Республикӑра
![]() my-kanash.ru сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ ҫитес вӑхӑтра районсенчи штата чакарассине пӗлтернӗ. Шӑмӑршӑра, Елчӗкре, Элӗкре, Тӑвайра, Сӗнтӗрвӑрринче, Вӑрмарта, Красноармейскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Етӗрнере тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрте территорири ӗҫ вырӑнӗсене пӗтерӗҫ. Ҫапла вара пулӑшу илме малашне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Канашри, Патӑрьелти, Муркашри тата ытти ҫӗрти районсем хушшинчи инспекцисене кайма тивӗ. Налукҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, штата чакарас юхӑм Мускавранах килет. Прогреса чараймӑн, компьютерсем ҫынсене хӗссе кӑлараҫҫӗ. Налук тӳлекенсем чылай ыйтӑва хӑйсен уйрӑм пӳлӗмӗсем урлӑ татса параяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ntv.ru сайтри сӑн Элӗк районӗнчи Мартынкассинчи реабилитаци центрне вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Вӑл – «Ирӗклӗх» реабилитаци центрӗн филиалӗ. Прокуратура тӗрӗслеме пынӑ чухне унта эрехпе, наркотикпе туслӑ 14 ҫын сипленнӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, филиала уҫнӑ чухне пурӑнмалли ҫурта пурӑнмалли мар категорие куҫарман. Кунсӑр пуҫне пӗрремӗш хутри коридорта тата унти ӗҫченсен пӳлӗмӗнче электропралуксене изоляци туман. Эвакуаци ҫулӗ ҫинче сӗтел-пукан ларнӑ, картлашка айӗнче ҫунакан метариалсем тата япаласем упраннӑ. Тепӗр хутчен тӗрӗслеме килсен прокуратурӑна каллех тивӗҫтермен: пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Ҫавна май ведомство филиала вӑхӑтлӑха хупма суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче чӑваш спектакльне кӑтартӗҫ. Хусана К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» спектакльпе тухса кайӗ. Ӑна Александр Пӑртта драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ. Чӑваш спектакльне Хусанта кӑтартма пулӑшассишӗн асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗ Константин Малышев тӑрӑшать. Спектакле синхронлӑ мелпе вырӑслана куҫарӗҫ. Апла пулсан ӑна чӑвашсем ҫеҫ мар мар, ытти халӑх ҫыннисем те пырса курайӗҫ. Спектакль ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 19.00 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Етӗрне районӗнчи Атликасси ялӗнче пурӑнакан арҫын пушарта сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ та пульницӑна лекнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Пушар ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ӗнер, ирхи 3 сехет ҫурӑра пулнӑ. Атликассинче пурӑнакан 88 ҫулти арҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Унӑн холодильникӗ ҫунса кайнӑ. Ҫавӑн пекех кухньӑри отделка сиенленнӗ. Кил хуҫи сӗрӗмпе наркӑмашланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарта харпӑр ҫурт путвалӗнче ҫын виллине тупнӑ. 59 ҫулти арҫынна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ пулнӑран Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна тума пултарнӑ 66-ри арҫынна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ ҫапларах: вӑл, вӗлернӗ арҫыннӑн пиччӗшӗ, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӳсӗр пулнӑ, шӑллӗ патне кайнӑ. Пӗртӑвансем хирӗҫсе кайнӑ. Пиччӗшӗ шӑллӗне кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен 80 хут ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Арҫын вилене путвала пенӗ те хӑй тухса кайнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна часах тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркашри фельдшер Алевтина Павлова Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Хӗвел ҫинче ҫынсем анранӑ тӗслӗхсем те нумайланнӑ. Юрать, унашкаллисене вӑхӑтра пулӑшу парса пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркашра 64 ҫулти хӗрарӑм хӗвел ҫинче чылай вӑхӑт пулнӑ та ӑна япӑх пулса кайнӑ, тӑнне ҫухатнӑ. Иртен-ҫӳрен ҫакна курсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем пӗрремӗш пулӑшу парсан пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе республикӑра хӗвел ҫинче шар курнӑ тӑватӑ ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Астӑвӑр: ҫынна хӗвел ҫинче япӑх пулса кайсан ӑна сулхӑна илсе каймалла, шыв нумай ӗҫтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Григорий Пыхтеев художник леш тӗнчене ӑсаннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Художниксен союзӗ паян Фейсбукра пӗлтернӗ. Григорий Анатольевич 1949 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Узбекистанри Фергана хулинче ҫуралнӑ. Шупашкарта 1952 ҫултанпа пурӑнать. 1978 ҫулта вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1980 ҫултанпа регион тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ курава тӑтӑшах хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршывсенчи уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енри вӑрмансене сыхлама тӑхӑр грузовик туяннӑ. Ку тӗллевпе хыснаран 27,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. ГАЗ САДКО НЕКСТ йывӑр тиевлӗ машинӑсен кабинине 7 ҫын вырнаҫать. Вӑл ҫӳреме йывӑр вырӑна та кӗреет. Кузовне тент витнӗ. Машинӑсене «Вӑрмансене упра» федераци проекчӗн «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Каярахпа грузовиксене пушар сӳнтермелли хатӗр-хӗтӗрпе, шыв тултармалли хатӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Вӗсем, ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрмансене сыхлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнертен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗччен Шупашкарти Тӗп пасарта кӑшӑлвирусран вакцинаци тума пулать. Тухтӑрсем 11-17 сехетсенче ӗҫлеҫҫӗ. Ку ӗҫе Хулари тӗп пульница специалисчӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. 18 ҫултан иртнӗ кирек мӗнле ҫын та прививка тӑваять. Ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. Хулари тӗп пульницӑра та кунсерен вакцинаци тӑваҫҫӗ. Вӑл Ленин проспектӗнчи 1-мӗш тата 12-мӗш ҫуртсенче, Ҫырла тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-45-63, 26-00-33, 23-46-69, 35-03-55. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Вӑл — «Чӑваш халӑх тумӗ : этнографи словарӗ» ятлӑ. Ҫав кӑларӑм авторӗ — Наталия Захарова-Кульева. Кӗнеке чӑваш халӑх тумӗпе, эрешӗсемпе, урана тӑхӑнмаллипе тата ытти ҫавӑн пек пуянлӑхпа паллаштаракан материалтан тӑрать. Пуян эткерлӗхе пухса хатӗрлессишӗн автор 15 ҫул тӑрӑшнӑ. Кӑларӑма Чӑваш кӗнеке издательствинче 2017 ҫултах кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекен умсӑмахӗнче чӑваш тумӗн терминӗсене тӗпченипе паллаштарнӑ. Словарь тытӑмӗ тематикине кура 10 пайран тӑрать. Терминсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |