Культура
![]() Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ тӗлпулу иртнӗ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, культура ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Аса илтерер: кӑҫал пирӗн халӑхӑмӑр чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Сӑмах май каласан, тӑван чӗлхемӗр кунӗ тӗлне «Живой язык 2.0» (чӑв. Чӗрӗ чӗлхе) ҫутӗҫ проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн калаҫу чӗлхине халалланӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ. «Енчен эсир чӑвашла пӗлместӗр пулсан ӑна вӗренме тытӑнма сӗнетӗп», – тесе ҫырнӑ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Элӗк районӗн каччи Максим Егоров пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнине, халӗ ҫитес ҫӗре ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ. Халӗ Максим тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Кун пирки каччӑ ӗнер Инстаграмра пӗлтернӗ. Вӑл хӑйне пулӑшнисене тав туса ҫырнӑ. Максим Владивостокра пысӑках мар лектори ирттернине пӗлтерсе сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Каччӑ ҫулҫӳрев пирки каласа кӑтартма тӗлпулусем ирттерме палӑртать. Ӑна вӑл Шупашкар, Мускав, Питӗр хулисен йӗркелес шухӑшлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gongmedia.ru сайтри сӑн Паянтан пуҫласа республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Ятарлӑ хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑрманта шашлӑк ӑшалама юраманни пирки вӑл Инстаграмри страницинче те аса илтернӗ. «Типӗ курӑк, ҫӳп-ҫап ҫунтарни ҫулсерен пысӑк тӑкаксем кӳрет, ҫав шутра – ҫын вилесси те», - тесе ҫырнӑ Олег Алексеевич. Йӗркене пӑсакансен явап тытмалла пулӗ, штраф тӳлеме тивӗ. Ятарлӑ режим вӑйра чухне унӑн виҫисем тата пысӑкланӗҫ. Ахаль ҫынсен – 4-5 пин, должноҫри ҫынсен – 12-30 пин, услампа ӗҫлекен юридици сӑпачӗсен – 40-60 пин, юридици сӑпачӗсен 300-400 пин тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине иртен-ҫӳрен 3-мӗш автоҫул ҫывӑхӗнче тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Вӑхӑт нумай та иртен – ҫулӑм тухнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ. Ӗнер пур ҫӗрте те тенӗ пекех шӑматкунлӑхсем иртнӗ. Ахӑртнех, ҫав ҫырмара та ҫынсем ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫунтарнӑ. Юрать-ха, пушара сӳнтернӗ, никам та шар курман, ҫулӑм ҫуртсем ҫине те куҫман. Асӑрханӑр: юлашки вӑхӑтра типӗ курӑк ҫунтарнӑран темиҫе ялта ҫуртсем ҫунса кайнӑ, инкексенче ҫынсем те вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм хулапа ялта иртмелле. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, акцин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Задачисем ҫаксем тесе палӑртнӑ: тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепӗр хут аса илтересси; чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслесси; чӑвашла пӗлекен кашни ҫынна хӑй тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслеме май туса парасси. Акцие Чӑваш чӗлхи кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ria.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ кӑшт ӳснӗ. Юлашки талӑкра 60 ҫын инфекциленнине тупса палӑртнӑ. Ӗнер ку хисеп 55-пе танлашнӑ, виҫӗмкун – 50-па. Ку таранччен 23889 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 21754-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 49 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1342 ҫын каварлӑ вируса ҫӗнеймесӗр вилнӗ. Юлашки талӑкра чир 4 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра пульницӑсенче тата килте амбулатори мелӗпе 793 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пулнӑ пушарта 6 ҫын вилнӗччӗ, вӗсенчен 3-шӗ ачасем. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Следстви пушар сӑлтавне палӑртнӑ. Инкекшӗн ҫав пушарта ҫӑлӑнса юлнӑ 51 ҫулти арҫынна айӑпласшӑн. Вӑл – пӳрт хуҫи. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм юсавсӑр холодильнике пула тухнӑ. Вӑл хутса ӑшӑтман ҫенӗкре ларнӑ. Холодильникӗн ӗҫлемелли срокӗ тухнӑ пулнӑ. Анчах унпа малалла усӑ курнӑ. Аса илтерер: амӑшӗ икӗ хӗрӗпе, виҫӗ мӑнукӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчен куҫса килнӗ пулнӑ. Ҫавӑн чухне пӗр хӗрӗ ҫулӑм тухнине курсан кил хуҫине вӑратнӑ. Лешӗ пуҫ тӑрӑх шыв ярса, утиялпа чӗркенсе урама тухнӑ, кӳршине чӗннӗ. Анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле йӑлтах ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() ru.i-sum.su сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑмӑр Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланӑ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑватпӑр. «Чӗлхе – халӑх культурин чи пысӑк пуянлӑхӗ, чӗрӗ еткерӗ, пирӗн ӑна типтерлӗн сыхласа упраса ӑруран ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел куҫарса пымалла. Республикӑра чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас тӗлӗшпе сахал мар тунӑ, хальхи вӑхӑт ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен ҫӗнӗ учебник туса хатӗрлемелли тӗллев те йӗркеллӗн пурнӑҫланать. Тӑван чӗлхемӗрӗн ят-сумне ӳстерсе пырас ӗҫе Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе шкулсем тата ача сачӗсем чӑннипех те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ», – тесе каланӑ саламра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ирина Яковлева. vurnar.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторӗ Ирина Яковлева «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан вӑл 1996 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унти чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен хӗрлӗ медальпе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2001 ҫулта тӑван, Вӑрнар, районӗнчи хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вӑл — хаҫат редакторӗ. Республикӑмӑр Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестр артисчӗ Алексей Гурьев, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн секторӗн заведующийӗ Янина Горская, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пай заведующийӗ Наталия Громова, Вырӑс драма театрӗн костюм ҫӗлекен мастерской заведующийӗ Светлана Карасева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри хресчен хуҫалӑхӗн музейӗн заведующийӗ Людмила Петрова, Шупашкарти В.А. тата Д.С. Ходяшевсем ячӗллӗ ача-пӑча 4-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗ Маргарита Романова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
«Чӑваш халӑх сайчӗн» вулаканӗсене Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн сӗнекен ҫак статьяна мӗнле те пулин ӑнлантарса пани кирлех мар-тӑр. Тимлӗ вулакан хӑех ӑнланать. Статья авторӗ А. И., ахӑртнех, Александр Иванович Иванов. «Чӑваш энциклопедийӗнчен:
Алексей Леонтьев, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш алфавичӗ1. Чӑвашсем пек вак халӑхсене мӗншӗн вырӑс алфавичӗ йышӑнтарнӑ? Мӗншӗн йышӑнтарни вӑл малта каланинченех паллӑ пулмалла. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |