Хулара
![]() 7-мӗш ача пахчин архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинче стационарлӑ ача-пӑча планетарийӗ уҫӑлнӑ. Ку ачасемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ. Ӑна хальхи йышши гаджетсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа шӑпӑрлансем виртуаллӑ экскурсие кайма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех планетари пӳлӗмӗнче «Космос» мини-музей пур, унта ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ хатӗрленӗ экспонатсем упранаҫҫӗ. Ача пахчинче йӗркеленӗ планетари пӗчӗкскерсене ӑслӑлӑх тӗпчевӗсемпе кӑсӑклантарма пулӑшать. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарта икӗ ҫамрӑк Атӑл урлӑ каҫса ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Кунашкал тӗслӗх ҫак кунсенче татах пулнӑ. Хальхинче пӑр тӑрӑх 2002 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ уҫӑлса ҫӳренӗ. Анчах вӑл ҫухалса кайнӑ, шӑнса кӳтнӗ. Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 34 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Атӑл ҫинче, Афанасьев пляжӗ ҫывӑхӗнче, каччӑ ҫухалса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем юрҫӳрен ҫине ларса ҫийӗнчех шырава тухнӑ. Вӗсем ҫамрӑка часах тупнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Атӑл урлӑ Сосновкӑна каҫма тӑнӑ, анчах ку тӳрре тухман – ҫухалнӑскер шӑнса кайнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() infopro54.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче путвалта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 56 ҫулта пулнӑ. Арҫынна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе 41 ҫулти арҫын тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Следствие ӗненес тӗк, 41 ҫултискер ҫав арҫынна пӗлнӗ. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхине вӗсем хулара тӗл пулнӑ, унтан кӗҫӗнреххин килне кайнӑ. Унта хайхискерсем эрех-сӑра ӗҫнӗ, кайран хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнни аслӑраххине хытӑ хӗненӗ, лешӗ вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарта иртен-ҫӳрен арҫын ача балкон чӳречинчен пӑхса тӑнине асӑрханӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, вӑл тухса ӳкме пултарать-ҫке-ха. Ҫынсем часрах ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ку пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Роза Люксембург урамӗнче пулнӑ. Пӗчӗк арҫын ача балкон чӳречинчен пӑхса тӑнӑ. Ҫӑлавҫӑсем шӑнкӑрав йышӑнсанах ҫула тухнӑ. Арҫын ача килте пӗчченех юлнӑ-мӗн, амӑшӗ вӑхӑтлӑха таҫта тухнӑ. Ҫалавҫӑсем вӑл киличчен ачана калаҫтарса тӑнӑ. Юрать, йӑлтах ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() 81 ҫулти хӗрарӑма, кӑшӑлвируспа чирленӗскере, тухтӑрсем леш тӗнчерен кӑларнӑ. Унӑн вӑраха кайнӑ чирсем пулнӑ, ку лару-тӑрӑва тата ҫивӗчлетнӗ. Ватӑскер Хулари клиника центрӗнче сипленнӗ. Вӑл унта вӑрах выртнӑ. Сывлӑхӗ тӑрук япӑхланнӑран ӑна ИВЛ аппарачӗпе сывлаттарнӑ. Унӑн ӳпки вырӑнне аппарат ӗҫленӗ. Анчах ватӑ ҫынсене кун хыҫҫӑн хӑй тӗллӗн сывлаттарма йывӑр. Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынна сывлӑхӗ йывӑр чухне аппаратпа сывлаттарма тытӑнсан темиҫе кунран мышцӑсем хавшаҫҫӗ, кайран вӗсене ӗҫлеттерсе яма ҫӑмӑл мар. Хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ лайӑхлансан ӑна стационара куҫарнӑ. Пульницӑран вӑл 26 кунран тухнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ӳнер
![]() cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Районсемпе хуласен чи ӳнер шкулӗсем малашне регионсен харпӑрлӑхне куҫӗҫ. Ҫакӑн пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов паян Фейсбукра хыпарланӑ. Леонид Ильич пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци саккунне виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Ӳнер вӗрентӗвӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне ҫӗршыв Президенчӗ сӗннӗ, депутатсем ӑна ырланӑ. Ӳнер шкулӗсене муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчен регион шайне куҫарни вӗсен укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвне лайӑхлатасса шанаҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем муниципалитетӑн вӗренӳ тата спорт учрежденийӗсемпе вырӑнти хысна укҫишӗн тупӑшма пӑрахӗҫ. Вӗсене регионсенчи Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерстви укҫа уйӑрса пама тытӑнӗ. Кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, кадрсемпе тивӗҫтерессишӗн Культура министерстви яваплӑ пулӗ. Пултарулӑх училищисене вӗренме илессипе те ҫӗнӗлӗх кӗтет. Малти вырӑна патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ мар, пултарулӑх тухса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хамӑр ХаямХарпӑр шухӑш
Культура
«Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографире Анатолий Кибечӗн «Телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух…» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Кибеч шухӑш-туйӑма кӗскен каласах витӗмлӗн уҫса паракан автор пулнине. Ҫакна унӑн юррисемпе прозӑлла сӑввисем лайӑх кӑтартса параҫҫӗ. Ку хутӗнче вара автор ҫӗнӗ кӗнекине тӑват йӗркеллӗ сӑввисене кӗртнӗ. Пурӗ 300 яхӑн. Вӑл вунпилӗк сыпӑкран тӑрать, ачалӑхран пуҫласа паянхи кун сӑнарӗ таран. Усӑ курма пӗлсен тӑватӑ йӗркепе те чылай калама пулать иккен. Акӑ малтанхи икӗ сӑвви:
Ун чухне колхозри йӗркесем ҫапларах пулнӑ. Хӗрарӑмӑн ача ҫуратма вӑхӑт ҫитсессӗн те ана ҫинчех ӗҫлеме тивнӗ. Ҫурлапа вырнӑ ҫӗрте ӗнтӗ.
Чӑнах та, епле пултаруллӑ вӑл ҫав пӗчӗкҫӗ пепке, атте, анне, асанне, асатте, кукамай, кукаҫи ятсене шӑпах ҫавӑ парса тухать. Кур-ха, мӗнле хӑюллӑскер. | ||
Персона
![]() ru.vikipedia.org тата sovch.chuvashia.com сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Шупашкарта Лев Кураков академик урамӗ тата Пётр Ивантаев ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн. Ӗнер республикӑри хастар ватӑсем ЧНК президенчӗ Николай Угаслов патне сӗнӳ ҫырнӑ. Пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула Петр Ивантаев тата Лев Кураков академик пирӗнтен уйрӑлса кайрӗҫ. Вӗсен ырӑ ячӗсене асра тытас тӗллевпе Ваттисен канашӗ Лев Пантелеймонович ятне Шупашкарти пӗр-пӗр урама парсассӑн вырӑнлӑ тесе йышӑнчӗҫ. Петр Васильевич пурӑннӑ М. Горький проспектӗнчи 36-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарма йышӑннине ырларӗҫ. Ҫак ыйтусемпе Шупашкар хулин ертӳҫисем патне ҫырупа тухасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() цветочныйрай.рф сайтри сӑн Ултавҫӑсем тюльпан туянма хатӗрленнӗ усламҫа шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Уяв умӗн 19 ҫулти хӗрарӑм усламҫӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, йӳнӗ хакпа тюльпан сутнине курнӑ. Вӑл сутуҫӑ патне ҫырса янӑ, 500 чечек туянассине пӗлтернӗ. Хӗр патне килӗшӗвен электронлӑ вариантне ярса панӑ, укҫан пӗр пайне тӳлесе хума ыйтнӑ. Усламҫӑ сутуҫа 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ ҫеҫ – вӑл ҫухалнӑ, пӗлтерӗве те, мессенджерти ҫырусене те хуратнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫул-йӗр
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Канмалли кунсенче ШӖМ ӗҫченӗсем рейда тухнӑ, руль умне ӳсӗрле ларнӑ ҫынсене тытнӑ. Шел те, вӗсен йышӗнче автоледисем те пулнӑ. «Ӳсӗр водитель» рейд пуш уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче иртнӗ. Ҫав кунсенче пакунлисем ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ 1500 ытла тӗслӗхе шута илнӗ. 72 водитель руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ – хӗрарӑмсем. Вӗсем унччен те ҫула ӳсӗрле тухнӑшӑн административлӑ майпа явап тытни паллӑ. Канмалли кунсенче ҫул ҫинче вӑйлӑ аварисем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |