Пӑтӑрмахсем
![]() sviblovo.mos.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар пулнӑ. Унта виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте, тӗпелте, ҫулӑм тухнӑ. Ҫурт Ҫӗнӗ урамра вырнаҫнӑ. Тӗтӗм вӑйлӑ тухнӑран ҫуртри 15 ҫынна эвакуациленӗ. Инкеклӗ лару-тӑру минитерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухнӑ вырӑнта ҫын виллине тупнӑ. Вӑл – 37 ҫулти арҫын, кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнле майпа тухнине тӗпчеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 296 пушар тухнӑ. Вӗсенче 32 ҫын вилнӗ, 16 ҫын аманнӑ. 33 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш хулинчи Разин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра тухнӑ пушар ҫивиттие сиенленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Килсӗр-ҫуртсӑр юлнисене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ. Вырӑнти хыснаран ҫемьесене 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Халӗ вара вӗсене республика хыснинчен те пулӑшӗҫ. Ҫав тӗллевпе Чӑваш Ен резерв фондӗнчен 3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пушар хыҫҫӑн «Таса хула» муниципалитетӑн унитарлӑ предпиятийӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ организаци ӗҫченӗсем ҫурта тивӗҫлипе тытса тӑман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вырсарникун, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта 14-ри яш пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Усал хыпар пирки паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта пулса иртнӗ. Яш асӑннӑ тӑрӑхри Хӗвеллӗ бульварти 18-мӗш ҫуртран ӳкнӗ. Вӑл вилнӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшнӑ. Ачана тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енӗн Спорт министерствин «Олимп резервӗн самбо тата дзюдо енӗпе 10-мӗш спорт шкулӗ» автономи учрежденийӗн ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Малашне вӑл «Олимп резервӗн А.И. Трофимов ячӗллӗ 10-мӗш спорт шкулӗ» автономи учрежденийӗ шутланӗ. Шкул малашне те республикӑн Спорт министерствин тытӑмӗнчех пулӗ. Ятпа ылмаштарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те асӑннӑ ведомствӑнах туса ирттермелле. Шкул ятне ылмаштарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Сӑмах май каласан, Александр Трофимов – самбо енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Раҫҫейри дзюдо федерацийӗн вице-президенчӗ пулнӑ. Унӑн кун-ҫулӗ 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче «Боинг» самолет Пермь ҫывӑхӗнче инкеке лексен татӑлнӑ. Самолетра 82 пассажир пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре йывӑр преступлени тунӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Унӑн фотосӑнне хатӗрленӗ. Вӑл 35-47 ҫулсенчи пек, 180-190 сантиметр ҫӳллӗш курӑнать, имшеркке кӗлеткеллӗ. Пичӗ тӑсӑкларах, ҫӳҫӗ шуралма тытӑннӑ, кукша вырӑн пур. Сӑмси тӳрӗ тата вӑрӑмрах. Вӑл хура калпак, хура кӗске куртка, хура шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Шупашкарти «Кӑнтӑр» микрорайонти хӗрарӑм тӗлӗшпе йывӑр преступлени тунӑ. Ҫак арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене (8352) 62-46-59, (8352) 66-24-88, (8352) 66-24-3, (8352) 39-40-97 е 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юханшывсене шыв шайӗ хӑпарнӑран Ҫӗмӗрле ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ пӑр ҫийӗн каҫмалли каҫҫа ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, хупма йышӑннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ку каҫӑ хӗлле Ҫӗмӗрле районне тата Чулхула облаҫӗнчи Пильна районне ҫыхӑнтарать. Ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен унта понтонлӑ кӗпер ӗҫлет, хӗлле пӑр ҫийӗн каҫмалла. Пӗлтӗр понтонлӑ кӗпер чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Понтонлӑ кӗпере ҫанталӑк условийӗсем май парсан, ейӳ пӗтсен, хута ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Ку эрнере ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗрулми тата тымарлӑ ытти ҫимӗҫе типӗтекен предпряитире пулса курнӑ. Вӑл Комсомольски ялӗнче вырнаҫнӑ. Олег Алексеевича продукцин технологийӗ килӗшнӗ, ҫавна май вӑл шкулти рациона типӗтнӗ ҫӗрулми кӗртме сӗннӗ. Палӑртмалла: вӑл – чипс мар, ҫӗрулмине упрамалли мел ҫеҫ. Ӑна шыва ярса лартсан вӑл ахаль чӗрӗ ҫӗрулми пекех пулать. Сӑмах май, нумаях пулмасть Элтепер сӗннипе шкул рационне тӑпӑрчӑ запеканки кӗртнӗ. Ӑна шкул ачиех хатӗрленӗ. Вӑл вара Олег Николаева килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем 71 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Лидия Шишова килтен ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Хӗрарӑм ҫӳллӗшӗ – 156 сантиметр, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑскер, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чух сӑрӑ плащ тата калпак, хура спорт йӗмӗ, сенкер тӗслӗ ҫыхнӑ свитер, тӗксӗм кӑвак атӑ тӑхӑннӑ. Хӗрарӑм ӑҫтине пӗлекенсене 102 е 240-771 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар хулинче машинӑсем инкеке ҫакланнӑ. Пӗр-пӗринпе ҫапӑнман-ха, урапа шӑтарнӑ. Ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула 10 ытла машина урапи шӑтнӑ. Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче, «Ирбис» автозаправка ҫывӑхӗнче, урамӑн сылтӑм енӗ шӑтса пӗтнӗ иккен. Кӳлленчӗк айӗнче шӑтӑк-путӑк курӑнмасть. Водительсем унта кӗрсе кайса машинӑсен урапине шӑтарса пӗтернӗ. Шар курнисем – 10 автомобильтен кая мар. «Ҫулӑн асӑннӑ участокӗнче асӑрханса ҫӳрӗр», – тесе ҫырнӑ «Руль умӗнче» порталӑн Инстаграмри страницинче. Хыпара сӳтсе явакансем хушшинче асӑрханса ҫӳремелле текенсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри виҫӗ шкулта ачасем кӑшӑлвируспа чирлине тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ чирпе аптӑракансене Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче шута илнӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн оперштабӑн ларӑвӗнче Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ. Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Лукшин каланӑ тӑрӑх, COVID-19 тупӑннӑ ачасенчен пысӑк пайӗ карантин вӑхӑтӗнче каникулта пулнӑ. «Вӗсен карантин вӑхӑчӗ паян-ыран вӗҫленӗ», – тенӗ эрнекун министр ҫумӗ. Апла пулсан ачасем тунтикун шкула кайма пултарӗҫ. Ачасем кӑшӑлвируспа чирлине тупса палӑртнӑ шкулсенче дезинфекци ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |