Ҫутҫанталӑк
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫуллахи пек шӑрӑх ҫанталӑк тӑни, палах, ҫынсене савӑнтарать. Анчах ял хуҫалӑхӗсене ҫумӑр ҫуманни пӑшӑрхантарать. Синоптиксем канмалли кунсенче ҫумӑр ӳкессе пӗлтереҫҫӗ. Анчах куншӑн савӑнмалла-ши? Синоптиксем шӑматкун республикӑра аслати авӑтасса, пӑр ҫума пултарасса систереҫҫӗ. Вырсарникун ҫапах ӑшӑ пулӗ, хӗвел пӑхӗ. Термометр кӑтартӑвӗ те 21-26 хисеп ҫинчех пулӗ. Ытларикунран пуҫласа эрнекун таран сивӗ пулӗ: 15–20 градус таран ҫеҫ. Каҫсерен 3–8 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче ҫӗрле тӑм ӳкес хӑрушлӑх пур. Тепӗр эрне вӗҫӗнче ҫанталӑк каллех ӑшӑтасса пӗлтереҫҫӗ. Ун чухне 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ырантан, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен, пуҫласа Чӑваш Республикинче пушар тухасран асӑрханас тӗлӗшпе ятарлӑ режим пуҫланӗ. Хушӑва Иван Моторин ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку режима йышӑнсан ҫынсен хӑш-пӗр йӗркене пӑхӑнма тивӗ. Ырантан республикӑри вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, кӑмрӑк чӗртсе апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, вӑрманта тата унӑн ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Ҫавӑн пекех типӗ курӑка ҫунтарма та чарнӑ. Кунсӑр пуҫне, пушар тухас хӑрушлӑх IV тата V класа ҫитсен, вӑрмана кӗме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
«Упа патӗнче хыр вӑрманӗнче» экологи сукмакӗ Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче «У медведя во бору» (чӑв. Упа патӗнче хыр вӑрманӗнче) экологи сукмакӗ йӗркеленӗ. Ун тӑрӑх ҫула тухакан туристсем валли нумаях пулмасть ҫӗнӗ объект вырнаҫтарнӑ. Уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗ шутланаканскерте хир сыснипе паллаштараҫҫӗ. «Кабан» (чӑв. Хир сысни) чарӑнура тӑхтаса тӑракансем ку чӗрчунӑн макетне тӳрех асӑрхӗҫ. Унсӑр пуҫне хир чӗрчун пурнӑҫӗпе, вӑл хӑйне епле тытма пулӑшнипе паллашма май килӗ. «Упа патӗнче хыр вӑрманӗнче» сукмака наци вӑрманӗ 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Баскакри вӑрман хуҫалӑхӗн территорийӗнче йӗркеленӗ. Экологи сукмакӗпе кирек кам та ҫула тухма пултарать. Пӗччен те, ушкӑнпа та. Экскурси пӗрле ӗмӗтленекенсене (83546) 2-35-06 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем, фермерсем, уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансем ака-суха ӗҫӗпе малалла ҫине тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра тӗш-тырра акса пӗтерме те ӗлкӗрнӗ. Ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ лартакансем те пур. Вӑрманҫӑсен те ҫак тапхӑрта хӗрӳ тапхӑр пулнӑ. Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн питомникӗнче, акӑ, хыр вӑрри акнӑ. Ку ӗҫе вӑрманҫӑсем икӗ кун маларах, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Хыр вӑрри Ҫутҫанталӑк министерствин «Лесцентр» хысна учрежденийӗ хушнипе 0,3 гектар лаптӑка йышӑннӑ. Вӑрлӑха тӗрлӗ микроэлементпа апатлантарнӑ, кайран СЛУ-2-20 маркӑллӑ сеялкӑпа акнӑ. Ытти техникӑна та ку ӗҫе явӑҫтарнӑ. Ҫамрӑк хунава тепӗр икӗ ҫултан куҫарса лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш халӑх сайтӗнче «Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?» ятпа статья пичетленнӗччӗ, каярах Чӑваш Енри хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленине те ҫырса кӑтартнӑччӗ. Петицире экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн (вырӑсла кӗскетсе каласан, ОНФ) экологи тата вӑрман хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен общество мониторингӗн центрӗ Чӑваш Енри Ҫутҫанталӑк министерстви уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсенчен 70 ытла процентне пӗтернишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Хастарсем ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ҫырупа тухма хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Пирӗн республикӑра «Вӑрман лартмалли Пӗтӗм Раҫҫей кунӗ» акцие улттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен ҫыннисене Атӑл леш енне, йӑлӑма, йывӑҫ лартма чӗнеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуркуннехи акци вӗҫленӗ. Ӑна йӑлӑмра вӗҫлесшӗн. Сӑмах май, ку акцие Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентстви пуҫарнӑ. Акци кашни ҫулах иртет. Унта республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ ҫыннисем, общество организацийӗсем, шкул ачисем, студентсем, МИХсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акцирен нихӑш ҫул та пӑрӑнса юлман ҫынсем те пур. Ҫулсерен унта 500 ытла ҫын хутшӑнать. Йывӑҫ лартма кӑмӑл пулсан сире ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви умӗнче кӗтеҫҫӗ. Адресӗ — Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт 62-89-36 е 48-45-42 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Йӗпреҫ районне пырса лекнӗ пеликан Чӑваш Енре паян пеликан курнӑ. Ӑна Валерия Никифорова орнитолог Йӗпреҫ районӗнче асӑрханӑ. Кайӑка ларнӑ ҫӗрте ӳкерсе ӗлкӗреймен, анчах вӑл ҫӳл тӳпене хӑпарсан вӑл кадра лекнӗ. Пеликана курнине орнитологсем хӑпартланса каласа кӑтартнине ӑнланма пулать. Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекинчи ҫак вӗҫенкайӑка пирӗн тӑрӑхра юлашки хутчен 200 ҫул каялла кӑна асӑрханӑ иккен. 2009 ҫулта вара пирӗн тӑрӑхра кӗрен фламинго вӗҫсе иртнине асӑрханӑ. Ку вӑл — архивра ҫырса хӑварнисем тӑрӑх хакласан. Пеликан пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫсе ҫӳрекен кайӑк шутланать. Унӑн йӑва ҫавӑракан чи ҫывӑх вырӑнӗ — Атӑлӑн анат тӑрӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрлере «Нам этот мир завещано сберечь» (чӑв. Пире ҫак тӗнчене перекетлеме халалланӑ) ятпа регионсем хушшинчи IV экологи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «ЭКА» симӗссисен общество организацийӗн йӗркеленӗ. Экологи фестивальне маларах асӑннӑ хулари 3-мӗш вӑтам шкула пуҫтарӑннӑ. Ку шкула ытахальтен суйламан. Вӑл — экологи культурине йӗркелес тӗлӗшпе республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин грантне ҫӗнсе илнӗскер. Экофестивале 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хутшӑнакансем ҫулсерен йышлансах пынине ӗнентереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Хальхинче 10 районти педагогсем пухӑннӑ. Улатӑр районӗнчисем те ҫитнӗ. «Естествӑлла циклти чи лайӑх урок» номинацире I степеньлӗ диплома Кувакинӑри Н.А. Чугунова географи учителӗ тивӗҫнӗ. «Пуҫламӑш шкулти чи лайӑх экологи урокӗ тата класс тулашӗнчи мероприяти» номинацире II степеньлӗ дипломпа Алтышевӑри Т.А. Ефимова географа палӑртнӑ. «Экологи интеграцийӗ енчен чи лайӑх урокшӑн» II степеньлӗ дипломпа Стемасри информатика учителӗ Н.М. Сидорова тата пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Е.В. Волкова таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Энтри Пасарӗнчи шӑматкунлӑха тухнисем Ҫуркунне ҫитрӗ те хӗл каҫипе пуҫтарӑннӑ мӗнпур тасамарлӑх куҫ тӗлне сиксе тухрӗ. Ҫавна май халӗ пур ҫӗрте те шӑматкунлӑхсем йӗркелеме тытӑнчӗҫ, тавралӑха халӑхпа пуҫтарӑнса тирпейлеҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара пуҫтарнӑ ҫӗрте мар, япӑхсӑрлатман вырӑнта таса теҫҫӗ та-ха... Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнче те тирпей-илем кӳрессипе тимлеме тытӑннӑ. Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех районта санитарипе экологи шӑматкунлӑхӗ пуҫланнине пӗлтернӗ. Предприятисемпе организацисем хӑйсен тавралли территорие пуҫтараҫҫӗ-тасатаҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн специалисчӗсем, культура ӗҫченӗсем, унти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче шӑматкунлӑха тухса ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. «Пирӗнпе пӗрле полицин участокри уполномоченнӑйӗ А.С. Морозов та ӗҫлерӗ», — тесе пӗлтерчӗҫ ял тӑрӑхӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш халӑх сайтӗнче шӑп та лӑп уйӑх каялла «Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?» ятпа статья пичетленнине вулакансем, тен, астӑваҫҫӗ те пулӗ. Унта эпир Чӑваш Енри экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ. Асӑннӑ ведомство приказӗпе ҫирӗплетнӗ списока 58 объект кӗнӗ, ҫав шутран 29-шӗ — уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗ. Малалла та цифра чӗлхипе каласан, пӗлтӗр регион пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисем 94 пулнӑ, кӑҫалхи приказпа 65-шӗ списокран «тухса вӗҫнӗ». Чӑваш Енри хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленӗ, унта хӑйсен чун ыратӑвне уҫса панӑ. Ҫыру айне ыттисене те алӑ пусма чӗнсе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |