Тӗнчере
![]() IX ӗмӗрти чи авалхи патша ҫурчӗ Ӑсчахсем Аслӑ Британире 12 ӗмӗр каялла ҫын аллипе чавса тунӑ ҫӗр хӑвӑлне — авалхи пурӑнмалли вырӑна — тупнӑ. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе ӑна «ирӗксӗрлесе тунӑ ваттисен ҫурчӗ» пек ятарласа астултан кӑларса сирпӗтнӗ акӑлчан-саксони патши валли тунӑ. Акӑлчан-саксонин тӑххӑрмӗш ӗмӗрти пуҫлӑхӗн, ун умӗнхи икӗ патшана вӗлерсе Нортумбри астулне йышӑннӑскерӗн, Нортумбрири Эрдвульф патшан кун-ҫулӗнче, ҫак инҫетри ҫӗр хӑвӑлне ӑсатиччен хӑйне вӗлерме хӑтланни те, икӗ хутчен тронран хӑтарма хӑтланни те пулнӑ. Ҫиччӗмӗш, саккӑрмӗш тата тӑххӑрмӗш ӗмӗрсенче Англи сахалтан та ҫичӗ пысӑк патшалӑхран тӑнӑ, вӗсене 200 яхӑн патша ертсе пынӑ пулнӑ, вӗсенчен 16% вӗлернӗ, ҫавнашкал процентах ҫапӑҫура пуҫне хунӑ, 33% патнелле ирӗксӗрлемесӗр астула пушатнӑ. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кӑна влаҫран хӑйсен вилӗмӗпе кайнӑ. Пур патшалӑхра та еткерлӗх йӗркине тивӗҫлӗ шайра палӑртман пулнӑ — ҫавна пула вырӑнти дворян ҫемйисем влаҫшӑн ҫуннипе час-часах пӗр-пӗрне вӗлернӗ. Унсӑр пуҫне, лару-тӑрӑва тата ытларах йывӑрлатас тесе, хӑш-пӗр акӑлчан-саксони патшалӑхӗсем (тата ют ҫӗршыври политика пӗрлӗхӗсем) ҫак тупӑшупа усӑ курса хӑйсен витӗмне анлӑлатма тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() avchernov.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем те, вилекенсем те нумайланса пыраҫҫӗ. Кӑтартусем хӗллехине ҫывхараҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Юлашки талӑкра кӑшӑлвирус 4 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Ку таранччен 1628 ҫын ҫак вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Статистикӑна ӗненес тӗк, чирленӗ кашни 17-мӗш ҫын вилет. Паянхи кун тӗлне 28190 ҫын ҫак чирпе нушаланнӑ. Чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Юлашки талӑкра 63 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 60-ӑн пулнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 25728 ҫын вируса парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 834 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти пульницӑран пациент ҫухалнӑ. Вӑл неврологи уйрӑмӗнче сипленнӗ. 63 ҫулти арҫынна ҫав кун киле ямалла пулнӑ. Анчах 11-12 сехетсенче вӑл ҫуккине асӑрханӑ. Тӑванӗсем «Лиза Алерт» шырав отрядӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын психика тӗлӗшӗнчен сывах пулман, хӑй мӗн тунине ӑнланман. Пульница ҫумӗнче – вӑрман, ҫырма-ҫатра, никама кирлӗ мар дачӑсем. Ҫакӑ хӑратнӑ та тӑванӗсене, мӗншӗн тесен арҫын ӑҫта кайнине ӑнланмасть. Арҫынна ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 45 минутра тупнӑ. Автопатруль ӑна Шупашкарта асӑрханӑ. Ӑна тухтӑрсем каялла ҫав пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Жириновский архивӗнчи сӑн Владимир Жириновский ЧР Патшалӑх Канашне суйламнашкӑн кандидат пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайт пӗлтерет. Сӑмах май, ЛДПР партин председателӗ Владимир Жириновский унччен Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланма кандидат пулнӑччӗ. Хальхинче вӑл Патшалӑх Канашне суйланасшӑн. Ҫитес вӑхӑтра документсем Чӑваш Енри Тӗп суйлав комиссине ҫитӗҫ. Палӑртмалла: суйлав кӗркунне иртӗ, виҫӗ куна тӑсӑлӗ: авӑнӑн 17-мӗшӗнче пуҫласа 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Вӑл «Спутник V» вакцинӑна суйланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн организмӗнче антителӗсем пур, вӑл кӑшӑлвируспа чирлесе ирттернӗ. Чир ҫӑмӑллӑн иртнӗ, шала кайман. Администраци пуҫлӑхӗ республикӑра кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру ҫивӗчленнине пӗлтернӗ, ҫавна май массӑллӑ мероприятисем иртмеҫҫӗ, ҫӗнӗ чарусем йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Олимп, Паралимп, Сурдлимп вӑййисене хутшӑнса малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ спортсменсене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Преми виҫи виҫӗ хутчен ӳснӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Ылтӑн медальшӗн халӗ 1 млн мар, 3 млн тенкӗ параҫҫӗ. Кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ спортсменсене 1,2 млн тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Пӑхӑр медальшӗн 900 пин тенкӗ илейӗҫ. Вӗсен тренерӗсене ҫак премисен ҫуррине парӗҫ. Аса илтерер: Японири Токио хулинче иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисене Чӑваш Енрен Владислав Поляшов, Елена Герасимова, Сергей Козырев тата Анжелика Сидорова хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Ю.П. Сан кӗнекисем. Интернетран илнӗ (Юрий Сан ҫырнӑ «Упи каҫман ҫырминчен...» романӗ ҫинчен)
|
Ҫурт-йӗр
![]() 21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунӑ. Пушар утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑ. Вут-ҫулӑм хулари Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать) алхаснӑ. Пушара 19 сехет те 30 минутра сӳнтернӗ. Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем шар курман. Ҫуртра пурӑнакансенчен 56 ҫынна, ҫав шутра — 12 ачана, эвакуациленӗ. 15 ҫынна, ҫав шутра 2 ачана, пурӑнмалли вӑхӑтлӑх вырӑна вырнаҫтарнӑ, ыттисем тӑванӗсем патне кайнӑ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та ҫивиттие вӑраха ямасӑр юсама хушнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Унӑн номерӗ — 73-74-54. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра шывра путса вилекенсем нумай. Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче те инкек пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 35 ҫулти арҫын 35 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ушкӑнра унӑн тусӗсем пулнӑ. Хайхискер 14 сехетре шыва кӗме шутланӑ. Вӑл урӑ пулманни паллӑ. Ҫак арҫын пӗверен инҫех мар пурӑннӑ. Аса илтерер: Сӑрта 26-ри каччӑ путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗмерлере пурӑннӑ. Унӑн виллине халӗ те тупайман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виталий Миттов – паллӑ ҫӗр ӗҫченӗ, Анатолий Миттов художникӑн пултарулӑх эткерлӗхӗн управҫи – куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Геннадий Иванов-Орков хыпарланӑ тӑрӑх, Виталий Миттов пурне те вӑхӑт уйӑрма май тупнӑ – мӑшӑрне Софья Ивановнӑна, юлашки ҫулӗсене пиччӗшӗн Анатолий Ивановичӑн эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑ. Художникӑн шӑллӗпе ӳнерҫӗ 2012 ҫултанпа туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнӑ. Вӗсем иккӗшӗ Виталий Миттовӑн Канаш районӗнчи Сикассинчи килӗнче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Художникӑн архивӗнчи унччен усӑ курман докуменчӗсемпе паха ӗҫӗсене тӗпчесе тӗрлӗ курава илсе кайнӑ, пичетлесе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |