Ҫутҫанталӑк
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнчен тытӑнса 11-мӗшӗччен Шупашкарти парксене, скверсене тата пляжсене вӑрӑмтунасенчен сиенсӗрлетме палӑртнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама ҫӗртмен 2-мӗшӗнче хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура хула мэрӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Герман Александров Шупашкарти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене хушнӑ. Вӑрӑмтунасемпе лешсем хӑйсем «кӗрешӗве» тухмӗҫ — вӑрӑмтунана тата юн ӗмекен ҫавӑн йышши ытти шӑна-пӑвана вӗлерме ирӗк пур предприятисемпе вӗсен подряд килӗшӗвӗ тумалла. Герман Александров каланӑ тӑрӑх, ҫанталӑк шӑрӑх тата нӳрӗ тӑнине кура шӑна-пӑван йышланса кайнӑ. Ҫавна май скверсене, парксене, пляжсене, социаллӑ сфера объекчӗсене, ача-пӑча уйлӑхӗсене, путвалсемпе чартаксене, нумай хваттерлӗ ҫуртсен подъезчӗсене эмеллесе тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енре пирӗн республикӑра ырантан ҫанталӑк сулхӑнлатмалла. Каҫхине ӑшах тӑрать пулсан та кӑнтӑрлахи сывлӑш температури 22–27 градуспа танлашмалла. Ыран, юнкун, ҫумӑр та кӑнтӑрла ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнчен вара сывлӑш температури 22 градус ӑшӑран ытла хӑпармӗ. Канмалли кунсенче вара 15–20 градус кӑна пулӗ. Ун чух кӑштах ҫумӑр та ҫӑвасса пӗлтереҫҫӗ. Сулхӑн ҫанталӑк ҫитес тунтикунччен тытӑнса тӑма пултарать. Ҫанталӑк ҫапларах пулассине Гидрометцентрӑн пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева пӗлтернӗ. Ӗнер вара республикӑн ҫурҫӗр енчи тӑрӑхӗсенче — Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Тутаркасси енче — пӑр та ҫуса иртнӗ. Ҫумӑр ҫӑвассин нормине илсен, республикӑн ҫурҫӗр енчи районӗсенче кӑна вӑл ҫителӗклӗ ҫунӑ иккен. Патӑрьел районӗнче уйӑхри виҫен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ кӑна ҫунӑ. Ҫуллахи уйӑхсенчи сывлӑш температурипе тата ҫумӑр ҫӑвассипе вӑл ытти ҫулхи вӑтам виҫе евӗрех пулмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ синоптиксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паянтан, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен, Чӑваш Енре пушара хирӗҫле йӗрке йышӑннӑ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ҫакӑн пирки калакан йышӑнӑвӗн проектне правительствӑн паянхи ларӑвӗнче йышӑннӑ. Пушара хирӗҫле ятарлӑ режим етни вӑрман хуралӗпе вӑрманти пушарсемпе кӗрешекен подразделенисем инкеке ҫӗнме ялан хатӗр тӑмаллине пӗлтерет. Кунсӑр пуҫне ҫак тапхӑрта ҫынсене вӑрмана кӗме чарӗҫ. Пуҫӗпех мар, анчах вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрсе тухма, тарнспорта вӑрман тӑрӑх хутлама ирӗк пулмӗ. Вут-ҫулӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫпа та ку вӑхӑтра аппаланма юрамӗ. Йӗркене пӑхӑнмасӑр пуҫтахланакансене пуҫран шӑлмӗҫ. Ун пеккисене явап тыттарассине вӑйлатнӑ. Вӑрманта кӑвайт чӗртсен уйрӑм ҫынсене 2 пинрен пуҫласа 4 пин тенкӗ таран штарфлӗҫ, должноҫрисене — 15 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене — 400 пинрен пуҫласа ҫур миллион таран. Вӑрмана шар кӑтартсан ӑна чӗртсе тӑратма тата пушара сӳнтерме тӑкакланнине те айӑплинчен шыраса илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫал Атӑлта шыв сахаллине пула ӑна перекетлеме тивӗ. Кун пирки РусГидро энергетика холдингӗ Атӑлҫи гидроэлектростанцинче иртнӗ «ҫавра сӗтелте» пӗтӗмлетни тӑрӑх хыпарлать. Мероприятие Шыв ыйтӑвӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ, Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспонденчӗ Виктор Данилов-Данильян, РусГидро ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Телекӗпер меслечӗпе Сартури тата Мускаври специалистсем те Атӑл ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. Атӑлпа Кама ярӑмне кӗрекен шыв управҫисенче кӑҫал шыв саппасӗ 50,6 кубла километрпа танлашнӑ, 2014 ҫулхинчен ҫакӑ 8,7 кубла киломтер сахалтарах. Шывпа виҫесӗр усӑ курсан кайран йывӑрлӑх сиксе тухма пултарать иккен. «Ҫавра сӗтелте» Шупашкар ГЭСне 68 метра ҫити хӑпартас ыйтӑва черетлӗ хут хускатнӑ. Ӑна ҫавӑн чухлӗне ҫитерсен йывӑрлӑх чакмалла-мӗн. «Хальлӗхе гидростанци транзит режимӗпе ӗҫлет», – тенӗ Виктор Данилов-Данильян. Шыв сахалли энергие кӑларассипе ҫыхӑнни пирки калаҫнӑ май ҫакӑ ҫутӑ хакӗ хӑпарасси патне ҫитерме пултарнине те асӑнса хӑварнӑ. Ҫакна специалистсем хӑш-пӗр гидроэлектростанцие чарса лартма тивнипе сӑлтавланӑ. Угличри ГЭСа, сӑмахран, иртнӗ уйӑхӑн 2–5-мӗшӗсенче ӗҫлеттермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗн ӗҫченӗсем ӑҫта кирлӗ унта йӑваланса выртакан кантӑк кӗленчене перес темен. Вӗсем унран илемлӗ япаласем ӑсталама май пуррине ӑнланса илнӗ май «Тумлантарнӑ» тара» пултарулӑх конкурсӗ йӗркеленӗ. «Кӗленчере мӗн пуррине пушатнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫӳп-ҫап витрине переҫҫӗ. Анчах эпир кантӑк тарӑран хӑпма васкас темерӗмӗр. Ӑна иккӗмӗш пурнӑҫ кӳме шут тытрӑмӑр», — тенӗ иккен наци паркӗн сайтӗнчи хыпарта. Ҫапла вара вӑрман ӗҫченӗсем пултарулӑх конкурсӗ йӗркеленӗ. Кантӑк кӗленчене ӳнер произведенине ҫавӑрма ӑста маттурсем унта 400 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Чи илемлисене «Кантӑк тара валли мода приговорӗ» куравра кӑтартаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене тата вӗсен ӗҫӗсене наци паркӗн сайтӗнче ҫырса тухӗҫ. |
Ҫутҫанталӑк
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта пушара хирӗҫле йӗрке туса хурасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун пеккине Патӑрьел районӗнче те йышӑнни пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Ятарлӑ йӗркепе пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсен вӑрманта кӑвайт чӗртме тата ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑхӑнмасан пуҫран шӑлмӗҫ. Айӑплисене административлӑ майпа ҫирӗп явап тыттарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Штрафӗ пӗчӗк мар. Уйрӑм ҫынсене саккун 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлама ирӗк парать, должноҫри ҫынсене — 15 пинрен пуҫӑнса 30 пин таран. Предприяти-организацисем ҫаклансан 400 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама юрать. Пушара хирӗҫле тапхӑр Патӑрьелте те, Шупашкарти пекех, ҫу уйӑхӗн ҫурриччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗр кунне уявлани пирки, ахӑртнех, нумайӑшӗ аса илмест. Анчах ку пӗлтӗрӗшлӗ уяв шутланать. Пирӗн планетӑра ӳсентӑран, чӗрчунсем, кайӑксем, ҫынсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Этемӗн тӗп тивӗҫӗ — ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упрасси. Ачасене те тӑван ҫӗре юратма пӗчӗкренех вӗрентмелле. Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине ҫӳрекенсемпе воспитательсем вара Ҫӗр кунӗ пирки манман. Вӗсем ӑна хӑйне евӗр уявланӑ та. Уяв тӗлне ача пахчин ӗҫченӗсем «Вӑрман кӳренни пирки» спектакль хатӗрленӗ. Ачасем юмахри сӑнарсемпе вӑрман лекнӗ. Лука асатте вӗсене вӑрманта хӑйсене мӗнлерех тытмаллине аса илтернӗ. Гришка каскӑн вара тӑван ҫутҫанталӑка упрамаллине ӑнланса илнӗ. Ачасем юмаха пӑхса ларнӑ кӑна мар, унта хутшӑннӑ та. Пӗчӗкскерсене ҫутҫанталӑк ҫӑлавҫи пулма килӗшнӗ. Чи пӗчӗккисем те ҫутҫанталӑка, юмахри сӑнарсене юратнине палӑртнӑ. |
Ҫутҫанталӑк
Шупашкар хули 550 ҫул тултарнӑ тӗле 5500 кедр лартма палӑртнӑ. Пӗрремӗш йывӑҫсене кӑҫалах лартӗҫ. Вӗсем хулан тӗрлӗ кӗтесӗнче пулӗҫ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 50 кедр лартӗҫ. Ҫаксем ӗнтӗ плана кӗртнӗ пӗрремӗш йывӑҫсем пулӗҫ те. Валерий Петров ку пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулнине палӑртать. Ара, хулан таса пулмалла-ҫке. Ку кедрсем Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ҫӗре халӑхшӑн парне те пулӗ. Палӑртмалла: кунашкал нумай йывӑҫ кашни хуларах ҫук. Кедр сиплӗ те шутланать. Проектпа килӗшӳллӗн, кедр рашчи тума палӑртнӑ. Унта халӑх уҫӑлса ҫӳрӗ, илемпе киленӗ, сиплӗ сывлӑшпа сывлӗ. Анчах кедра ӳстерме ҫӑмӑл мар. Ӑна пӑхсах тӑмалла. Ҫавӑнпа тӑпрана та Атӑл леш енчен кӳрсе килнӗ. Кедрсене лартмашкӑн пулӑшма кашниех пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ака уйӑхӗн 6-13-мӗшӗсенче Улатӑр районӗнчи Атратьри вӑтам шкулта «Кайӑксен эрни» иртет. Эрнелӗх литературӑпа тата экологипе ҫыхӑннӑ вӑйӑран пуҫланнӑ. Ӑна 2-мӗшпе 3-мӗш классен ертӳҫи С.И.Михеева ирттернӗ. Ачасем Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунӗ халӑхсен хушшинчи экологи уявӗ пулнине, ӑна ҫулсерен ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тунине пӗлнӗ. Раҫҫейре ку уяв кайӑксемпе ҫыхӑннӑ чи паллӑ уяв шутланать. Шӑпах ҫак кун 1906 ҫулта кайӑксене сыхлас енӗпе Пӗтӗм тӗнчери конвенцие алӑ пуснӑ. Светлана Ивановна Михеева ачасене кайӑксен тӗнчи пысӑк, тӗрлӗрен пулнине каласа кӑтартнӑ. Шапӑрлансем кайӑксем пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккисем таранах пулнине пӗлнӗ. Тӗслӗхрен, пингвин. Эрнелӗх пынӑ май ачасем ӳкерчӗксен, сӑвӑсен, юрӑсен конкурсӗсене хутшӑнӗҫ. Эрнелӗх вӗҫӗнче вӗсем «Сӑрҫи» заповеднике экскурсие ҫитӗҫ, шӑнкӑрч вӗллисем ҫакӗҫ. Чи хастаррисене грамотӑсемпе, пылак парнесемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кун пек сӗрӗмлесен сывлӑш таса пулаймӗ Халӗ тем тӗрле танлаштарӑм йӗркелекен те пур. Пӗрисем укҫа-тенкӗ тӑрӑмне палӑртма ӑнтӑлаҫҫӗ, теприсем ӑҫта пурӑнма лайӑхраххине пӗлесшӗн ҫунаҫҫӗ. Халӗ тата «Симӗс патруль» экологи организацийӗ Раҫҫей субъекчӗсен экологи танлашӑмне хатӗрленӗ иккен. «Савӑнмалли хыпар: Чӑваш Ен ТОП-10 рейтинга кӗме пултарнӑ», — пӗлтерет «Хыпар» хаҫат. Иртнӗ ҫул та пирӗ республика унта палӑрнӑ-ха. Хальхинче те вӑл унчченхи евӗрех 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Малти йӗркесене Тамбов, Белгород облаҫӗсем, Чукотка автономи округӗ йышӑннӑ. Чӑваш Ен малти вырӑнсенчен пӗрине йышӑннинче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савут хута кайнин тӳпи те пур иккен. Списокра мала лекнисем — Челепи, Мускав облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ. Рейтинг «хӳрешкинче» — Сарӑту, Свердловск, Тула облаҫӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |