Политика
![]() Сергей Казанков Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче суйлав иртмелле. Унччен тӗрлӗ парти пайташӗсем уйрӑмах хастарланаҫҫӗ, халӑхпа тӗл пулаҫҫӗ, уявсене хутшӑнаҫҫӗ, саламлаҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах парти пайташӗсем те ҫынсемех, вӗсен хайсен хушшинче те ӑнланмалӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри — Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн рескомӗн пӗрремӗш секретарьне суйлассипе ҫыхӑннӑ ыйту. Асӑннӑ пукан Валентин Шурчанов секретарь пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче партин Чӑваш Енри рескомӗ черетсӗр пленума пухӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Провинцивиль» сайтра хыпарланӑ тӑрӑх, ларӑва Валентин Шурчановӑн ывӑлӗн, Алексейӑн, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ. Алексей Шурчанова пӗрремӗш секретаре суйланӑ. Парти членӗсем пулнӑ хӑш-пӗр хастара йышран кӑларнӑ. Ҫакӑнта Александр Андреев, Евгений Воронков тата Виктор Макаров лекнӗ. Кунпа парти пайташӗсем килӗшме пултарайман. Лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме «ҫӳлтисем» те хутшӑннӑ. Ыран, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, коммунистсен партийӗ отчетпа суйлав пухӑвне пуҫтарӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑртстанра Слакпуҫӗнче историпе культура центрӗ пулассипе пулмассине пӗр ларура сӳтсе явнӑ. Кун пирки Пушкӑрт Республикинчи чӑвашсен канашӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Ларӑва асӑннӑ республикӑри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗн директорӗ И.З. Султанмуратов, Пелепей район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.П. Смородин, Слакпуҫ ял хутлӑх администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Ю. Андреев, Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашӗн председателӗ Л.И. Мурманская, «Асра тытчӑр» проект авторӗ, Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗн ветерансемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комиссийӗн председателӗ Б.Е. Гордеев, ПР Культура министерствин этноконфесси уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ А.Б. Хасанов, А.Х. Зулькарнаева тӗп специалисчӗ хутшӑннӑ. Борис Гордеев Слакпуҫ паллӑ ял пулни, унта чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Иванов, чӑваш халӑх поэчӗ Яков Ухсай, Совет Союзӗн Геройӗ Николай Павлов ҫуралса ӳсни ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче историпе культура центрӗ тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Борис Ефимович этнокультура комплексӗнче халӑх архитектурипе, пурлӑх культурипе, чӑваш халӑхӗн илемлӗ пултарулӑхӗпе паллаштаракан экспозицисем вырнаҫтарма, наци кухнине ас тивсе пӑхма, сувенир продукцийӗсем сутма, чӑваш чӗлхине вӗрентекен семинарсем йӗркелеме тата чӑваш культурипе кулленхи пурнӑҫне уҫса паракан ытти аспектсемпе паллаштарма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture19.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви литературӑри тата ӳнерти паллӑ ҫынсене стипенди пама документсем йышӑнма пуҫланӑ. Патшалӑх стипендине уйӑхсерен, пӗр ҫулталӑк, парса тӑраҫҫӗ. Ӑна тивӗҫес тесен ҫуллӗ шайри паха хайлавсем ҫырмалла, литературӑпа ӳнер енӗпе вӑйлӑ тӗпчевсем ирттермелле. Патшалӑх стипендине илмелли конкурса документсене ӗҫ коллективӗсем, ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, професси пӗрлешӗвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ. Документсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗме ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ таран ҫитерсе памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 64-20-68 (Ольга Витальевна Ефимова). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Мари Элти пӗр усламҫӑ хӑй сутакан тавар ятне чӑвашла капӑрлатать. Кун пирки Чӑваш Енри паллӑ ӳнерҫӗ Геннадий Иванов-Орков Фейсбукра пӗлтернӗ. «Реклама мар, кӑмӑллӑ пулӑм! Ҫак ӳкерчӗксенче, калӑн, Раҫҫей пӑрҫиллӗ, ахаль суту-илӳ маркиллӗ ахаль хутаҫ. Анчах курӑнмалла вырӑнта чӑваш сӑмахӗ пур. Вӑл — топоним, Тутарстанри чӑваш ялӗ. Унта чӑваш поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ», — тесе ҫырнӑ ӳнерҫӗ. Пӑрҫана Мари Элти Звениговӑри Казанков усламҫӑ фирминче тултараҫҫӗ иккен. Сиктӗрмере ҫуралнӑскер тӑван тӑрӑхне хисеплесе, асра тытса пӑрҫа хутаҫне чӑвашла илемлетнӗ. Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ тӑрӑх, Петӗр Хусанкай тӑванӗ лекет. Казанков Шупашкарта тата Чӑваш Енре хӑйӗн продукцине сутать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ядринтв тунӑ сӑн Ял ҫыннисене усламҫӑсем сутӑн илекен сӗт йӳнелни пӑшӑрхантарать. Етӗрне районӗнчи Яракассинче пурӑнакансем кунпа килӗшесшӗн мар, усламҫа ялӗпех сӗт пама пӑрахасшӑн. Пушӑн 26-мӗшӗнченпе унта сӗте 18 тенкӗпе йышӑнаҫҫӗ. Унччен 24 тенкӗ пулнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, капла ӗне усранин усси ҫук. Ара, чылайӑшӗшӗн вӑл тупӑш тумалли пӗртен-пӗр мел-ҫке-ха. «Сӗт лавккари газлӑ шывран та йӳнӗрех пулса кайрӗ», - теҫҫӗ ҫынсем. Ӗне усрама вара ҫӑмӑл мар: ҫулла утӑ туса илме те самай укҫа кирлӗ. Ял ҫыннисем пуха туса пурте усламҫа сӗт пама пӑрахма калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Арҫын хӑй ӗҫленӗ предприятие ҫаратнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Вӑл унтан тимӗр-тӑмӑр вӑрланӑ. 35 ҫулти арҫын чукун ҫул предприятийӗнче ӗҫленӗ. Вӑл тимӗр-тӑмӑр упранакан пӳлӗме кӗнӗ те унтан 5 тонна ытла лум вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 120 ытла пин тенкӗлӗх. Арҫын ӑна хӑйӗн машини ҫине тиесе илсе тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче ӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Канаш арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл куншӑн колоние 5 ҫул таран ларма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кашни ҫуркунне ҫитмессерен эпир ҫул-йӗр япӑхланнине асӑрхатпӑр. Ҫакӑн сӑлтавне строительсем тивӗҫлипе ӗҫлеменнипе те ҫыхӑнтарма пулать. Нумаях пулмасть юсаса ҫӗнетнӗ ҫул ванса пӗтни уйрӑмах тӗлӗнтерет. Иртен-ҫӳрене ҫеҫ мар, тӳре-шарана та теме пулать. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗр тӗслӗх илсе кӑтартнӑ. «Воддорстрой» общество хулари ҫулсене 2017-2019 ҫулсенче юсанӑ. Ҫулпа усӑ курнӑ чух вӑл паха марри сисӗнсен те ӑна подрядчик юсаман иккен. Гаранти вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсене пурнӑҫламан. Сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, Фучик, Николаев, Энтузиастсен урамӗсенче тата Мускав проспектӗнче кӑлтӑк сисӗннӗ. Ҫавна май хула администрацийӗ суда тухнӑ. Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ подрядчика 210 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тата мӗнпур объекта юсама хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян ир-ирех, 6 сехетре, васкавлӑ медпулӑшу ача ҫуратма хатӗрленнӗ хӗрарӑм патне ҫитнӗ. Арӑмӗ ҫӑмӑлланма хатӗрленни пирки упӑшки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти бригада кӑтартнӑ адреспа хӑвӑрт, 8 минутран, ҫитнӗ. Вӗсем ҫитнӗ тӗле хӗрарӑм ҫуратма пуҫланӑ ӗнтӗ. Фельдшерсен вӑхӑт юлман – хӗрарӑма вырӑнтах пулӑшма тивнӗ. Тепӗр 9 минутра тухтӑрсем алӑра сывӑ ачана тытнӑ. Вӑл ҫуралсанах кӑшкӑрса янӑ. Хӗрарӑма ҫӑмӑлланма Мария Лысова тата Иван Орлов фельдшерсем пулӑшнӑ. Иван ӗҫленӗ вӑхӑтрах ЧПУра тухтӑра вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫал ҫулла «Шупашкар-Хусан» юханшыв маршручӗ уҫма палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Олег Николаев Элтепер республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫа кӗртессипе Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗсем хутшӑннипе ирттернӗ ӗнерхи канашлура каланӑ. Регионсем хушшинчи юханшыв маршручӗ уҫас ыйтӑва Чӑваш Енпе Тутарстан сӳтсе явнӑ иккен. Килӗшӗве ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн алӑ пусмалла. «Шупашкар-Хусан» маршрутпа тӗрлӗ чарӑну пӑхса хӑварӗҫ. Пассажирсене «Валдай» труттарӗ. Вӗсенчен пӗри Алексей Крылов ячӗпе хисепленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра ҫулла тухья пулмӗ. Ӑна илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл типӗ фонтан ҫинче ларнӑ. Хӗлле кӳлмекре питӗ илемлӗччӗ. Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ эрешсене нарӑс уйӑхӗнчех илнӗ ӗнтӗ. Аркӑсене, лотоссене, хӑмпӑсене тата чӑрӑша пуҫтарса хунӑ. 6 метр ҫӳллӗш тухья ҫеҫ юлнӑччӗ. Кукша пуҫсене ҫеҫ илмен, вӗсем ача-пӑча лапамӗнче вырнаҫнӑ. Кӗҫех Хӗрлӗ лапама ҫуллахи сезона хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Унччен, чечек-курӑк лартиччен, шӑлса тирпейлӗҫ. Ҫак уйӑхра клумбӑсене хыр йышши тӗмӗсем лартӗҫ. Ҫу уйӑхӗ тӗлне тематика арт-объекчӗсем вырнаҫтарӗҫ, кӳлмеке акӑшсем таврӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |