Пӑтӑрмахсем
![]() otr-online.ru сайтри сӑн Шупашкарта арҫын чӳречерен тухса укнӗ. Шел те, вӑл вилмеллех суранланнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтереҫҫӗ. Ку инкек ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пулнӑ. Хевеш урамӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн 5-мӗш хутӗнчен арҫын тухса ӳкнӗ. Инкек вырӑнне полицейскисем, следовательсем ҫитнӗ. Арҫын 40 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Кун хыҫҫӑн тин арҫын мӗншӗн тухса ӳкнине палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() rueconomics.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗше пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, унта инвестици платформи пирки каланӑ. Хайхискер унта кӑтартнӑ каҫӑпа кайса регистрациленнӗ, унтан ун патне «сайт менеджерӗ» шӑнкӑравланӑ та ку ӗҫпе пулӑшма шантарнӑ. Ҫав хӗрарӑм каласа пынипе вӑл темиҫе кунра тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Тепӗр эрнерен хайхискер пӑшӑрханса ӳкнӗ те сайтран укҫине кӑларма шутланӑ. Анчах ку ӗҫе вӑл пурнӑҫлайман. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2 миллион та 175 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейус ҫул тухӗ. Вӑл хула урамӗсемпе ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен ҫӳрӗ. Троллейбус 1-мӗш маршрутпа кайӗ. Троллейбусри кондуктор ҫар тумӗпе пулӗ, салонра вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ кӗвӗ янӑрӗ. Билет хакӗ ахаль троллейбусри пекех пулӗ. Ку маршрут buscheb.ru картта ҫинче «р» саспалли пек курӑнӗ. Палӑртмалла: ЗИУ-5 тролейбуса 1964 ҫулта кӑларнӑ, халӗ вӑл пысӑк уявсенче ҫеҫ ҫула тухать. Ҫӗнӗ ҫулта унпа Хӗл Мучипе Юр пике ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() krasnoyarsk.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене Вӑрмар районӗнчи хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта мина хунӑ тесе сисчӗвлентерекен тупӑннӑ. Пакунлисем вырӑна тухса кайнӑ. Ҫурта сирпӗтекен хатӗр тупӑнман. Шӑнкӑравлакан ҫынна та пӑтӑрмах хыҫҫӑн шырама пикеннӗ. Суякан ҫын редакцире ӗҫлекен хӗрарӑмӑн мӑшӑрӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл арӑмне кӗвӗҫнӗ, киле хӑвӑртрах таврӑнтӑр тесе ҫурта сирпӗтӗҫ тесе хӑратас тенӗ. 37 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисен тӗлне унччен те леккеленӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ӳсӗр пуҫпа вӑл темиҫе те ҫакланнӑ. Пӗринче тата арӑмӗ хӗнет тесе йӗрке хуралҫисене суйса шӑнкӑравланӑ. Ҫуртра мина хунӑ тесе суйнӑшӑн ӑна 200 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама е ирӗкрен виҫ ҫул таран хӑтарма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянтанпа — ҫӗнӗ пресс-секретарь. Хушӑва республика ертӳҫи хӑй алӑ пуснӑ. Пресс-секретарь пулма Борис Краснова ҫирӗплетнӗ. Вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ. Маларах вӑл Росреестр ертӳҫин пулӑшуҫинче, Ингушети пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи-канашҫинче, «Опора России» (чӑв. Раҫҫей тӗрекӗ) президент организацийӗнче пресс-секретарьте ӗҫленӗ. Борис Краснов РФ Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службине те ертсы пынӑ, «Химпромра» та, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче те тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ecokygesi.ru сайтри сӑн Ӗнер Кӳкеҫ поселокӗнче 10 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Вӑл урама уҫӑлма тухса кайнӑ та таврӑнман. Арҫын ача киле таврӑнманни пирки ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре хыпар пулнӑ. Паян лайӑх хыпар ҫитнӗ. 10 сехет те 50 минутра арҫын ачана тупнӑ. Ӑна 45 ҫын шыранӑ. Вӗсенчен 10-шӗ – поселокри ҫынсем, ашшӗ-амӑшӗн хуйхинчен айккинче юлманнисем. Вӗсем арҫын ачана поселок ҫывӑхӗнчи вӑрманта, ҫывӑхри вырӑнсенче шыранӑ. Ҫухалнӑ хыҫҫӑн ирхине ачана Шупашкарта курнӑ. Ӑна пӗр хӗрарӑм Кӳкеҫе хӑйӗн машинипе леҫсе янӑ. Анчах арҫын ача хӑйне лавкка умӗнче хӑварма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн та вӑл киле кайман-мӗн, поселокра ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта пурӑнакан Перепелкин Сергей Станиславович ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна халӗ те шыраҫҫӗ. Арҫын тӑванӗн хваттерӗнчен кайнӑ. Унӑн ун чухне тусӗсемпе тӗл пулмалла пулнӑ. Анчах тӑванӗсем вӑл кампа тӗл пулнине пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем ӑна малтан хӑйсем шыранӑ. Анчах тупайман, ҫавӑнпа ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Хӑй Сергей Перепелкин Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тухса кайнӑ кун вӑл хура ветровка, хӗрлӗ кроссовка, спорт шӑлаварӗ тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Виктор Чугаров режиссёр «Чӑваш чӗлхи» фильм ӳкернине, ӑна Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтлассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ пулӑм пирки Чӑваш Ен патшалӑх телекуравӗнче кун пирки Алексей Енейкин тележурналист ҫакӑн пек каласа кӑтартнӑ: «Тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан чӑвашсем, вӗсемпе пӗрле ытти халӑх ҫыннисем те пирӗн тӑван чӗлхепе пуплеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ ҫӗнӗ фильмӑн пурне те тыткӑнлакан хӑйне евӗрлӗхӗ. Виктор Чугаров режиссер хӑйӗн умне калама ҫук пысӑк тӗллев лартнӑ — кино ӑсталӑхӗ урлӑ майӗпен манӑҫа тухса пыракан тӑван сӑмахлӑха тӗнче шайӗнче ҫӗклес тенӗ. Ҫак ӗҫе вӑл хӑйӗнчен пуҫланӑ. Хулара ҫуралса ӳснӗскер иртнӗ ҫулсенче тӑрӑшсах чӑвашла калаҫма вӗреннӗ. Унтан республикӑра вырӑс чӗлхине тӗпе хурса ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван пуплеве явӑҫтарма шут тытнӑ. Ырӑ пуҫарӑва аслисем те хаваспах хутшӑннӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Кӑҫал иртекен машина куҫарӑвӗн пӗтӗм тӗнчери конференцине чӑваш чӗлхи те хутшӑнӗ. Вӑл Пунта Канӑра (Доминикан Республики) чӳк уйӑхӗнче иртӗ. Конференцине хутшӑнас текенсен утӑ уйӑхӗн 15-мӗшччен хӑйсен моделӗсене ярса памалла (утӑн 23-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ). WMT (Машшин куҫарӑвӗн пӗтӗм тӗнчери семинарӗ) — машшин куҫарӑвне аталантарас енӗпе иртекен чи паллӑ пӗтӗм тӗнчери конференци. Ӑна XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнченех ирттереҫҫӗ. Кунта пӗтӗм тӗнчери чи вӑйлӑ ушкӑнсем пухӑнаҫҫӗ — университетсенчен, Google, Microsift, Facebook йышши пысӑк компанисенчен. Кӑҫалхи конференцине Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ те хутшӑнать. Лаборатори ертӳҫи Николай Плотников каласа панӑ тӑрӑх, конференцие хутшӑннӑ май вӗсем хӑйсен корпусӗсемпе, сӑмахсарӗсемпе тивӗҫтерӗҫ. «Ҫак конференцие хутшӑннӑ май эпир тӗнчери ӑсчахсем чӑваш чӗлхипе ытларах кӑсӑкланасса, чӑвашла машшин куҫарӑвӑн пахалӑхӗ ӳсессе шанатпӑр. Ҫавӑн пекех ун хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи пысӑк машшин куҫаруҫисене те, сӑмахран, Google-ӑнне, Promt-ӑнна, хушӑнӗҫ тесе шутлатпӑр. Малашне ку куҫарупа ҫыхӑннӑ ытти хатӗрсемшӗн те усӑллӑ пулӗ: сасӑпа пулӑшакансене, шырав системисене, сӗнӳ тытӑмӗсене тата ыттисене те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче Екатеринбургри ачасем пулнӑ. Вӗсем — арҫын ачасемпе яшсен «Созведие» ансамбльне ҫӳрекенскерсем. Асӑннӑ ушкӑн – пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ тата дипломанчӗ пулнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен тӗп хулинчи ҫак хӑйне евӗр музейпа кӑмӑлтан тата кӑсӑклансах паллашнӑ. Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, чи кӑмӑлли тата хавасланмалли вара урӑххи. Арҫын ачасемпе яшсем чӑвашла юрласа савӑнтарни. Кун пирки Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музей директорӗ Альберт Сергеев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче хыпарланӑ, ҫавна ҫирӗплетсе видкео вырнаҫтарнӑ. Ачасем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрра шӑрантарнӑ. «Чӳречине яри те уҫса ярар Итлемешкӗн сарӑ кайӑк, ай, юррине, Итлемешкӗн сарӑ кайӑк, ай, юррине. Атя уҫса яр, умне пырса лар, Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар, Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар» — янӑратнӑ Екатеринбургри арҫын ачасемпе яшсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |