Политика
![]() Александр Воробьев архивӗнчи сӑн Ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ Александр Воробьев Фейсбукра ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнӑ заявление сӑн ӳкерсе вырнаҫтарнӑ. Унта паянхи кун тӑрать. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хирӗҫ пулман, заявление алӑ пусса панӑ та должноҫрен кӑларнӑ. Хальлӗхе министр тивӗҫӗсене Елена Хомченко пурнӑҫлать. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе министр ҫумӗнче ӗҫлет. Аса илтерер: Александр Воробьев ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе пурнӑҫланӑ. Вӑл 40 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакансем сӗте йӳнӗпе туяннишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ те, тарӑхаҫҫӗ те. Ял ҫыннисемпе ӗнер республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев тӗл пулнӑ. Парламентари Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисем сӗте хальхи вӑхӑтра 18 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ку вӑл — 1 литр хакӗ. «Лавккари шыв та хаклӑрах», — пӑшӑрханаҫҫӗ ӗне усракансем. Ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи ҫынсем бойкот туса кӑтартасшӑн. Ҫав икӗ кун вӗсем сӗте сутасшӑн мар. Хыснаран уйӑракан субсиди сахал тесе калаҫҫӗ-мӗн ял ҫыннисем. Вӗсен шучӗпе тӗллевлӗрех пулӑшмалла, пысӑках мар кооперативсем йӗркелемелле, сӗте вырӑнта тирпейлемелле, посредниксем кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи культура ҫуртӗнче эстрада юррине юрлакансен «Юратсан юрлас килет» районти фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2015 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалтан ӑна Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Жуков композитор ячӗпе ирттерме йышӑннӑ. Конкурса коллективсемпе солистсем хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче вырӑнти профессионалсем те, ачасем те пулнӑ. Кашниех конкурса тӗплӗн тата тӑрӑшса хатӗрленни палӑрнӑ. Сцена ҫине тухнисен пултарулӑхне хаклакан сумлӑ тӳресен йышӗнче Юрий Жуков та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Муркашри тӗп вулавӑшра «Улькка Эльменӗ – пурнӑҫ ҫыравҫи» литературӑпа музыка тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ӑна ҫыравҫӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекин виҫҫӗмӗш пайне халалланӑ. Улькка Эльменӗ Вӑрнар районӗнчи Авшак Элменре ҫуралнӑ. Мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн строительство организацине ертсе пыма тытӑннӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗскер хӑй вӑхӑтӗнче тӑван районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Санарпуҫри вӑтам шкулта директор ҫумӗнче, район администрацийӗн тӗп специалистӗнче, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Унӑн «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» кӗнекисене вулакансем юратса йышӑннӑ. «Упраймарӑм сана» кӗнеке вара виҫӗ пайпа пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене кӑҫал та палӑртӗҫ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех иртет. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене хыснаран уйӑрнӑ укҫа шучӗпе пичетлӗҫ. Сӑмах май каласан, укҫа виҫи пӗлтӗрхи шайах юлнӑ. Конкурса авторсен ӗҫӗсене те, ушкӑнпа шӑрҫаланисене те йышӑнӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ алҫырушӑн 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӑтам шкул тата аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсемшӗн бюджетран 75 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков 60 ҫулхи юбилейне палӑртать. Пулас артист Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл кӑсӑклӑ сахал мар сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Тӗслӗхрен, Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белугин авланни» спектакльти Белугина, Валери Туркайӑн пьесипе калӑпланӑ «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ» спектакльти Ухватова, Борис Аппаевӑн «Хӗрсене ҫапла вӑрлаҫҫӗ» спектаклӗнчи Руслана. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикассинче пушар пулнӑ, ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем килнӗ ҫӗре кирпӗч ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ. Шел те, пӳрте сыхласа хӑварайман, ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем сарай таврашне ҫеҫ ҫулӑм куҫасран сыхласа хӑварнӑ. Ишӗлчӗксене пӑхса тухнӑ чухне арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 1971 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Пушар 500 пин тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнӗ. Халӗ специалистсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,4 млн тенкӗ тӑракан машина туянма хатӗрри пирки, ҫавна май аукцион иртесси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне хыпарланине аса илес тӗк, администраци ҫырнӑ условисем Toyota RAV4 машина пекрех пулнӑ. Виҫӗ кунранах, ӗнер, аукциона пӑрахӑҫланӑ. Ахӑртнех, ку хыпар массӑллӑ информаци хатӗрӗсене ҫитнипе те ҫыхӑннӑ. Машинӑна вырӑнти «Финанс тата хуҫалӑх енӗпе тивӗҫтерекен центр» хысна учрежденийӗ туянасшӑн пулнӑ имӗш. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт район администрацине мар, ҫак центра кирлӗ. Администраци пуҫлӑхӗ кун пирки пӗлсен ку йӗркесӗрлӗхе пӑрахӑҫлама хушнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑва тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче те хускатаҫҫӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен «Чӑваш Республики» ушкӑнӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнчи ҫул-йӗр пирки пӑшӑрханса пӗлтерекенсем уйрӑмах йышлӑ. Ҫынсем «Йӗпреҫ – Патӑрьел» ҫул тӑрӑмӗ начаррине ҫирӗплетекен сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтараҫҫӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Йӗпреҫ – Патӑрьел» ҫула ҫывӑх вӑхӑтра йӗркене кӗртӗҫ. Ӑна юсаса ҫӗнетӗҫ. Шӑтӑк-путӑка сапланипе ҫырлахмӗҫ, пысӑк лаптӑкӑн юсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Чернобыль атом станцийӗнчи инкек пулнӑранпа 35 ҫул ҫитнӗ май тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Ун валли ӗҫ ушкӑнне тата меопиятисен планне йӗркеленӗ. Ӗс ушкӑнӗн председателӗ пулма республикӑн вице-премьерӗ – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаевӑна шаннӑ, председатель ҫумӗ пулма – ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрне Алёна Елизаровӑна. Асӑннӑ йыша «Чернобыль» союзӑн республикӑри президентне Виктор Байдулова та кӗртнӗ. Аса илтерер: инкек 1986 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Инкеке пӗтерме хутшӑннисенчен хӑшӗсем пирӗн хушӑмӑрта ҫук ӗнтӗ, юлнисен те сывлӑхӗ ҫирӗпех мар. Мероприятисен планне Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпителӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттерессине, радиацие пула шар курнисемпе вӗсен ҫемье членӗсене тухтӑрсем тӗрӗслессине те кӗртнӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче хурлӑхлӑ митинг иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.