Ҫутҫанталӑк
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл орнитологсем, экологсем, студентсемпе шкул ачисем валли питӗ меллӗ. Паллах, ӑна ҫутҫанталӑка юратакансем те хаваспах вулӗҫ. Ҫӗнӗ кӗнеке «Птицы Чувашии. Неворобьиные» (чӑв. Чӑваш Ен кайӑкӗсем. Ҫерҫимаррисем) ятлӑ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑ. Кӗнекене Л.Н.Воронов, О.В.Глушенков тата ыттисем хатӗрленӗ. Кӗнекен пӗрремӗш томӗ ҫеҫ тухнӑ-ха. Унта республикӑра тӗл пулакан кайӑксем пирки каласа кӑтартнӑ. Кӗнекере кайӑксен йышӗ пирки, вӗсем ӑҫта пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта кӑтартнӑ даннӑйсем ҫӗнӗ. Кӗнекене ҫавӑн пекех сахал тӗл пулакан кайӑксем ӑҫта пурӑннин картосхемине илсе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен иммунитетне ҫирӗплетесшӗн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Иммунизацие ака уйӑхӗн 15-22-мӗшӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта чӗрчунсен шӑтӑкӗ, сукмакӗ тӗлне, уҫланкӑсене приманка хурӗҫ. Ку – ятарлӑ капсула, ун йышне урнӑ чиртен сыхлакан шӗвек кӗрет. Чӗрчун капсулӑна ҫисен тепӗр 21 кунран унӑн иммунитечӗ ҫирӗпленет. Ку 12 уйӑха тӑсӑлать. Иммунизаци тапхӑрӗнче Чӑваш Енри вӑрмансене 25 пин доза хурса тухӗҫ. Вӑрмана каякан ҫынсене вӗсене илме хушмаҫҫӗ. Вакцинӑн сиенлӗ енӗсене тупса палӑртман. Иммунизацие 6 ҫул ирттерме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫӗмӗрле районӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак тӑрӑх хӗлле хушшинче пухӑннӑ каяшран икӗ уйӑх хушшинче тасаласшӑн. Ку ӗҫе тума икуйӑхлӑх пуҫарнӑ — вӑл акан 1-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленмелле. Ҫак вӑхӑт хушшинче кашни ял тӑрӑхӗнче юра вӑхӑтра турттарса тухмалли, тӗрлӗ ҫӳп-ҫапран тасатмалли, тирпей-илем кӳмелли, симӗслентермелли мероприятисем ирттерӗҫ. Тӗрлӗ предприятисемпе учрежденисене вара шанса панӑ лаптӑксене хӑйсен вӑйӗпе тасатма, тирпейлеме сӗннӗ. Ку ӗҫе эрнере пӗр хутран кая мар ирттерсен аван пулни пирки каланӑ. Хӗл иртнӗ хыҫҫӑн тавралӑх ҫӳп-ҫаппа тулни никамшӑн та кӗтменлӗх мар ӗнтӗ. Юр ирӗлнӗ хыҫҫӑн унччен курӑнман каяш ҫиеле тухать, илеме пӑсать. Тирпей-илем кӗртес ӗҫе ҫапла май кашни хӗл хыҫҫӑн ирттерме тивет. Ытларах пайӗпе шӑматкунлӑхсем тӑваҫҫӗ. Чылай чухне ҫак ӗҫ тӳлевсӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енре пӗлтӗр карӑк, ӑсан, пӑчӑр йышӗ сахалланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пакша, кашкӑр, мулкач, хир сысни, тилӗ, пӑши, ҫӳлевӗҫ, хир качаки, сӑсар, ӑсан йышланнӑ. Чӗрчунсен тӗнчи пирки паян республикӑри тӳре-шара канашлӑва пухӑнсах сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн Правительствин тунти кунсерен иртекен канашлӑвӗнче ытти ыйтӑва та хускатнӑ. Республикӑн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра йӗркене пӑсакан сунарҫӑсен йышӗ нумайланнӑ. Пӗлтӗр вӗсен хисепӗ 2015 ҫулхинчен 2,5 хут йышланнӑ. Нумайӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Виҫӗ ҫынна пуҫиле ӗҫ пуҫарсах саккун пирки аса илтернӗ. Йӗркене пӑхӑнман сунарҫӑсене пӗлтӗр пӗтӗмпе 354,5 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Икӗ эрнери ҫанталӑк Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра самай сивӗтмелле — каҫхи температура 9 градус таран анмалла. Gismeteo портала ӗненес пулсан ҫанталӑк юнкун сивӗтӗ — кӑнтӑрла -2 – -3 пулӗ, ҫӗрле — -5 – -9. Ҫав вӑхӑтрах тунтикун, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ҫил кӑнтӑр енчен вӗрме пуҫласан, питӗ хӑвӑрт ӑшӑтса ямалла — кӑнтӑрлахи температура +8 градус таран ҫитмелле. Гисметео портал пӗлтернӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗ вӗҫленичченех юр ҫуса тӑрӗ. Сивӗ ҫанталӑка пула сывлӑшри нӳрӗк те чакӗ. Енчен те паян вӑл 81% пулсан, ҫитес эрнекун тӗлне 64% таран анса ларӗ. Ҫил кӑнтӑр енчен вӗрме пуҫласан сывлӑшри нӳрӗк 84–89% виҫене таврӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енӗн гидрометцентрӗ ырантан пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулмалла, юр е ҫумӑр ҫумалла мар. Ҫил тӗрлӗ енчен ылмашса вӗрӗ. Унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 2–7 метр пулассине асӑрхаттараҫҫӗ. Каҫхине сывлӑш температури -4…-9 градус, ыран кӑнтӑрла 0…+5 градус пулӗ. Каҫхине те, ирхине те вырӑн-вырӑнпа тӗтре карса илӗ. Ҫулсем ҫинче пӑрлаклантарӗ. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулмалла, юр та, ҫумӑр та ҫумалла мар. Ҫил каҫхине хӗвелтухӑҫӗнчен ҫеккунтра 2–7 метра хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, кӑнтӑрла вӑл кӑнтӑр енне куҫӗ. Каҫхине сывлӑш температури -4…-9 градус, кӑнтӑрла 0…+5 градус пулӗ. Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче те ҫанталӑк сулхӑн тӑрӗ: каҫхине -1…-6 градус хыҫҫӑн кӑнтӑрла ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑнти халӑха суйса йывӑҫ кастарнӑ. Йӗлтӗрпе чупакансен ӑмӑртӑвне хатӗрленнӗ чухне пулнӑ ку. Пуҫлӑх йывӑҫ касни саккунпа килӗшӳллӗн пулнине ӗнентернӗ. Халӑх итленӗ. Ара, лешӗ каснӑ йывӑҫсене хӑйсенех пама шантарнӑ вӗт. Ҫапла майпа 192 йывӑҫ каснӑ. Ҫынсем хырсене, ҫӑкасене, вӗренесене, юмансене йӑвантарнӑ. Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхне 1,5 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Нумаях пулмасть ҫав пуҫлӑх суд умӗнче явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Ҫавӑн пекех унӑн 1,5 миллион тенкӗлӗх тӑкака саплаштарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче пысӑк экологи квесчӗ иртӗ. Вӑл «Заповедная страна» ятла пулӗ. Ӑна Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкне халаллӗҫ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑййа 7-8-мӗш классенче вӗренекен шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Квест икӗ тапхӑрпа иртӗ. Пӗрремӗшӗ – теори пайӗ. Унта ачасем уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк территорисене пырса тивекен ыйтусене хуравлӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑр – практика пайӗ. Унта шкул ачисем пилӗк станципе ҫыхӑннӑ заданисене пурнӑҫлӗҫ: «Сӑрҫи» заповедник, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ, «Ӳнер станцийӗ», «Угадай ООТП», «Загадочная станция». Квестра хӑш команда нумайрах балл пухать – ҫавӑ ҫӳнтерӳҫӗ пулать. Ҫӗнтерӳҫе тата призерсене дипломпа чыслӗҫ. Квеста хутшанас тесен заявкӑна пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе районта ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Ку ыйтӑва ҫуллаччен татса памалла. Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура ҫӗкленӗ. ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов тӗп тумалли ҫӳп-ҫап куписем пирки доклад вуланӑ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш хулинче, Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче тунӑ. Вӗсем экологи тата санитарипе эпидемиологи требованийӗсемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ. Район пуҫлӑхӗсем ҫӳп-ҫап куписене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫалхи хӗл сивӗ пуласси пирки унчченех калаҫрӗҫ. Ку тӳрре тухрӗ. Шартлама сивӗ шӑтӑртаттарать кӑна. Уйрӑмах – айлӑмра вырнаҫнӑ ялсенче. Унта ҫӗрлесерен сывлӑш температури 38 градус таран анни те пулнӑ. Юлашки 100 ҫулта Мусквра мӗнле хӗлсем пулнӑ. Хӑшӗсем асра юлнӑ? 1993-1994 ҫулсем — чи юрлӑ хӗл. Ун чухне сывлӑш температури темиҫе хутчен улшӑннӑ. Раштав, кӑрлач уйӑхӗсем ытти чухнехи пекех тӑнӑ. Анчах кӑрлач вӗҫӗнчен пуҫласа нарӑс варриччен сивӗтнӗ. Хӗле ӑсатма хатӗрленнӗ ҫеҫ — нарӑс вӗҫӗнче юр ҫума тытӑннӑ. Темиҫе кунра кӗртсем ӳссе ларнӑ – 3 ҫулти ача ҫӳллӗшех. Кунашкалли хальлӗхе пулман-ха. 1954-1955 ҫулсем — юрсӑр хӗл. Ун пекки те пулнӑ. Хӗлӗпе те 46 миллиметр хулӑнӑш юр ҫунӑ. Ҫанталӑк кӗркуннене аса илтернӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче ҫеҫ сивӗтнӗ. 1964, 1972, 1985 ҫулсенче те юр сахал ҫунӑ. 2010-2011 ҫулсенчи хӗл мускавсемшӗн тӑкаклӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн унта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Мускаври аэропортсем ӗҫлеменрен Мускав ҫыннисем малтанах палӑртса хунӑ ҫӗршывсене канма каяйман. Чукун ҫул вокзалӗнче те электроэнергипе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |