Ҫутҫанталӑк
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр вӑйлӑ пулнине ватӑсем калатчӗҫ-ха. Вӗсен сӑнавӗ тӗрӗсех ахӑртнех. Акӑ республикӑра шӑрӑх самай аптӑратрӗ. Кун хыҫҫӑн хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр кӗрлеттерчӗ. Ҫумӑр ял ҫынннишӗн паха-ха. Анчах ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи аслатие, ҫиҫӗме пула вӑрманта пушар тухнӑ тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ. Ҫак кун Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче икӗ пушар тухнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те — ҫиҫӗме пула. Ҫавна май вӑрманти ҫӗр ҫийӗ ҫунма тытӑннӑ. Ӑна сӳнтермешкӗн 5 техника тата 21 ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 0,52 гектар шар курнӑ. Телее, ку пушарсем вӑрман хуҫалӑхне сӑтӑр кӳмен. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри вӑрмансенче 7 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 19,86 гектар сиенленнӗ. Иртнӗ ҫул вара республикӑри вӑрмансенче пушар тухман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑха 5-мӗш класс тесе палӑртнӑ. Республикӑри чылай районта вара — 4-мӗш класс. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал шӑрӑх ҫанталӑк ҫӗртмен 9-мӗшӗччен тӑрӗ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи шӑрӑх Чӑваш Енри тӑватӑ района шар кӑтартнӑччӗ: Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсене. Ун чухне, утӑ уйӑхӗнче, 21 районта инкеклӗ режима палӑртнӑччӗ. Шӑрӑх ҫанталӑка пулах хӑвӑрт утас енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне те каярах куҫарнӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулакансем пульницӑна самай пыраҫҫӗ. Чылайӑшӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах йӑран ҫинче чакаланать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Патӑрьел районӗнче «Чи лайӑх вӑрман касакан — 2014» професси ӑсталӑхӗн республикӑри VII конкурсӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн темиҫе министерстви тата предприяти пӗрле пулса йӗркеленӗ. Ҫав шутра — Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн, унсӑр пуҫне Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствисем, «Инструментсен тӗнчи» тулли мар яваплӑ общество тата вӑрман хуҫалӑхӗн предприятийӗсем. Конкурса вӑрман хуҫалӑхӗсен предприятийӗсенче тата Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисем, пурӗ 11 ҫын, хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва икӗ тапхӑрпа йӗркеленӗ. Шӑмӑршӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче йывӑҫа касассипе тупӑшнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрне йӗркелеме Патӑрьеле куҫнӑ. Унта вӑрман касакансен пӑчкӑ сӑнчӑрне ылмаштарас, тӗрлӗ майпа тата тӗрӗс касас енсемпе, турат иртессипе тупӑшма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Метерологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуллахи пӗрремӗш кун шӑрӑх пулмалла. Раҫҫейӗн Гидрометцентрӗн ертӳҫи Роман Вильфанд уйӑхӑн пӗрремӗш эрнинче ҫӗршывӑн вӑтам тӑрӑхӗнче сывлӑш температури ытти ҫулсенчи вӑтам виҫене ҫывӑх е кӑшт пысӑкрах пулать тесе пӗлтернӗ иккен. Ҫу вара шӑрӑх пулмалла-мӗн. Чӑваш Енре сывлӑш температури паян ӑшӑ пулчӗ. Каҫхине сывлӑш температури +12…+16 градуспа танлашӗ. Ыран вара самай ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла +21…+26 градуса ҫитӗ. Каҫхине +13…+17 ӑшӑ пулассине пӗлтереҫҫӗ. кун каҫипех ыран уяр та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑмалла. Ҫил кӑнтӑр енчен, ҫеккунтра 4–9 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле. Ҫӗртмен ҫурри таранах Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, пушар хӑрушлӑхӗ енчен асӑрханмалла. Апла пулин те ҫӗршывӑн тӗп синоптикӗн шучӗпе пушарпа ҫыхӑннӑ 2010 ҫулхи евӗр пӑтӑрмахсем сиксе тухмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар Паянтанпа пирӗн республикӑра пушара хирӗҫле ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн хушӑвӗпе палӑртнӑ. Документа алӑ пусма типӗ ҫанталӑк тӑни хистенӗ. Пушартан сыхланмалли режим вӑхӑтӗнче пушара хирӗҫле хушма мерӑсем вӑйра пулӗҫ: вӑрмана ӗҫпе кӑна кӗме юрать, пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫулсем тӑрӑх иртекеннисемсӗр пуҫне машинӑсемпе кӗртмӗҫ. Тата, паллах, вӑрман хуҫалӑхне сыхлама кӗрес текенсене чармӗҫ. Вӑрманта кӑвайт, ҫӳп-ҫап чӗртме юраманнине каламасӑрах ӑнланмалла пек. Вӑрман хуҫалӑхӗсемпе юнашар ҫӗр ҫинче те кӑвайтпа аппаланма юрамасть. Ятарласа йӗркеленӗ мобильлӗ ушкӑнсем пушар енчен уйрӑмах асӑрханмалли вырӑнсене ҫитсе тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Республикӑн ҫутҫанталӑк министерстви вӑрманта ҫулӑм тавраш асӑрхасанах 8 (8352) 40-24-00 е 8-800-100-94-00 номерпе шӑнкӑравлама ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Муркаш пикисем те чечекӗсем те илемлӗ Ял-урамра чечек лартнипех никама та тӗлӗнтерейместӗн пулӗ те, ҫапах та ӗҫлемесӗр пулмасть те тӑрӑшакансене палӑртмаллах. Муркашра пурӑнакансем те, ав, хӑйсен салине вӗҫӗмех чечекпе илемлетеҫҫӗ. Унта район шайӗнче йӗркеленӗ хӗрарӑмсен канашӗ тата арҫын-ашшӗсен канашӗ (ҫапла, ун пекки те пур) кӑҫал «Юратнӑ салана — чечек!» акци ирттерме шут тытнӑ. Ӗнер район администрацийӗн ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем каллех чечек лартма тухнӑ. Калчине Муркаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ туяннӑ. Салара кӗске вӑхӑтрах илемлӗ чечек куҫа илӗртме тытӑннӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫу уйӑхӗн 16–18-мӗшӗнче Атӑлӑн йӑлӑм енче ҫамрӑк экологсен слечӗ иртнӗ. Мероприятие «Сӑрҫи» заповедник, «Эткер» центр тата ЧР Ҫамрӑксен экологи дружини йӗркеленӗ. Слета 5 команда хутшӑннӑ: Патӑрьел, Вӑрнар, Муркаш районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк экологсем виҫӗ кун тупӑшнӑ. Вӗсем театрализациленӗ сценкӑсем кӑтартнӑ. Ачасем экологи сукмакне тунӑ. Палӑртнӑ маршрутра вӗсем ҫутҫанталӑк объекчӗсене шыранӑ, вӗсем пирки экскурсантсене каласа кӑтартнӑ. Жюри членӗсем валли экскурси ирттернӗ. Йывӑр конкурссем те пулнӑ. Ачасен экологири, биологири пӗлӳ шайне тӗрӗсленӗ. Слетра ачасен тӗпчев ӗҫӗ хатӗрлесе ӑна хӳтӗлемелле пулнӑ. Муркаш районӗнчи Юнкӑри С.М.Михайлов ячӗллӗ шкул ҫумӗнчи Ачасен пултарулӑх ҫурчӗн «Foresters» команди ҫӗнтернӗ. Патӗрьел районӗнчи Ҫӗньял шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти «Карӑш» экологипе биологи центрӗн команди виҫҫӗмӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
«Россельхозцентр» специалисчӗ Елена Соколова Чӑваш Ене саранча килет текен сас-хура ҫӳренине, тен, эсир те илтнӗ пулӗ. Ку хыпар-хӑнар тӗрӗссине е ҫынсем юри пӑлханнине пӗлес тесе эпир «Россельхозцентр» патшалӑх учрежденийӗн республикӑри филиалӗн ӳсентӑрансене хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗпе Елена Соколовӑпа ҫыхӑнтӑмӑр. Елена Александровна саранча Чӑвашра та пуррине пӗлтерчӗ. Анчах сывлӑш температури ӑна пысӑк йыша ҫаврӑнма май паманнине пула вӑл ушкӑнпа вӗҫеймест. Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн кӑнтӑр, Тутарстанӑн кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗсенче саранча йышӗ нумайланнине асӑрханӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх пулсан вӑл сарӑлса кайса ҫилпе пирӗн енне килес хӑрушлӑх пур. Сӑмахран, Волгоград, Ӗренпур облаҫӗсенчен. Унчченхи ҫулсенче пирӗн пата саранча пысӑк ушкӑнпа канӑҫсӑрлантарман. Ытти регионтан пирӗн енне хускалас тӑвас пулсан ӑна вӑхӑтра асӑрхаса ҫийӗнчех эмеллемелле. |
Ҫутҫанталӑк
Германире кӑларакан ҫӳп-ҫап пусӑрӑнтаракан каток Шыв ресурсӗсемпе тата йӑлари тата производствӑри каяшсене тирпейлессипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм тӗнчери курава Шупашкарти предприятисен ертӳҫисем хутшӑннӑ Германире кӑларакан катока куҫ хывнӑ. Курав ҫу уйӑхӗн 5–9-мӗшӗсенче Мюнхен хулинче иртнӗ. Унта маларах асӑннӑ отрасль валли машина тата оборудовани кӑларакансем пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти «Спецавтохозяйство» акционерсен обществи унта Германире кӑларакан ҫӳп-ҫапа пусӑрантаракан катока, тепӗр майлӑ ӑна компактор та теҫҫӗ, куҫ хывнӑ. 38 тонна таякан техника ыттисенчен самай енпе уйрӑлса тӑрать имӗш. Хурҫӑран шӑратса тунӑ унӑн йӗпписем Шупашкар районӗнчи Питтукассинче вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап вырӑнне самай пӗчӗклетессе шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пек вӑйлӑ пусӑрӑнтарсан пушар тухас хӑрушлӑх чакмалла-мӗн, рекультивацилессине ҫӑмӑллатмалла иккен. Катока Германири заводран ятарлӑ авто трэйлерпа кӳрсе килмелле. Шупашкара каток ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
ksk66.ru сайтри сӑн Асту! Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Чӑваш Республикинчи вӑрмансене кӗме чарнӑ. Хушӑва ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев алӑ пуснӑ. Вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх IV класс пулнине палӑртнӑ. Вӑрмансене ҫуран та, транспортпа та кӗме юрамасть. Хушупа килӗшӳллӗн вӑрман хӗррисенче тӗрӗслев пункчӗсем, асӑрхаттарса ҫырнӑ шлагбаумсем вырнаҫтарнӑ. Полици ҫыннисем тата ятарлӑ ӗҫченсем вӑрмансене сыхлӗҫ, йӗркене пӑсакансене тупса палӑртӗҫ. Пушар вышки ҫинче дежурнӑйсем пулӗҫ. Ҫак йӗркене республикӑри вӑрмансенче пушар тухасран сыхланас тӗлӗшпе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |