Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнчи Кӗлкешри Н.А.Афанасьев ячӗллӗ шкула 30 кунлӑха хупнӑ. Кун пирки Вӑрмар районӗн сучӗ пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унти шыва тӗрӗсленӗ. Вӑл шкулти ҫӑлкуҫран килет. Ҫавӑн пекех кранран юхакан шыв пахалӑхне те пӑхнӑ. Лаборатори тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, шывӑн санитарипе биологи кӑтартӑвӗсем требованисемпе килӗшсе тӑман. Хальлӗхе Вӑрмар районӗн сучӗ кӑларнӑ приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Вӗренӳ министерстви кун пирки мӗн пӗлтерни паллӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ака уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 35 пин те 685 мӑшӑр хатӗрлерӗ. Ҫапла май пӗтӗмӗшле йыш 790 пинрен иртрӗ. Тепӗр май каласан, миллион мӑшӑр тӑвиччен тата 210 пинрен те сахалрах юлчӗ. Паллах, 35 пин иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан сахалтарах, анчах ҫакӑн сӑлтавӗ те пур: уйӑх пуҫламӑшӗнче пирӗн мӑшӑрлама текстсем ҫукччӗ, ҫавна пула ҫӗнӗ машӑрсем хушас ӗҫ чакса ларнипе танахччӗ. Калӑпӑр, 750 пин урлӑ эпир пушӑн 28-мӗшӗнче каҫнӑ пулсан, 760 пин урлӑ вара акан 13-мӗшӗнче ҫеҫ каҫма пултартӑмӑр. Анчах каярах текстсем тупӑнчӗҫ те эпир вара уйӑх пуҫламӑшӗнче сахал ӗҫленине хӑвалама пуҫларӑмӑр. Малалла вара кашни 5-7 кунра 10 пиншер мӑшӑр хушма тытӑнтӑмӑр. Хӑвӑртлӑха ӳстерме ытларах пайӗпе Наум Любимов куҫарӑвӗсем пулӑшрӗҫ. Унӑн куҫарӑвне мӑшӑрлама питӗ ҫӑмӑл пулчӗ. Ҫапла май Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине Александр Гончарӑн «Ялавпа пыракансем», Николай Носовӑн «Витя Малеев шкулта тата килте» хайлавсем мӑшӑрланса кӗчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах йывӑрлӑх кӑларакан кӗнеке те пулчӗ. Ку вӑл Михаил Водопьяновӑн «Поляр летчикӗ» калавсем пуххи. Шел те, тӗнче тетелӗнче пур вырӑнта та тӗл пулакан вырӑсла текст — каярах ҫӗнетсе кӑларнӑскер пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Зайцева ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче артисткӑн юбилейне халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче юбилей каҫӗ иртӗ. Саламсем хыҫҫӑн «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакле кӑтартӗҫ. Игорь Муренко пьеси тӑрӑх лартнӑ ҫав ӗҫре Александра Зайцева Шура сӑнарне калӑплӗ. Александра Николаевна Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче вӑл Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче вӗреннӗ. Унта театр тата кино актрисин ӑсталӑхне алла илнӗ. 1983 ҫултанпа Александра Зайцева К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Сирӗн хӑҫан та пулин пӗр йывӑҫран тӑракан вӑрманта пулма тӳр килнӗ-и? Пӗр йышши йывӑҫлинче мар, шӑпах пӗр йывӑҫран тӑракан вӑрмана, 1,5 гектар лаптӑклинче. Ҫавӑн пекех тӗлӗнтермӗш япала Индире пур, вӑл йывӑҫа Капмар баньян теҫҫӗ. Мӑн баньянӑн ботаникӑлла ячӗ — Бенгали фикусӗ (лат. Fícus benghalénsis), вӑл тут йывӑҫӗсен йӑхне кӗрет. Ҫак хӑйне евӗрлӗ йывӑҫӑн ҫулҫи-тарачӗ тӗнчере чи пысӑк лаптӑк йышӑнать — 1,5 гектар лаптӑк, унӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ вара — 25 метра яхӑн. Рекорда тивӗҫлӗ йывӑҫ ҫӗршывӑн тухӑҫ енче вырнаҫнӑ Хаора хулинчи (Анӑҫ Бенгали) Инди ботаника пахчинче ӳсет. Паллах, ку фикус ахаль йывӑҫ мар. Ыттисенчен вӑл сывлӑшра ҫакӑнса тӑракан ҫӗршер тымарпа уйрӑлса тӑрать. Вӗсем — йывӑҫ вуллипе туратсем ҫинче йӗркеленнӗ ятарлӑ хунавсем. Тӑпра таран анса ҫитсен, сывлӑшри тымарсем ҫӗр ӑшне шӑтарса кӗреҫҫӗ те йывӑҫа нӳрӗкпе тивӗҫтерекен, апатлантаракан хушма ҫӑлкуҫ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек ӳсентӑрансен пурнӑҫ формине ботаникӑра баньян теҫҫӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче авари пулнӑ. унта ҫамрӑх хӗрарӑм ҫапӑнса вилнӗ. Вӑл 27 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. 18 сехет те 25 минутра А-151 автоҫулӑн 74-мӗш ҫухрӑмӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нива» водителӗ руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Фольксваген Тигуанпа» ҫапӑннӑ. «Нива» рулӗ умӗнче ларнӑ 27 ҫулти хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшу ҫитичченех вилнӗ. Иномарка водительне, 46 ҫулти арҫынна, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Культура министерстви сайтӗнчи сӑн Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Татмӑш ялӗнче клуб маччи йӑтӑнса аннӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра унта никам та пулман, ҫавӑнпа шар куракансем ҫук. Клуб кивӗскер пулнӑ, ӑна 1958 ҫулта хута янӑ. Тепӗр 20 ҫултан юсанӑ. Халӗ ҫурт конструкцийӗ кивелнӗрен маччи чӑтайман, ишӗлсе аннӑ. Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ялти клуба хупма сӗннӗ. Вӑхӑтлӑха вӑл пуҫламӑш шкул-ача пахчи пулнӑ спортзала куҫӗ. Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫӗнӗ клуб тумалли проекта хатӗрлемешкӗн республика хыснинчен укҫа уйӑрасса кӗтет, вӗсем заявка тӑратасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() gtrksmolensk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре 123 шкулта 19 класс кӑшӑлвируса пула карантина кайнӑ. Кун пирки вӗренӳ министрӗ Алла Салаева хыпарланӑ. Ку кӑна мар-ха. Тӑватӑ техникумра тата ултӑ ача пахчинчи сакӑр ушкӑн та ҫак вируса пула карантина хупӑннӑ. Ӗнерхи кун тӗлне Чӑваш Енре 22 класри 520 ача дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Ҫакӑн пек мелпех техникумри 75 студент тата аслӑ шкулсенчи 107 ҫамрӑк ӑс пухаҫҫӗ. Палӑртмалла: эпидеми пуҫланнӑранпа республикӑра ОРВИпе чирленӗ 18 ҫул тултарман 44360 ачана тухтӑрсем сипленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре виҫӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирусӑн Британи штамӗ пулнине палӑртнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Вера Головач оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Тин кӑна республикӑра ҫак вируспа чирлесси чакса пыратчӗ. Халӗ ку кӑтарту тата вӑрахланнӑ. Юлашки эрнере чирлесси 13 процент ӳснӗ, талӑкне 46-60 ҫын инфекциленет. Кӑшӑлвирус сарӑлассине чакарас тӗллевпе ведомство республика правительствине тата муниципалитетсене массӑллӑ меропряитисене пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "За рулем" порталти сӑн Паян Шупашкар ҫывӑхӗнче, Канаш ҫулӗ ҫинче, Лапсар тӑкӑрлӑкне кӗнӗ ҫӗрте, пысӑк пушар пулнӑ. «За рулем» партал пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пиломатериалсен склачӗ ҫуннӑ. Пушара иккӗмӗш рангпа танлаштарнӑ. Вӑл сарӑлма пултарнӑ. Ӑна сӳнтерес тесе пушар чаҫӗсен икӗ резервне ҫӗкленӗ. Инкек вӑхӑтӗнче Канаш ҫулне пӳлнӗ. Пушарнӑйсем шланга ҫул урлӑ тӑснӑ. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра республикӑра типӗ курӑк ҫунтарнӑран пушар чылай пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсем ҫӳп-ҫапа, типӗ курӑка ҫунтарма хушмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Паян, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Xinhua пӗлтернӗ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫе сая янипе кӗрешес тӗллевпе Китайра саккун йышӑннӑ — ҫапла майпа ресторана пырса нумай апат саккасланӑ хыҫҫӑн ҫисе яман клиентсене штрафлӗҫ. Ҫӗнӗ саккунпа «апат-ҫимӗҫ каяшӗ» мӗне пӗлтернине палӑртма май пулӗ. Хальхи вӑхӑтра штраф ҫырса парас йӗрке мӗнле пуласси паллӑ мар-ха. Ҫав шутра апат каяшӗшӗн тӳлемелли виҫе те. Саккунӗ вӑя ӑна пичетленӗ хыҫҫӑн кӗрӗ. Ҫӗнӗ саккуна апат-ҫимӗҫе ытлашши тӑкакланипе кӗрешес тӗллевпе йышӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра Китай хулисенче кашни кун 50 тонна апат-ҫимӗҫ каяшӗ пулса пырать. Халӑх представителӗсен Пӗтӗм Китай пухӑвӗнче (Патшалӑх Думин аналогӗ) пӗлтернӗ даннӑйсем тӑрӑх, Китай хулисенче ҫулсерен пурӗ 18 миллиард килограмм апат-ҫимӗҫ тӑкакланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |