Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑма строительствӑра кирлӗ инструментсене вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ хулари 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи отделочниксен бригади дрель, перфоратор, плита касмалли хатӗр, лазер уровнӗ ҫуккине асӑрханӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ. Пурӗ 19 пин тенкӗ тӑракан инструментсем ҫухалнӑ хыҫҫӑн штукатура шанман. 34 ҫулти хӗрарӑм ӗҫе темиҫе кун тухман. Вӑл йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, инструментсене илнӗ, вӑхӑтлӑха ломбарда панӑ. Ҫакна вӑл укҫа кирлипе сӑлтавланӑ. Кайран япаласене каялла илесшӗн пулнӑ имӗш. Ломбарда япала парса укҫа вӑл унччен те илкеленӗ иккен. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ йӗркеленипе Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) ҫыравҫӑ-журналистӑн хӑй ҫуралса ӳснӗ тата пурӑннӑ ҫурчӗ ҫинче Асӑну хӑмине уҫрӗҫ. Ӗҫ-хӗле писателӗн тӑванӗсем, ял ҫыннисем тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем хутшӑнчӗҫ. Асӑну каҫне пӗрлӗх ертӳҫи Иван Афанасьев ҫыравҫӑ-композитор уҫрӗ, сӑмах каларӗ. Ун хыҫҫӑн пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, район энциклопедийӗн тӗп редакторӗ Виталий Михайлов-Чунтупай ҫыравҫӑн чӑваш литературӑри тӳпи ҫинчен каларӗ. Виктор Данилов журналист-ветеран вара Ӑсан Уҫӑпӗпе туслӑ ҫыхӑнура пулни ҫинчен ҫирӗплетрӗ. Тӑванӗсенчен ҫыравҫӑн аслӑ хӗрӗ Ирина тухса калаҫрӗ, ашшӗн ҫынлӑх туйӑмӗ пысӑк пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Асӑну хӑмине ҫыравҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Александр Алексеев уҫрӗ. Вӑлах ашшӗн ку таранччен пичетленнӗ кӗнекисене асӑнмалӑх пурне те валеҫсе пачӗ. Юлашкинчен ӗҫ-хӗле Николай Яковлев юрӑҫӑ илемлетрӗ. Вӑл пухӑннисене чӑваш халӑх тата тӗрлӗ композиторсен юррисемпе савӑнтарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри велоспортсмен Португалире иртнӗ тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Григорьев Classic VIANA тупӑшура мала тухнӑ. Маршрут 170,4 ҫухрӑм тӑршшӗ пулнӑ. Александр Григорьев финиша пуринчен малтан ҫитнӗ, ыттисене самай кая хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑнхи спортсмен 3 минут каярах пынӑ. Палӑртмалла: Александр Григорьев Олимп резервӗсен Валерий Ярды ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Ҫитес 3 уйӑхра вӑл Испанире, Италире тата Португалире иртекен велочупусене хутшӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче 3 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева каланӑ. Икӗ тӗслӗхе ҫӗртме уйӑхӗнче шута илнӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗ ҫумӗнчи уйлӑхра пӗрремӗш сенӑра икӗ ҫын ҫак вируспа аптӑранӑ: уйлӑх ертӳҫи тата повар. Уйлӑха тӳрех карантина хупнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ: пӗр ача та чирлени палӑрман. «Росинка» ача-пӑча уйлӑхӗнче те кӑшӑлвируспа чирленӗ тӗслӗх пулнӑ. унта пӗр вожатӑй инфекциленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнче ҫын виллине тупнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 7-мӗш хутран паян 14 сехет те 10 минутра ӳкнӗ. Вӑл 28 ҫулта пулнӑ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ арҫын мӗнле майпа ӳкнине тӗпчеҫҫӗ – ҫапла пӗлтерет Следстви комитечӗ. Аса илтерер: ҫак кунсенче Шупашкарти Пасар урамӗнче арҫын виллине тупнӑччӗ. 74 ҫултискер ҫӳлти хутран ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян ирхине, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, чӗре чирӗпе аптӑракан тин ҫуралнӑ арҫын ачана санитари вертолечӗпе Хусана васкавлӑн илсе ҫитернӗ. Ача 4 кун каялла ҫуралнӑ, ӑна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те Хусанти ача-пӑча пульницине илсе каймаллине палӑртнӑ. 4 кунра арҫын ача кӑшт ҫирӗпленнӗ, ҫула йӗркеллех чӑтса ирттернӗ. Ҫул ҫинче унӑн сывлӑхӗ япӑхланман, унпа юнашар тухтӑрсем пулнӑ. Вертолет Хусана 45 минутра ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Анна Афанасьевна Рыбакова утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Афанасьевна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, 20 ҫул тултарсан качча тухнӑ. Упӑшкипе иккӗшӗ ывӑлпа хӗре кун ҫути парнеленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан мӑшӑрне фронта илнӗ. Анна Афанасьевна ӑна кӗтсе илеймен – упӑшки ҫапӑҫупа пуҫ хунӑ. Хӗрарӑм ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ ӑна тивӗҫлӗ канури хӗрӗ пӑхса пурӑнать. Вӑл амӑшӗпе юнашар пулас тесе ҫемйипе пӗрле Шупашкартан куҫса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗтӗм Раҫҫейри этнографи форумӗ иртнӗ. «Алла-Аллӑн» ят панӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Федерацин национальноҫсен агентстви пулӑшнипе йӗркеленӗ. Этнографи форумӗн тӗллевӗ наци культурине тата чӑваш фольклорне вӗренессипе ҫамрӑксене кӑсӑклантарасси. Ҫамрӑксен слётне культура институчӗн, педагогика тата аграри университечӗсен, музыка училищин студенчӗсем хушӑннӑ. Форумра музыка инструменчӗсене ӑсталама, чӑваш рунисен вӑрттӑнлӑхне, тӑмран савӑт-сапа ӑсталама вӗрентнӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, халӑх вӑййисемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Шумерлинские городские электрические сети» (чӑв. Ҫӗмӗрле хулинчи электричество сечӗсем) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗнче тулаш управленийӗ туса хума йышӑннӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларнӑ суд определенийӗн резолюци пайӗнче каланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет предприятийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Организацири тулаш управленийӗ ҫулталӑклӑха пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен. Ҫӗмӗрлери электросетӗн директорӗ пулса Алексей Россейкин текех тӑрӑшмӗ. Пуҫлӑх тивӗҫне тулаш управляющийӗ пурнӑҫлӗ. Муниципалитет предприятийӗ хайне панкрута кӑларма ыйтса пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче тавӑҫпа тухнӑ. Предприятин пухӑнса кайнӑ парӑмӗ 2,801 млн тенке ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Арбитрж сучӗ предприятире сӑнав процедурине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kartinki-life.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне уявлаҫҫӗ. Ҫемье ҫирӗп пулсан ҫӗршыв та ҫирӗп пулӗ. Ҫемье институчӗн сумне ӳстерес тӗллевпе юлашки ҫулсенче ҫӗршывра самай тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ ачаллӑ ҫемьесене пулӑшнинче уйрӑмах сисӗнет. Ҫемье кунне Чӑваш Енри икӗ ҫемье уйрӑмах пысӑк хавхаланупа кӗтсе илӗ. Вӗсене орден пама йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ 97-мӗш номерлӗ хушура пирӗн тӑрӑхри икӗ ҫемьене чыслама йышӑннӑ. «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена Шупашкарта пурӑнакан Виталий Павловичпа Полина Александровна Васильевсем тата Вӑрнар районӗнчи Александр Ивановичпа Мария Андреевна Немиловсем тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |