Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре кроссовер кӗпер ҫинчен вирхӗнсе аннӑ. Ҫул пӑрлак пулнӑран, ӑна тасатманран, водитель руле итлеттереймен – кӗпер ҫинчи тимӗр картана пырса тӑрӑнса ҫырманалла ӳкнӗ.
Аманнӑ водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тасатмаҫҫӗ. Районти ытти ҫул тӗлӗшпе те ҫӑхавсем килеҫҫӗ-мӗн.
Agabazar // 4004.16.2494
2023.02.13 12:44 | |
Agabazar // 4004.16.2494
2023.02.13 12:47 | |
Кĕперĕн икĕ айккипе отбойниксем çукки курăнать. | |

Ку çырмана Ыхра çырми теççĕ. Горизонтра курăнкан ял — Патăрьел. Катекĕ вара çырман ку енче.
Ку кĕперпе çавăн пекех Татмăш ялĕн çыннисем те усă кураççĕ.