Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт

Иртне эрнере Якутск хулинче кикбоксинг енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Полина Петухова унтан ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.

Ринга 380 яхӑн спортсмен тухнӑ. Вӗсем 40 ытла регионтан килсе ҫитнӗ. Полина ҫурмафиналта Питӗрти спортсменпа вӑй виҫнӗ. Финалта вара Тулӑри спортсменкӑпа тупӑшнӑ. Сергей Шабердин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптакан Полина 52 килограмм тайман виҫе категорийӗнче мала тухнӑ. Ҫапла вӑл 2022 ҫулта АПШра иртекен Пӗтӗм тӗнчери ҫапӑҫу искусствин вӑййисене кайма путевка ҫӗнсе илнӗ.

Палӑртмалла: Полина Петухова Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче тӑваттӑмӗш хут ҫӗнтернӗ.

 

Персона

Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ Юхма Мишши ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1936 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ.

Юбилей ячӗпе ҫыравҫӑна Мускаври чӑвашсем саламланӑ. «Пурнӑҫ илемӗпе, ачусен, мӑнукусен ырлӑхӗпе савӑнса пурӑнӑр. Эсир пирӗншӗн яланах ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ, 300 ытла кӗнеке ҫырса кӑларнӑ. Малашне те чӑвашлӑхшӑн тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӳсем хавхалану кӳччӗр. Вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарма калем яланах ҫивӗч пултӑр. Сирӗншӗн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫӑлтӑр, ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел, савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ юрлатӑр», — тесе ҫырнӑ саламра.

 

Персона
 Сергей Алексеев артист
Сергей Алексеев артист

Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Сергей Алексеев юбилейне паллӑ тӑвать.

Культура учрежденийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Алексеев — опера труппин ертсе пыракан солисчӗ. Асӑннӑ театр сцени ҫине артист пуҫласа 1999 ҫулта тухнӑ. Вӑл мӗнпур оперӑна, опереттӑна тата концерт программине илем кӳрет. Унӑн уйрӑмах асра юлмалли сӑнарӗсенчен пӗри — «Любовный напиток» оперӑри Белькоре партийӗ. Ҫав эпизодшӑн ӑна «Чӗнтӗрлӗ чаршав-2016» конкурсра палӑртнӑ.

Сцена ӑсталӑхне пулас артист Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерватоийӗнче алла илнӗ. Унӑн вӗрентекенӗ Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Быстров пулнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗрсене ахаль вырттарасшӑн мар. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ. Усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗ еспубликӑра 27 пин гектар таран йышӑнать.

Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ҫӗрсем пӗчӗкшер лаптӑк йышӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — пай ҫӗрӗсем. Вӗсене акса сухаламаҫҫӗ, вӗсене сутма та шухӑшламаҫҫӗ. 100-200 гектар лаптӑк ҫине ютри инвестора йыхравлаймӑн. Апла пулсан ку ыйтупа вырӑнти фермерсемпе ӗҫлемелле.

Усӑ курман ҫӗрсенчен 70 проценчӗ — муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнче. Вӗсен ҫӗре межевиксене виҫтерттермелле те аукцион е сакккунлӑ урӑх мелпе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсене памалла.

 

Культура

Ӗнер «Уяв» халӑх фольклор коллективӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова 75 ҫул тултарнӑ.

Зинаида Алексеевна 1946 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьелте ҫуралнӑ. Вӑл — фольклорист, педагог. 1975 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен, 1983 ҫулта Сартури патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1967-1968 ҫулсенче Чӑваш радиопа телекурав хорӗнче солисткӑра ӗҫленӗ. 1984 ҫултан «Уяв» тата «Пилеш» фольклор ансамблӗсенче йӗркелӳҫӗ тата илемлӗх ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Сывлӑх
vedomosti.ru сайтри сӑн
vedomosti.ru сайтри сӑн

Кашни кунах кӑшӑлвирусран ҫынсем вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра ҫак амака пула 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ака уйӑхӗ пуҫланнӑранпа 65 ҫын вируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 1284 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку чирленисен 5,5 проценчӗпе танлашать.

Ку таранччен республикӑра 23263 ҫын вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 21199-шӗ сывалнӑ. Ку чирленисен 91,13 проценчӗпе танлашать. Юлашки талӑкра 43 ҫын инфекциленнӗ. 35 ҫын сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 780 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Паян ирхине Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт балконӗнчен ҫамрӑк ҫын ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ку инкек ирхи 6 сехетре 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 16/15-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫамрӑк арҫын ӳксенех вилнӗ. Вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ.

Арҫын 1995 ҫулта ҫуралнӑскер. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл коридорти балконран тухса ӳкнӗ. Следовательсем вӑл миҫемӗш хутран ӳкнине уҫӑмлатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71058
 

Сывлӑх

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта кӑшӑлвирусран прививка тума май пулӗ. Кун пирки Хулари 1-мӗш клиника пульници пӗлтерет.

Унта халӗ прививка тумашкӑн ҫырӑнма пулать. Ҫакна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен потралӗ урлӑ, 122 номерпе шӑнкӑравласа, тухтӑр патне кайса, регистратурӑна шӑнкӑравласа (8352) 70-02-42 е 26-03-03) тума пулать.

Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра ку микрорайонта пурӑнакансен йышӗ самай ӳснӗ. Вырӑнтах кӑшӑлвирусран прививка тума май пурри ҫынсемшӗн меллӗ пулӗ.

 

Хулара

Хула урамӗсенче ҫеҫ мар, пахчасенче те ҫуркунне эпир йывӑҫ вуллине шурататпӑр.

Анчах кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта вӗсене тӗкӗнмӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, Варламов блогер «100 советов мэру» кӗнекере «Ҫуркунне йывӑссене шуратмалла-и? Ҫук!» — тенӗ иккен.

«Кӗнекене вулатӑп та хӑш шухӑшпа килӗшетӗп, хӑшӗнпе — ҫук», — палӑртнӑ Алексей Ладыков. Йывӑҫ вуллине шуратмалла мар тенине вӑл ырласа йышӑннӑ.

Йывӑҫ вуллине шуратма уйӑракан укҫана йывӑҫ-тӗм лартма уйӑрас тесе йышӑннӑ. Кун валли ҫулсерен 290 пине яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ.

 

Республикӑра
kstovo-adm.ru сайтри сӑн
kstovo-adm.ru сайтри сӑн

Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,2 миллион тенкӗ тӑракан машина туянасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет.

Аукцион документацийӗнче мӗнле модель кирлине палӑртман. Анчах мӗнлерххи кирли пирки ҫырса кӑтартни Toyota RAV4 машина евӗртерх. Машинӑна администраци вырӑнти хысна укҫипе туянасшӑн.

Аукцион ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртет. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн машинӑна 10 кунра Красноармейскине илсе ҫитермелле.

Палӑртмалла: 2018 ҫулта район администрацийӗ 1,4 миллион тенкӗ тӑракан KIA Sportage туяннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1183, 1184, 1185, 1186, 1187, 1188, 1189, 1190, 1191, 1192, [1193], 1194, 1195, 1196, 1197, 1198, 1199, 1200, 1201, 1202, 1203, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.