Чӑваш Енре Раҫҫейӗн спорт мастерӗсен шучӗ йышланнӑ. Ҫак йышра — пирӗн республикӑри тепӗр ҫичӗ спортсмен.
Раҫҫейӗн спорт мастерӗ ята спортӑн ултӑ енне суйласа илнӗ 7 маттур тивӗҫнӗ. Списокра — Виктория Жилина (ҫӑмӑл атлетика), Вероника Григорьева, Анастасия Чернова (мас-рестлинг), Никита Александров (самбо), Никита Васильев (спорт аэробики), Юлия Кириллова (спорт кӗрешӗвӗ), Ксения Пушкина (спорт гимнастики).
Алексей Германовпа Екатерина Алюнова спорт аэробики енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Тупӑшу Омск хулинче юпа уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче иртнӗ.
Алексейпа Екатерина Спорт аэробикин регионти председателӗ Оксана Дьячук патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Пирӗн ентешсем Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӗсем «Хутӑш мӑшӑр» категорире пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Халӗ Чӑваш Енри аэробистсен пысӑк ушкӑнӗ Казахстана, Алма-Атана, кайма хатӗрленет. Унта кӗҫех Пӗтӗм тӗнчери турнир иртӗ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре фитнес-аэробика енӗпе республика чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ ларту-тӑрура уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев тренерсемпе ашшӗ-амӑшне тав тунӑ. Спортӑн ҫак енӗ хуласенче кӑна мар, ялсенче те аталаннине кӑмӑлтан палӑртнӑ. Хӑйсен ӳт-пӗвӗпе хуҫаланакан ҫамрӑк ӑстасен пултарулӑхне палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ку спортпа аппаланас тесен, Элтепер шучӗпе, хӑюлӑх, ҫирӗп вӑй-хал кирлӗ. «Пирӗн спортсменсем ҫнтернишӗн эпир савӑнатпӑр. вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн хӗрсемпе каччӑсем пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнччӑр тесе влаҫ органӗсем енчен мӗн кирлине йӑлт тӑватпӑр», — ӗнентернӗ Михаил Васильевич. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ спорт комплексӗсем, спорт керменӗсем уҫма шантарнӑ.
Фитнес-аэробика енӗпе чемпионатпа первенство кӑҫалхипе республикӑра саккӑрмӗш хут иртнӗ. Унта 8 ҫултан пуҫласа аслӑраххисем таранах тӗрлӗ енпе: аэробика, степ-аэробика, хип-хоп-аэробика – ӑмӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра республикӑри спорт шкулӗсенче фитнес-аэробики енӗпе 4 уйрӑм уҫнӑ.
Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче «Спортлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика спартакиади иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫисем — ЧР Транспорт министерстви тата «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществи. Хальхинче спортсменсене Йӗпреҫ районӗ йышӑннӑ.
Ӑмӑртӑва республикӑри район-хуласенчи 26 команда — пӗтӗмпе 234 ҫын — хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем ишессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисӗнче, перессинче, шахматра, эстафетӑра тупӑшнӑ.
Спартакиада ҫӑмӑл атлетика турнирӗпе уҫӑлнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем 400 тата 200 метра чупассинче тупӑшнӑ. Кунта Комсомольски районӗнчи Галинӑпа Анатолий Давыдовсене ҫитекенни пулман. Ҫапах ҫак район команди ҫак тӗсре 3-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
Кун хыҫҫӑн спортсменсем вӑй-хал культурипе спорт комплексне кӗнӗ. 50 метра ишессинче Йӗпреҫ районӗнчи Владимир Васильев йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен йышӗнче Шупашкарти Фрида Кузнецова ҫӗнтернӗ. Шупашкар районӗнчи Людмила Федорова тата Шупашкарти Сергей Юрьев сӗтелҫи теннисӗнче ҫӗнтернӗ.
Хӗмленеҫҫӗ кӑна мар-ха, ҫап-ҫуттӑн ялкӑшаҫҫӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче Ӗпхӳ хулинче «Аэробика планети» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта Мускаври, Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи, Новосибирскпа Омскри тата ытти ҫӗртен маттур яшсемпе хӗрсем пухӑннӑ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче 30 спортсмен пулнӑ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен 5 номинаципе тупӑшма тивнӗ. Хӑйсен пултарулӑхне пӗчченшерӗн те, мӑшӑрпа та, виҫшерӗн те, ушкӑнпа та кӑтарнӑ. Юлашки ҫулсенче тата аэродэнс тата аэростеп текен енсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ 11 ылтӑн, 7 кӗмӗл, 3 пӑхӑр медале ҫӗнсе илнӗ. 15-17 ҫулсенчисем кунсӑр пуҫне пӗрремӗш вырӑна тухса Кубока тивӗҫнӗ, 9-11 ҫулсенчисем иккӗмӗш вырӑншӑн Кубокпа таврӑннӑ.
«Ӑмӑртӑвӑн чи лайӑх артибучӗ» Кубок та пулнӑ иккен. Ку вӑл судьясен хушшинче. Ӑна Чӑваш Ен представителӗ Оксана Дьячук тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |