Пӑтӑрмахсем
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Хурӑнлӑхри ваттисен ҫуртӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени Хӗрлӗ Чутайӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пӑхӑнать. Ваттисен ҫуртӗнче санитарипе эпидемиологи саккунне пӑсаҫҫӗ иккен. Сӑмахран, сӗт-ҫу тата ытти апат-ҫимӗҫе упракан холодильникра термометр ӗҫлемен. Холодильникра управ вӑхӑчӗ тухнӑ ҫӗпре упраннӑ. Савӑт-сапа ҫумалли пӳлӗмре ҫӳп-ҫап контейнерӗпе ҫывӑхрах ҫӗрулми упранӑ. Прокуратура ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ертӳҫи ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Халӗ кӑлтӑка пӗтернӗ, айӑплисене дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Раҫҫейри «Магнит» суту-илӳ сетӗн лавккисенче чӑваш чӗлхи курӑнма пуҫланӑ. Кун пирки «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ пӗлтерет. «Темиҫе уйӑх каялла «Магнитран» шӑнкӑравларӗҫ. Ку туянакан патне суйламасӑр тунӑ йышши шӑнкӑрав пулчӗ. «Магнитра» мӗн килӗшнипе мӗн килӗшменни ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗҫ. Ҫур сехет таранах калаҫма тиврӗ. Килӗшменнисен шутӗнче пӗр япала — икчӗлхелӗх ҫукки — ҫинчен каларӑм. Ман хуравпа шӑнкӑравлакан хӗрача питӗ кӑсӑкланса кайрӗ… Паян вара ҫӗнетнӗ «Магнитра» чӑваш чӗлхи курӑнса кайрӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ «Хавал» ушкӑнра. «Пулса иртнӗ калаҫу, тен, пӗлтерӗшлех те пулман пулӗ», — тенӗ ушкӑн хыпарӗнче, — «анчах та вӑл ҫак ӗҫе пурнӑҫлама хӑйне евӗрлӗ хистев пек витӗм кӳме пултарнӑ», — тесе ӑнлантарнӑ, лавккасен ӗҫӗн хаклавне хутшӑнма ӳркенмелле марри пирки пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, унччен малтан хӑш-пӗр лавккасенче чӑваш чӗлхипе «Пятерочка» усӑ курнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ паркри «Ковчег» зоокӗтесре пурӑнакан макака юбилейне паллӑ тунӑ. Маруся ятлӑскер 30 ҫул тултарнӑ. Макакӑсем 15-20 ҫул кӑна пурӑнаҫҫӗ Анчах ҫак упӑтесене лайӑх пӑхсан вӗсен пурнӑҫӗ вӑрӑмланать, 30-35 ҫул таранах ҫитееҫҫӗ. Зоокӗтес ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Маруся питӗ ӑслӑ упӑте. Ӑна ҫаралнӑ кунӗнче савӑнтарас тесе уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ: грейпфрут, арпус тата хӑяр ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта «Сывлӑх хумӗ» теплоход чарӑнӗ. Унпа тухтӑрсен бригади килет. Вӗсемпе пӗрле хальхи йышши хатӗр-хӗтӗр те пур. Паллӑ медицина учрежденийӗсен тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ача-пӑча сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Вӗсем патне йывӑр диагнозлӑ пациентсем лекӗҫ. Анчах списокпа килӗшӳллӗн ҫеҫ йышӑнӗҫ. Вӗсем патне ҫырӑнас тесен малтан вырӑнти педиатр е профильлӗ специалист патне каймалла. Теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 13 сехетре чарӑнӗ. Тухтӑрсем кунта 19 сехетчен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян, аван уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарта авари пулнӑ. Чутах шкул ачин пурнӑҫӗ татӑлман. Юрать-ха, инкек лайӑхпа вӗҫленнӗ. Паян ирхине Октябрь 50 ҫул тултарнине халалланӑ урамра автокран ҫул урлӑ каҫакан шкул ачи ҫине кӗрсе кайнӑ. Ача «Мега Гелекси» патӗнче утнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача 7 ҫулти пек курӑнать. Вӑл велосипедпа пулнӑ. Вырӑна ҪҪХПИ, ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 31 шкулта ачасем кӑшӑлвируспа чирлеҫҫӗ. 9 ача пахчинче, 16 шкулта тата 4 техникум-колледжра пӗрер ҫын аптӑраса ӳкнӗ. Шупашкар районӗнчи ача пахчинче икӗ ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ: ача тата унти ӗҫчен. Вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемипе кӗрешмелли мероприятисем хатӗрлеме предписани панӑ. Вӗсенче дезинфекци тунӑ, ачасене дистанци мелӗпе вӗренме янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() РИА Новости тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫей эстрада юрӑҫин Олег Газмановӑн концерчӗ пулӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнчех ирттермелле пулнӑ. Анчах ун чухне кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру йывӑр пулнӑ. Халӗ ку енӗпе лайӑхах. Концерта суйлав кунне халалласа йӗркелӗҫ. Вӑл химиксен хулинче авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Николаев стадионӗнче иртӗ. Анчах унта кӑшӑлвирусран прививка тунисем ҫеҫ кӗрееҫҫӗ. Зала 70 процент таран тултарӗҫ. Ҫапла 3 пин ҫын вырнаҫӗ. Сӑмах май, концерта «Химпром» шучӗпе ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви транспорт сутассине пӗлтернӗ. Конкурс юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 9 сехетре иртӗ. Унта хутшӑнас тесен электрон аукциона кӗмелле. Министерство республика хыснинчи икӗ транспорта сутӗ. Вӗсенчен пӗри — «ГАЗ-32213» ГАЗель (микроавтобус). 2003 ҫулта кӑларнӑскерӗн пуҫламӑш хакӗ 62 пин тенкӗпе танлашӗ. Микроавтобуспа Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗ усӑ курнӑ. Сутлӑха кӑларнӑ тепӗр транспорт — «ПАЗ-3206-110-70» автобус. 2008 ҫулта кӑларнӑскерӗн пуҫламӑш хакӗ — 197,1 пин тенкӗ. Автобуспа Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав служби усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви Раҫҫейре канакансене хавхалантаракан программӑна вӗҫлессине пӗлтернӗ. Аса илтерер: кешбэк программипе турсене, пуйӑс-самолёт ҫине билетсене ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшччен туянма май пурччӗ, каярах ҫав вӑхӑта авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсрӗҫ. Анчах халӗ вӑл программӑна вӑхӑт ҫитичченех вӗҫлессине хыпарланӑ. Ҫакӑ программа валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ пӗтнипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра 1,6 миллион ытла турист хамӑр ҫӗршывра канса тӑкакланнине ятарлӑ программӑпа усӑ курса чакарма пултарнӑ. Кешбэка туризм отраслӗ кӑшӑлвируса пула йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ хыҫҫӑн пама тытӑннӑччӗ. Программӑна кайран татах тӑсрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws тата 21.мвд.рф сайтсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пысӑк ҫухату пулса иртнӗ. Асӑннӑ ял урамӗпе пыракан «Ford Focus» автомобиль хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, юпа тӳнсе кайнӑ. Водитель пирки кипкепе ҫуралнӑ теме юрать. Вӑл инкекре чӗрех тӑрса юлнӑ. Унӑн арӑмӗ вара вилмеллех аманнӑ. Водителе тӗрӗсленӗ те вӑл ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Унӑн юнӗнче 0,8 мг/л спирт тухнӑ. Арҫыннӑн 30 ҫулти мӑшӑрӗ машинӑра хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман пулнӑ. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна пырса ҫитиччен вилсе кайнӑ. Спидометрӑн стрелки тӑрӑх хакласан, водитель автомобиле сехетре 90 километр хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |