Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Тӗп суйлав комиссийӗнчен илнӗ тав сӑмахӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.09.2021 13:48 | 3547 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Политика

Виҫӗмкун ман почта ешчӗкне (хальхи орфографи ҫапла ҫырма хистет) ҫыру ҫитерчӗҫ. Мӗн амакӗ-ши? тесе урама тухса илтӗм. Кам янине пӑхрӑм та: Чӑваш Республикин тӗп суйлав комиссинчен иккен!

Суйлав умӗн эп вырӑнти суйлав комиссийӗн ӗҫне тиркесе статья кӑларнӑччӗ. Унта асӑннӑччӗ ӗнтӗ: хурав пулсан пӗлтеретӗп тесе. Хамӑн ҫырӑва электронлӑ почтӑпа янӑччӗ те хуравне те унтах кӗтнӗччӗ. Эрне иртсе кайрӗ, хурав килмерӗ... Хуравламӗҫ ӗнтӗ тесе шанчӑка та ҫухатнӑччӗ. Ак, хайхи, хуравӗ килчӗ пулать. Конверт шеллемен, «Раҫҫей Почтипех» янӑ.

Тӗрӗссипе хурав ҫав кунах пулнӑччӗ. Хамӑр вырӑнти комиссинчен хӗрарӑм шӑнкӑравларӗ, вӑл комисси пайташӗ иккен, анчах ятне-хушаматне каламарӗ. Эп калаҫнӑ майра чӑвашла пӗлмест терӗ, ҫавна май ӑна каҫарма ыйтрӗ. Тата ӗнтӗ суйлав вырӑнӗ хальхинче улшӑнни пирки вырӑсла ӑнланмаллах ҫырнӑ-и тесе ыйтрӗ. «Вырӑсла ӑнланмаллах ҫырнӑ-ха, — тетӗп, — анчах сӑмахӗ ун пирки мар вӗт-ха, патшалӑх чӗлхипе усӑ курасси пирки». Хайхи ӗнтӗ, ку суйлавҫӑ ӑҫта килмеллине пӗлет тесе хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипех тунӑ тесе лӑпланчӗҫ пулас. Суйлав комисси председателӗ калаҫура мана хӑйех ҫав хута чӑвашла куҫарса парса ман пата ҫитерсех паратӑп тесе шантарчӗ-ха, анчах ун сӑмахӗ ҫур пус та тӑмасть пулас. Кӗтрӗм-кӗтрӗм... чӑвашла хута килсе памарӗ. Ни хӑй килмерӗ, ни тепӗр ҫынна ямарӗ. Тӗрӗссипе хам та ӗнтӗ, сӑмаха тытмарӑм. Чӑвашла хута илсе килсе памасан малтанхи пекех Ҫатра-Лапсар шкулне лӑпӑстатса кайӑп тесе каланӑччӗ те, каймарӑм. Хамӑн тивӗҫе вӗсем пӗлтернӗ вырӑнах кайса пурнӑҫларӑм.

Юрӗ, халь ӗнтӗ Тӗп суйлав комиссинчен илнӗ ҫыру патне таврӑнар. Игорь Михайлов ачи пит лайӑх ӗнтӗ, анчах тӳре-шара тивӗҫне пурнӑҫланӑ май ҫавах ҫав картран тухаймасть — «отписка» текеннине пит лайӑх хатӗрленӗ. Чи малтанах, тав сӑмахӗ калама та манман.

Суйлав вӑхӑтӗнче чӑваш чӗлхипе усӑ курни пирки хуравлать-ха ӗнтӗ, анчах ҫавах та вырӑслипе танлаштарсан калӑпӑшӗ ытла та пӗчӗк-ҫке! Пӗр чӑваш сӑмахӗ тӗлне пӗр миллион вырӑс сӑмахӗ лекет-ҫке. Бюллетеньсен пуҫелӗкне чӑвашла куҫарнине суйлава кайсан хам та куртӑм — куншӑн ырлатӑп. Тахӑш ҫулхине, суйлавӗ федераци шайӗнчискер тесе, чӑваш чӗлхипе усӑ курманччӗ (тӗрӗсрех каласан, вырӑсларан чӑвашла куҫарманччӗ)* пулас.

Ку ҫырури чи кӑсӑкли вара юлашки пуплевӗш (хӑнӑхсах ҫитменнисем валли — предложени). Хӑш-пӗр кӑнтӑр районсенче (шел, пуринче те мар) ертӳҫӗсем чӑвашла вӗренӳ семинарӗсем ирттереҫҫӗ иккен. Ку ӗнтӗ мана те савӑнтармалла, те тӑван чӗлхепе туллин усӑ курас килсен ҫав кӑнтӑр районсене куҫса кай тенине пӗлтерет... Кӑнтӑрти районсенче (ҫыру авторӗ калашле, хӑш-пӗрисенче) ку тарана ҫитсе те чӑвашла манса кайманни савӑнтарать-ха, анчах ман хамӑн тӑрӑхрах ҫавнашкаллине курас килет.

 

Хурав панӑшӑн тав туса,

хуравлама конвертне, ҫитерме укҫи-тенкине шеллеменшӗн ырласа

«Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай Плотников

 

----------

* «Усӑ курнипе» «Куҫарни» хушшинче уйрӑмлӑх ытла пысӑк. Ҫакӑн пирки манмалла мар. Калӑпӑр ку статьяра эп чӑваш чӗлхипе усӑ куратӑп, вырӑсларан куҫармастӑп.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #Шупашкар районӗ, #политика, #ҫырусем, #суйлавсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4091.56.5918
2021.10.01 11:42
Agabazar
Пуплевĕш — беседка (калаçса лармалли вырăн)
2021.10.01 13:11
Аçтахар Плотников
Пуплевӗш — предложени. //Акапасар, кунта терминсем сӳтсе ямалли вырӑн мар!
Agabazar // 4091.56.5918
2021.10.01 17:40
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман
Agabazar // 4091.56.5918
2021.10.01 17:44
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман
Атнер // 3735.68.8773
2021.10.01 20:54
Юрать ха Тӗп суйлав комиссинче Патăрьел каччи Игорь Михайлов пур. Хуть те ăçта та чăвашла калаçат, чĕлхемере хисеплет.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.10.02 11:26
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Евразиец // 1977.69.9930
2021.10.02 18:24
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9-мӗш пункт)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем