Ҫутҫанталӑк
Канаш районӗнчи Пайкилт ял тӑрӑхӗн ҫыннисем хӑйӑра саккунсӑр майпа кӑларни пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ. Документсемпе килӗшӳллӗн, ҫав вырӑнсенче ҫӗре нихӑҫан та чавман, ҫӗр пуянлӑхӗ пирки пӗлмен те. Министерство ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫур ӗмӗр каялла кунта колхоз ветеранӗсен кану бази пулнӑ. Унтан ӑна ачасене панӑ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Спутник» лагерь ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗччен ӗҫленӗ. Унтан вырӑнти тӳре-шара ҫурт ванчӑкӗсемпе ялсенчи ҫул-йӗре сарнӑ. Халӑх ҫӑва ҫулне лайӑхлатма, шӑтӑк-путӑка пӗтерме ыйтнӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Аркадий Григорьев каланӑ тӑрӑх, фундамента ҫӑва ҫулӗ ҫине сарнӑ. Хӑйӑр таран чавса ҫитсен вӑл та хута кайнӑ. Халӑх шухӑшӗпе, ӑна сутма тытӑннӑ. 40 соткӑна 2 метр тарӑнӑш чавнӑ, тӑм патне ҫитнӗ. Аркадий Григорьев каланӑ тӑрӑх, шӑтӑка якатса пушар тухсан усӑ курмалли пӗве тӑвасшӑн. Шухӑш лайӑх-ха, анчах официаллӑх пирки маннӑ. Хӑйӑр — ҫӗр пуянлӑхӗ, ӑна кӑлармашкӑн лицензи кирлӗ. Кӑларнӑ хӑйӑр 1500 кубла метрпа танлашнӑ. Административлӑ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кунашкал тӗслӗх пӗлтӗр те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Пӗлсе лартсан йывӑҫ ҫапла кашлӗ Кун пирки Шупашкарти экологсем тӗп хулари йывӑҫ-тӗм епле чӗрӗлнине хакланӑ тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ. Тӑван тавралӑх тӑрӑмӗшӗн ҫунакансем кӑҫал ҫуркунне лартнӑ йывӑҫ-тӗм пахалӑхне халех хакланӑ. Ахаль чухне ку ӗҫе тепӗр ҫултан пурнӑҫлакан та, ку хутӗнче вӑрах тӑхтас темен. Ятарласа вӗрентнӗ специалистсем лартнӑ йывӑҫ-тӗмӗн 95 ытла проценчӗ чӗрӗлнӗ. Хӑйсен кӑмӑлӗпе лартма тухнисен 80 проценчӗ вӑй илнӗ. Ку вӑл йывӑҫ-тӗм лартма профессионалсене шанмаллине пӗлтерет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Шупашкарти Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх паян хулара ҫумӑрлӑ ҫанталӑк, +17–+19 ӑшӑ пулмалла. Ҫил ҫурҫӗр енчен 7 м/ҫ хӑмӑртлӑхпа вӗрмелле. Тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, ҫавах та вӑхӑт-вӑхӑтӑн хӗвел те пӑхса илӗ. Ҫавах та ҫумӑр нумай ҫумӗ, пысӑк ҫумӑрсем ытларикунсене килмелле. RP5 портал хыпарланӑ тӑрӑх ун хыҫҫӑн кашни кунах ҫумалла. Ҫил ҫак кунсенче малтан ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, кайран — анӑҫ енчен. Чӑвашра ҫумӑр утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа ҫуман — унтанпа тӑпра самай типме ӗлкӗрнӗ. Хальхи вӑхӑтра вырма пынӑ май, паллах, типӗ ҫанталӑк тӑни ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене самай пулӑшу кӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енри 9 районта пушар тухас хӑрушлӑх IV класс пулнине палӑртнӑ. Чи пысӑк класс пиллӗкмӗш шутланать. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ. Республикӑра вӑрмансене ятарлӑ хурал сыхлать. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнман ҫынсене дисциплинарлӑ, административлӑ явап тыттарма пултарӗҫ. Хӑш-пӗр тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарма пултараҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ граждансене 2–4 пин тенкӗлӗх штрафлама ирӗк пур. Должноҫри сӑпатсене – 15–30 пин тенкӗлӗх. Юридици сӑпачӗсен 400 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫӗкӗ пулӑ Ыран Атӑла черетлӗ хутчен вӗтӗ пулӑ ярӗҫ. Хальхинче – осетр йышши паха пулӑ, ҫӗкӗ, 15 пин штук. Ку вӑл Шупашкар шыв управҫине пулӑпа пулӑхлатма иртерекен экологи акцийӗ пулӗ. Вӗт пулла виҫӗ уйӑх хушши ӳстернӗ, ятарлӑ комбикормпа тӑрантарнӑ. Юлашки вунӑ кунне ҫӗкӗне Атӑлти шыв температурине хӑнӑхтарнӑ тесе хула мэрийӗнче пӗлтернӗ. 15 пин ҫӗкӗне Йӑлӑмри Октябрьски поселокра ярӗҫ. Ҫакна тума «Атӑл» ача-пӑча уйлӑхӗнче канакансене шанӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Комплекс туса хурассине сӳтсе явнӑ самант Кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Тытӑма Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районӗ кӗрӗ. «Каяшсене тирпейлесси» ятлӑ Мускаври предприяти утӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствипе ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта сӑмах йӑлари хытӑ каяшсене муниципалитетсем хушшинче тирпейлемелли тытӑм туса хурасси пирки пырать. Тытӑма виҫӗ ҫулта йӗркелемелле. Мускав компанийӗ проекта 750 миллион тенкӗпе хакланӑ. Комплекса йӑлари хытӑ каяша ҫулталӑкра 100 пин тонна вырнаҫтармалли полигон, ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар каяш уйӑрмалли комплекс тата ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар ҫӳп-ҫап тиесе уйӑракан станцирен тӑмалла. Йӑлари хытӑ каяшӑн 80 процентне тирпейлесшӗн тата сиенсӗрлетесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Сасӑлав кӑтартӑвӗсем РФ Ҫутҫанталӑк министерстви тата «Ҫутҫанталӑк» фонд «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцине ирттерет. Кӑҫал ҫулла ҫӗршыври регионсенче сасӑлав иртет, унпа килӗшӳллӗн кашни тӑрӑх хӑйӗн симӗс паллине палӑртӗ. Симӗс паллӑ край, республика, облаҫ ҫутҫанталӑкӗпе, историпе, культурипе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ӳсен-тӑран та пулаять: йывӑҫ, тӗм, чечек. Раҫҫей аллейине Севастопольти Ҫӗнтерӳ паркне вырнаҫтарӗҫ. Чӑваш Республикин симӗс паллишӗн ruspriroda.ru сайтра сасӑлама пулать.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Тӑрӑшсан ӗҫ каять Шӑматкунлӑхсене ытларах чух ҫуркунне йӗркелеҫҫӗ те, анчах ӳркенмен ҫын валли тирпейлемелли ҫулла та тупӑнсах тӑрать. Тата тепӗр предприяти-организаци тата уйрӑм ҫын ӑҫта кирлӗ унта ҫӳп-ҫап, йӑлари хытӑ каяша тухса тӑкать те вӗсем хыҫҫӑн ирӗксӗрех пуҫтарса ҫӳреме тивет. Ӗнер, ав, Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче вырӑнти информаципе культура центрӗнче ӗҫлекенсене такамсем пырса тӑкнӑ ҫӳп-ҫап вырӑнне пуҫтарма кӑларнӑ. Алла кӗреҫе, кӗрепле, шӑпӑр тытнӑскерсем ҫине тӑрсах ӗҫленӗ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе ҫине тӑрса тума хистени — Автомобиль кросӗ енӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн Пӗтӗм Раҫҫей шайӗпе йӗркелекен ӑмӑртӑва асӑннӑ тӑрӑхра ирттерни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Шырасан тупӑнать Экологи хӑрушсӑрлӑхне хирӗҫле тӗллевпе республикӑн ҫутҫанталӑк министерстви акци ирттернӗ. Ют чӗлхерен кӗнӗ селфи сӑмах фотоавтопортрет тенине пӗлтерет. Ҫӳп-ҫапа хирӗҫ акцие йӗркелекенсем пӗр-пӗр ҫӗрте ҫӳп-ҫап купаланса выртнине курсан ӑна ӳкерсе илсе министерствӑн электрон адресӗпе ярса пама ыйтнӑччӗ. Акци пӗр уйӑх тӑсӑлнӑ вӑхӑтра ҫынсем пурӗ 120 ытла сӑнӳкерчӗк ҫитернӗ. Фотосем саккуна пӑсса йӗркеленӗ 51 ҫӳп-ҫап вырӑнне тупса палӑртма пулӑшнӑ. Вӗсенчен ҫуррине халех пӗтернӗ ӗнтӗ. Ыттисене тавралӑха тирпейлемелли кӗрхи шӑматкунлӑх вӑхӑтӗнче пуҫтарма палӑртаҫҫӗ. Акцие шкул ачисемпе студенстем уйрӑмах хастар хутшӑннӑ. Районсенче вара пуҫару ушкӑнӗсем те йӗркеленӗ. Вӗсем экологи тӗпчевӗсене тухса ҫӳренӗ. Акцие хутшӑннисене пурне те «Сӑрҫум» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие илсе кайма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
gov.cap.ru сайтри сӑн Юлашки эрнере Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ. Шупашкар ҫывӑхӗнче ав хир сыснине ҫапса кайнӑ. Улатӑр районӗнче пӑши кустӑрма айне лекнӗ. Муркаш районӗнче вара тӳрех икӗ пӑши урапа айне лексе вилнӗ. Пӗтӗмпе ҫӗртмен 10-мӗшӗ тӗлне ҫул ҫинчи пӑтӑрмаха пула тискер ҫичӗ чӗрчун кустӑрма айӗнче вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал виҫӗ тӗслӗх нумайрах. Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха ҫакӑ? Вӑрманти чӗрчунсем, ҫамрӑккисем, куҫаҫҫӗ. Тата шӑрӑх ҫанталӑк та витӗм кӳнӗ ахӑртнех. Чӗрчунсем хурт-кӑпшанкӑран ҫӑлӑнса уҫӑ вырӑна тухаҫҫӗ. Ведомство водительсене асӑкрханулларах пулма ыйтать. Ҫул ҫинче паллӑсене асӑрхамаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |