Ҫурт-йӗр
![]() Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑшӑ районӗнчи тӳе-шара тӑлӑха хӑтсӑр ҫурт панӑ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн прокуратура Шӑмӑршӑ районӗн администрацине асӑрхаттарса хут ҫырса янӑ. Прокуатура тӗрӗсленӗ май ҫакна палӑртнӑ: тӑлӑх валли тесе уйӑрнӑ ҫуртра санузел пулман, сивӗ тата ӑшӑ шыв та ҫук. Чи кӑсӑкли — килӗшӳре ҫав япаласем пур тесе кӑтартнӑ. Надзор органӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе хут ҫырнӑ, унта вӑл кӑлтӑксене пӗтерме хушнӑ. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксем пирки материалсене следстви органӗсене ярса парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа калӑпӑшлӑ кӗнеке экспозицйӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ вилӗмсӗр Иван Яковлевпа тӳремӗнех ҫыхӑннӑ. Вӑл тата унпа пӗр шухӑшлӑ хастарсем 1871 ҫулта чӑваш алфавитне йӗркеленӗ. Ӑна тӑван чӗлхемӗрте пур сасӑсене шута илсе хатӗрленӗ. Вулавӑшра йӗркеленӗ курав алфавит тата чӑваш букварӗ тӗрлӗ тапхӑрта епле аталанса пынипе, ҫав ӗҫе тӳпе хывнисемпе паллаштарӗ; ҫулсем иртнӗҫемӗн чӑваш чӗлхи вырӑс тата ытти чӗлхерен кӗнӗ сӑмахсемпе пуянланса пыни ҫинчен те каласа кӑтартӗ. Курава вулӑвӑш ӗҫченӗсем тата Олег Улангин художник пӗрле пулса хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре вакцинаци тумалли тепӗр 30 пункт уҫасшӑн. Ҫапла майпа прививка тӑвас ӗҫе хӑвартлатасшӑн. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ. Хальлӗхе республикӑра 51 пунктра кӑшӑлвирусран прививка тума пулать. Ҫавӑн пекех ултӑ мобильлӗ пункт тата 10 мобильлӗ бригада ӗҫлеҫҫӗ. Ырантан тепӗр 30 пункт уҫма палӑртнӑ. Ҫапла майпа пӗтӗмпе 81 пункт пулӗ. Ҫак кунсенче Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 10200 дози ҫитмелле. Ку таранччен 83154 доза илсе килнӗ. 59443 ҫын прививка тума ӗлкӗрнӗ. Вӗсенчен 31728-шӗ – 60 ҫултан иртнисем. 36884 пациент вакцинӑн икӗ компонентне те тутарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
(Ҫулталӑкра пӗрре килекен Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн калани) Чи малтанхи сӑмахшӑн – тав! Тавах! П. Хусанкай. Ҫуралнӑ ҫӗр-шывра. Хальхи тӑкӑс та пирчевлӗ пурнӑҫ саманчӗ: чӗлхемӗр ҫухаласси Пире Тивмен пек, таҫта аякра пулса пынӑ пек туйӑнать. Л. Пӑртас.
Ялан телей пӗрчисене тӗрлӗ енчен асамлӑн ҫупӑрласа кӗтекен Этем Чунӗ-Кӑмӑлӗ — ирӗклӗхпе тулса ларнӑ пирӗн космос-галактика пекех — вӗҫӗ-хӗррисӗр. Ҫав шутласа илейми вӗҫсӗрлӗхре чӑвашлӑхӑн авалтанах килекен масмаклӑ-чӗнтӗрлӗ арки ҫине тараватлӑн ҫырса хунисем, пулнӑ шухӑшӑмӑрсене татах та малалла кармаштараҫҫӗ, пин-пин ҫӑлтӑрсем шӑтӑкланӑ тӳпере тӗппипех иртсе кайман астӑвӑм шӑплӑхӗпе пӗлсе усӑ курса, малалла хастарланса-патварланса утма хистекен хамӑрӑн ҫутӑ тивлет пулмаллине куллен аса илтереҫҫӗ, «Эх, мӗн ма юрататӑп-ши эпӗ тӑван халӑха? Чӗлхи, чӗлхи-ҫке эмел...» – тенӗччӗ Г.Н. Волков. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ — чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун. |
Персона
![]() Марина Каяргина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Виктор Аванмарт скульптор 60 ҫул тултарнӑ. Ӑна виҫӗмкун Марина Карягина тележурналист, режиссёр, сценарист Фейсбукра саламласа ҫырнӑ. Аса илтерер: Виктор Аванмарт — чӑваш наци юхӑмӗн 90-мӗш ҫулӗсенчи хастарӗ. 1989 ҫулта вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ. Виктор Аванмарта халӗ художник тата скульптор евӗр пӗлеҫҫӗ. Унӑн хушма ячӗн пӗлтерӗшне тавҫӑрма йывӑр мар: аван + мар + арт (ӳнер). Сӑмах май каласан, Виктор Аванмарт лайӑх ӗҫсемшӗн ҫулсерен аван-преми (йывӑҫран хатӗрленӗ скульптура) параканччӗ, айванлӑхшӑн — карикатура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 643 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Малтан ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ҫавскер хӗрарӑмӑн банки картти ҫинчен такамсем укҫа вӑрлама хӑтланнине ӗнентернӗ, ултавҫӑсене тытса чарма пулӑшма ыйтнӑ. Кайран тата тепӗр ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе прокуратура ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи этем хӗрарӑма мӗнпур укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Каланӑ — тунӑ: 29-ти хӗрарӑм 188 пин тенке куҫарса та панӑ. Ултавҫӑсем унпах ҫырлахман-ха. Хӗрарӑма 455 пин тенкӗлӗх кредит илме ыйтнӑ. Ӑна та хӗрарӑм паллӑ мар счет ҫине ӑсатнӑ. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине хӗрарӑм виҫӗ кунтан ҫеҫ ӑнланса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() togliatti24.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне републикӑра 23538 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 21488-шӗ сывалнӑ. Ку 91,1 процентпа танлашать. Шел те, каварлӑ вируса пула кашни кунах ҫынсем вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 1314 ҫын чире парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 48 ҫын чирленӗ, 39 ҫын сывалнӑ. Ҫапла, чирлекенсем кӑшт нумайланса пыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 781 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвирусран прививка тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() agrarian.council.gov.ru сайтри сӑн Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, халӗ ҫӗршыв сенаторӗ, Федераци Канашӗн элчи Николай Федоров пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Вӑл деклараци тӑратнӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Федоров пӗлтӗр 6502875 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн мӑшӑрӗ вара – 793839 тенкӗ. 2019 ҫулпа танлаштарсан, Николай Федоров ҫавӑн чухлех ӗҫлесе илнӗ. Сенаторӑн харпӑрлӑхӗнче 265 тӑваткал метрлӗ хваттер пур, арӑмӗн – виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, пурӑнмалли икӗ ҫурт, виҫӗ хваттер. Кунсӑр пуҫне экс-президент хваттерпе, дачӑпа, «ГАЗ М-21» машинӑпа усӑ курать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар хулинче уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ҫуннӑ. Инкек кӗҫӗр пулнӑ. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗрне халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Шар курнӑ пӳртсем Амӑшӗн палӑкӗ хыҫӗнчи тӑвайккинче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем – Герцен урамӗнче . Вут-ҫулӑм паян ирхи пӗр сехет тӗлӗсенче алхасма тытӑннӑ. «Малтан пӗр ҫурт хыпса илчӗ. Ӑна сӳнтернӗ вӑхӑтра иккӗмӗш ҫунма тытӑнчӗ, вӑл пачах тепӗр вырӑнта лараканскерччӗ. Ҫавна май такам чӗртсе яман-ши тесе шухӑшлама май пур», – тенӗ МИХа халӑх корреспонденчӗ. Асӑннӑ ҫуртсенче никам та пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсенче газ та, ҫутӑ та пулман. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() nerulife.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртран ача ӳкни пирки, ӑна ҫав вӑхӑтра ҫывӑхра пулнӑ ҫын алли ҫине тытни ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ.. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм 27 ҫулта. Ун тӗлӗшпе малтан амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламнашӑн протокол ҫырнӑ. Ача ӳкнӗ вӑхӑтра вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе пӗрле хӑнара пулнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтерер: ача 5-мӗш хутран арҫын алли ҫине, унтан ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана реанимацирен ахаль палатӑна куҫарнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |