Пӑтӑрмахсем
![]() vk.com/urmary_online сайтри сӑн Вӑрмарта ӗнер тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар каҫхи 10 сехетре пулнӑ. Халӗ вӑл мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫурт Совет урамӗнче пулнӑ. Поселокри ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, пушар электропралукран тухма пултарнӑ. Тепӗр верси – чӗртсе яни. Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче вара харпӑр ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче карта ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна чӗртсе яма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Красноармейски районӗ муниципалитет округӗ пулӗ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗ те ҫавнашкалах статуса йышӑнӗ. Ҫак икӗ района сӑнав проектне кӗртнӗ. Малашне ыттисенче те ҫавнашкал округ туса хурасшӑн. Ҫапла йышӑннӑ ЧР Патшалӑх Канашӗ ларура. Ҫӗмӗрле районне 11 ял тӑрӑхӗ кӗрет. Вӗсене юридици сӑпачӗ пек пӗтерӗҫ те полномочисем район ҫине тиенӗҫ. Ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗсенчи депутатсем пулмӗҫ, районтисем ҫеҫ юлӗҫ. Сӑмах май, Красноармейски районӗ муниципалитет округӗ тӑвас ыйтупа хӑй тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри налукҫӑсем Шупашкар районӗнчи Пархикассинче регистрациленнӗ «Пучах» хуҫалӑха (ертӳҫи — Валерий Осипов) панкрута кӑларас тенӗ. Анчах суд апла тума килӗшмен. Федерацин налук службин республикӑри ӗҫченӗсем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Унта Шупашкар районӗнчи «Пучах» ял хуҫалӑх производство кооперативне — колхоза панкрута кӑларма ыйтнӑ. Хуҫалӑх хысна умӗнчи тӳлевсемпе 866,8 пин тенкӗ парӑм пухнӑ, ҫав шутран тӗп парӑм виҫи — 616 пин тенкӗ, ытти — пеня тата штраф. Маларах асӑннӑ виҫерен виҫӗ уйӑх ытла тӳлемен парӑм виҫи 300 пин тенке яхӑнпа танлашнӑ. Суд ӑнлантарнӑ тӑрӑх, виҫӗ уйӑх ытла тӳлемен парӑм 300 пинрен иртсен ҫеҫ панкрута кӑларма пулать, ҫавӑнпа «Пучаха» хальлӗхе панкрута кӑларман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() 2gis.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тата тепӗр спорт шкулӗ уҫӑлӗ. «11-мӗш спорт шкулӗ» бюджет учрежденийӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин спорт енӗпе пӗрлештернӗ командисем валли спорт резервӗ хатӗрлессишӗн яваплӑ пулӗ. Ҫӗнӗ шкула уҫассишӗн республикӑн Спорт министерствипе Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви яваплӑ. Вӗсен йӗркелӳпе право ыйтӑвӗсене татса памалла. 11-мӗш спорт шкулне уҫасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫӗнӗ учреждени туса хунӑ. Ку йышӑнӑва ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. «Чӑваш Республикин закупкӑсен регионти центрӗ» хысна учрежденийӗн штачӗ 48 единицӑран тӑрӗ. Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ предприятин тӗллевӗ — патшалӑх тата муниципалитет валли тавар туянма пулӑшасси, пулӑшу кӳрекенсемпе ӗҫ пурнӑҫлакансене шыраса тупасси. Тепӗр майлӑ каласан, контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлесе пырасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнчи Атратьри психоневрологи интерначӗн ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хысна учрежденийӗ шутланакан психоневрологи интерначӗ ӳлӗмрен интернат-ҫурт пулӗ. Ҫапла вара «психоневрологи» сӑмаха кӑларса пӑрахнӑ. Интернат-ҫуртра 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе 60 ҫултан аслӑрах арҫынсем тата 18 ҫултан аслӑрах I тата II ушкӑнри инвалидсем пурӑнӗҫ. «Атратьри интернат-ҫурт» хысна учрежденийӗн учредителӗ — Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне уявлаҫҫӗ. «Ҫак уяв ячӗпе Шупашкарти Ҫeҫпӗл Мишши музейне парне ҫитрӗ», — хыпарланӑ асӑннӑ учреждени ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерий Краснов ӳнерҫӗ хӑйӗн «Ҫӑл умӗнче» картинине парнеленӗ. Ӳнерҫӗ Елчӗк тӑрӑхӗнчи Килтӗшре авал юрланӑ вӑйӑ юррине итлени ҫинчен каласа панӑ, ҫaв юрра юрласа парнелене́. «Картина Чӑваш наци музейӗнче упранӗ, куравсенче хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупӗ», — тесе пӗлтернӗ Антонина Андреева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницинче иккӗленӳллӗ япала тупнӑ та вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра унта кам пулнӑ – пурне те эвакуациленӗ. Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ пульницӑн администраци ҫуртӗнче 3-мӗш хутра темӗнле япала выртнине асӑрханӑ. «Граната тупнӑ терӗҫ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Вырӑна полици ӗҫченӗсем, ҫӑлавҫӑсем, пушарнӑйсем килнӗ. Йӗрке хуралҫисем пульницӑна тӗрӗсленӗ. Юрать-ха, чӑн-чӑн граната тупман. Вӑл страйкбол вылямалли граната ҫеҫ пулнӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫынсене каялла кӗме ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркашра 71 ҫулти арҫын 5 ҫулти ачана машинӑпа таптанӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 17 сехетре Коммуналлӑ урам картишӗнче пулса иртнӗ. 5 ҫулхи хӗрачапа кукашшӗ (тен, аслашшӗ-тӗр. Вырӑсла «дедушка» тесе ҫырнӑ) ача пахчинчен таврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ача ҫине «ГАЗ-2752» автомобиль пырса кӗнӗ. Унӑн рулӗ умӗнче 71 ҫулти арҫын пулнӑ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Микроавтобус водителӗ инкек вӑхӑтӗнче урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче пурӑнакан арӑмӗпе упӑшки икӗ панулмипе сигарет вӑрланӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗр мӑшӑр пӗлӗшӗ патне эрех шыраса пырса кӗнӗ. Алӑк уҫакан пулманран вӗсем чӳречене тимӗр кӗреҫепе ҫапса ватнӑ та ют киле кӗрсе тӑнӑ. Кил хуҫисен вӑрламалӑх пурлӑх тупӑнман темелле. Анчах вӑрӑсем мӗн пуррипе ҫырлахнӑ: икӗ панулми, 200 грамм спирт, пӗр пачка сигарет тата 168 тенкӗ укҫана йӑтса тухса кайнӑ. Тӑкакӑн пӗтӗмӗшле виҫи — 268 тенкӗ. Ют киле ушкӑнпа пырса кӗнӗшӗн суд арҫынна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарнӑ, хӗрарӑма — 9 уйӑхлӑха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |