Ҫутҫанталӑк
Акан 2-мӗшӗнче Шупашкарта экологи уйӑхлӑхӗ пуҫланмалла. Вӑл ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ҫак вӑхӑтра хулари мӗнпур районта тавралӑха тирпейлӗҫ, йывӑҫ-тӗм лартӗҫ. Ҫӗнӗ скверсем уҫассине те палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Йывӑҫ лартмалли урамсене илсен, Университет, 30-мӗш автоҫул, Гагарин урамӗсене, Президент бульварне, Трактор тӑвакансен проспектне асӑннӑ. Пӗтӗмпе Шупашкарта 10 пин йывӑҫпа тӗм лартмалла. Мӗнле йывӑҫ-тем тесен каштан, чӑрӑш, акаци, пихта, пилеш, хыр, хурӑн, сирень, шӑлан, барбарис, катӑркас тата жасмин лартмалла. Апла пулсан ҫывӑх ҫулсенче вӗсем хула урамӗсене илем кӳме пуҫламалла. Шупашкар хула влаҫӗсем уйӑхлӑх пуҫланасса кӗтсе пурӑнма сӗнмеҫҫӗ, урамсене унчченех тирпейлеме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Нарӑсӑн вӗҫӗнче Чӑваш наци музейӗнче вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 20 ача хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Етӗрне, Ҫӗмерле районӗсенчен. Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӑрман сӑтӑрҫисене уйӑрма вӗреннӗ, кӑмпасене, ӳсентӑрана, чӗрчунсене, пулӑсене палланӑ. Ачасен ӗҫӗсене жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш наци музейӗн, «Эткер» центрӑн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Кӑҫал республика олимпиадинче Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Инесса Шандимирова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗн вӗренекенӗ тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Шустова тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнче Хутар шкулӗнчи Наталья Романова тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнчи Анастасия Романова пайланӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енре урнӑ чир сарӑлни пирки калаҫҫӗ. Унта та кунта ҫынна, килти чӗрчуна урнӑ чӗрчун тапӑнать. Чире сарӑлма парас мар тесе мерӑсем йышӑннӑ. Республикӑра нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа акан 16-мӗшӗччен кашкӑрсемпе тилӗсене пеме ирӗк панӑ. Ҫакна вӗсен шутне йӗркелес тӗллевпе те тӑваҫҫӗ. Госохотрыбслужба пӗлтернӗ тӑрӑх, кашкӑрсемпе тилӗсене Чӑваш Енре пур ҫӗрте те пеме юрать. Анчах ҫав шута ҫутҫанталӑкӑн регион тата федераци шайӗнче сыхлакан территорийӗсем кӗмеҫҫӗ. Тилӗсемпе кашкӑрсене мӗн чухлӗ пеме юранине палӑртман. Вӗсен йышне пеме ирӗк паракан ятарлӑ хута кура пӑхса пырӗҫ. Сунара саккун ирӗк панӑ кирек мӗнле пӑшалпа та кайма юрать. Аса илтерер: Чӑваш Республикинче урнӑ чир тискер тата килти чӗрчунсен хушшинче сарӑлать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 5 тӗслӗхе шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Шупашкарта ҫуркуннене хатӗрленме тытӑннӑ май экологи мероприятийӗсен планне палӑртаҫҫӗ. Халӗ Шупашкар администрацийӗн экологи управленийӗ ҫӳп-ҫап выртакан вырӑнсене шутлать, схемӑсем тӑвать. Экологсен кӗске вӑхӑтра урамсене, скверсене, парксене, картишсене хӗлӗпе пухӑннӑ ӑпӑр-тапӑртан тасатма тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах хунавсемпе тӗмӗсем лартмалла, хӑрӑк йывӑҫ-турата касмалла пулӗ. Вӗсен умне ҫак тӗллевсене хула администрацийӗ лартнӑ. Чи малтанах Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне уявламалли вырӑнсене тасатӗҫ. Хулара «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнчен тасатма пуҫлӗҫ. Унтан — Б.Хмельницкий урамӗнчи ҫӑвана. Ҫавӑн пекех шӑматкунлӑхсем скверсенче, парксенче, юханшыв хӗррисенче, ҫӑлкуҫсен ҫывӑхӗнче, культура, спорт учрежденийӗсен ҫывӑхӗнче иртӗҫ. Кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, йывӑҫ-тӗм ытларах лартӗҫ. Пӗтӗмпе 3 пин йывӑҫ тата 7 пин тӗм. Кӑҫал Шупашкар пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ вӑрманӗ» акцие хутшӑнма палӑртать. Унпа килӗшӳллӗн Атӑл леш енче ҫуркунне тата кӗркунне 6 гектар ҫӗр ҫинче йывӑҫсем лартмалла. Унтах 5,5 пин кедр лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ унта хӗл каҫакан кайӑксене тата пурӑнакан чӗрчунсене шута илет. Ҫулсерен йӗркелекен ҫак ӗҫе вӑл иртнӗ уйӑхрах пурнӑҫлама тытӑннӑ. Чӗрчунсемпе кайӑксен хӗллехи маршрутне унта нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗчченех сӑнӗҫ. Шута илнин тӗллевне йыша палӑртассипе сӑлтавлаҫҫӗ. Пӳрне ҫине хурса шутламаҫҫӗ. Вӑрман хуралӗн патшалӑх инспекторӗсем навигаторсемпе усӑ кураҫҫӗ. Кайӑксемпе чӗрчунсене шутлама Наци паркӗн тӑван тавралӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен тата ӑслӑлӑх пайӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 42 маршрута шута илнӗ, вӗсен тӑршшӗ — 400 километр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑннипе каласан, вӗсен кӑна мар-ха, пур ҫӗрте те тасатмалла. Темиҫе теҫетке ҫул каяллӑ тунӑ тасатмалли сооруженисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн япӑхса пыраҫҫӗ. Пӗр енчен, вӗсен оборудованийӗ паянхи кун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть, тепӗр енчен нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпарсах пыраҫҫӗ те, сооруженисене тиевӗ те пысӑк лекет. Тӑвайсем те тасатмалли сооруженисене иртнӗ ӗмӗртех, 1986 ҫулта, тунӑ. Талӑкра 700 кубла метр йышӑнма пултараканскере кайран пӗртте тӗплӗн юсаман. Канализаци пӑрӑхӗсен пӗтӗмӗшле сечӗ вара — 14 пине яхӑн метр. Тӑвай ялӗн хыснинче пӗлтӗр 700 пин тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ӑна вӗсем биологилле тасатмалли сооружение тума проект хатӗрлеме янӑ. Талкӑра 500 кубла метр таса мар шыв тасатаякан станци валли техника условине алла илнӗ, ӑна ӑҫта туса лартассине палӑртнӑ. Халӗ тӑвайсем республикӑн адреслӑ инвестици программине кӗме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Зоокӗтесри пӑлан Шупашкарти А. Николаев космонавт ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнчи «Ковчег» зоокӗтес пӑлан аҫипе амине илсе килнӗ. Дмитрий Моисеев хаҫатҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, зоокӗтес ертӳҫинчен Георгий Богославскирен ывӑлӗ Хӗл Мучи мӗнле транспортпа ҫӳрени пирки ыйтнӑ-мӗн. Вӑл ачасене Ҫӗнӗ ҫулхи тӗп сӑнар пӑланпа ҫӳренине кӑтартма тӗв тунӑ имӗш. Икӗ ҫулти чӗрчунсем ҫут тӗнчене Уралта килнӗ, кӑштахран вӗсене Тутарстанри харпӑр хуҫалӑх тытса тӑракан туяннӑ. Халӗ вара вӗсем — Шупашкарта. Зоокӗтесре ытти чӗрчун та пур: тилӗ, енот, кроликсем, качакасем... Пурӗ — 30 ытла чӗрчун. Пӑлансем зоокӗтесре — чи пысӑккисем. Тата — чи хаклисем. Вӗсене Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ҫынсем килӗсенче чӑрӑшсене илемлетеҫҫӗ. Халӑх уява хатӗрленнӗ вӑхӑтра вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен сыхӑ тӑмалла. Ҫамрӑк чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касасран сыхлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ятарласа мобильлӗ ушкӑнсем йӗркеленӗ. Вӗсем вӑрмансене куллен сыхлаҫҫӗ. Акӑ Канашри вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем Канаш, Тӑвай, Вӑрмар районӗсенчи шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе пӗрле вӑрмана чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касакансенчен хӑтарас тӗллевпе сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе автоҫулсем ҫинче транспортсене тӗрӗслемелли 4 пост йӗркеленӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех халӑха чӑрӑшсене касмалла марри пирки ӑнлантараҫҫӗ, йывӑҫа саккунсӑр майпа кассан мӗн пуласси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енре виҫӗ сунарҫӑ вӑрманта хир сыснипе унӑн ҫурисене пенӗ. Вӗсем куншӑн йӗплӗ пралук леш енче 2 ҫул таран ларма пултарӗҫ. ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 5-мӗшӗнче полицирен Муркаш районӗн ҫыннисем пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем палламан сунарҫӑсене курнине пӗлтернӗ. Вӗсемех хир сыснипе ҫурисене пенӗ. Официаллӑ информаци тӑрӑх, полицейскисем айӑплӑ тесе шухӑшлакан пӗр ҫынна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шатракасси ялӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. 21 ҫулти арҫын ҫумӗнче хир сыснин тушкине тупнӑ. Тепӗртакран унпа пӗр шухӑшлисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем — Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенчен. Халӗ вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пуҫарнӑ «Селфи — ҫӳп-ҫапа хирӗҫ» республика акцийӗ «Экопозитив — 2014» пӗтӗм Раҫҫейри премин ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Ҫак премие регионсем хушшинчи «Эка» экологи общество организацийӗ йӗркеленӗ. Ӑна обществӑна экологи ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас тӗллевпе пуҫарнӑ. Ҫулсерен иртекен преми ҫӗнтерӳҫисене раштавӑн 11-мӗшӗнче Мускавра чысланӑ. Унта тӳре-шарана, бизнес-организацисене, экологи сообществисене, МИХсене чӗннӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин элчисем те пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫутҫанталӑк чулӗнчен хатӗрленӗ статуэткӑсемпе, дипломсемпе чысланӑ. Уявпа килӗшӳллӗн эко-ярмӑрккӑ йӗркеленӗ, эко-парнесем хатӗрлес енпе ӑсталӑх класӗсем иртнӗ, экокухньӑна тутаннӑ, эколотерея пулнӑ. Сӑнсем (34) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |