Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Директора ҫӗҫӗпе чикнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.09.2021 07:32 | 954 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан арҫын директора ҫӗҫӗпе чикнӗ. Хӑйӗн пуҫлӑхне мар-ха. Управляющи компани ертӳҫине.

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта ҫурта тытса тӑракан управляющи компани директорӗ те хутшӑннӑ. Пухурисенчен пӗри, ҫуртра пурӑнакан арҫын, пӗрмай тем кӑшкӑрса тӑнӑ. Директор ӳсӗр ҫын сӑмахне хӑлхана чикес темен, илтмӗш тунӑ. Арҫынна ҫавӑ тарӑхтарсах янӑ. Вӑл хӑйӗн хваттерне кӗрсе унтан ҫӗҫӗ йӑтса тухнӑ. Ҫавӑнпа директора кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ.

Тӗпчевҫӗсем тата тухтӑрсем ӳсӗр ҫын директор сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнине палӑртнӑ. Апла пулин те пӑтӑрмахшӑн Ҫӗмӗрле арҫыннин явап тытма тивех. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.

#пӑтӑрмахсем, #сывлӑх, #пухусем, #Ҫӗмӗрле, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1761.56.6862
2021.09.18 16:05
Agabazar
«Управляющи компани». Çакна та чăвашла çавăрттарса калама çук-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем