленность сферинче ҫулталӑкри экспотер ятне «Элтех-Инжиниринг» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫнӗ, агропромышленность комплексӗнче – «КМК» предприяти (ӑна, сӑмах май, «Ҫулталӑкри ҫитӗнӳ» номинацире те чысланӑ). Пулӑшу кӳрессипе «ЦОУ – Сириус» обществӑна чи лайӑх экспортер тесе йышӑннӑ. Ҫӳлли шайри технологисен енӗпе пӗрремӗш вырӑна «Нир Энерго» предприяти тухнӑ. «Ҫулталӑкри потенциаллӑ экспортер» номинацире «Турбоком-Инвест» пӗрремӗш сервис центрӗ ҫӗнтернӗ. Ултӑ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсен ятне 16 компани тивӗҫнӗ. Конкурса пурӗ 111 заявка тӑратнӑ. 2020 ҫулта Чӑваш Республикин тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ Америкӑн 539 долларӗпе танлашнӑ. Ҫав шутран 46 процентне экспорта ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() amp.politeka.net сӑнӳкерчӗкӗ Ватӑ ҫынсене дистанци мелӗпе ӗҫлеттерӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва паян алӑ пуснӑ. Тата тӗрӗсех каласан, 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларнӑ «Чӑваш Республикин территорийӗнче санитарипе эпидемиологи тӑрӑмне тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ меӑсем ҫинчен» хушӑва улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлекен 65 ҫултан аслӑрах тата чӗре, сывлӑш ҫулӗсен чирӗпе, диабетпа нушаланакан ҫынсем унччен больница хучӗпе пурӑнчӗҫ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Шучӗпе ҫавӑн пек. Хушура ҫавӑн пек сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.