Ҫутҫанталӑк
Ҫӳп-ҫап вырӑнӗнче симӗскурӑк ешерӗ Тӗш-тырӑ пяан-ыранах туса илеймӗҫ те, анчах ҫӳп-ҫап вырӑнне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата федераци ведомствисен территорири тытӑмӗсен ертӳҫисемпе тунти кунсерен ирттерекен черетлӗ канашлура ытти ыйтупа пӗрлех йӑлари хытӑ каяшсен Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне рекультивацилессине пӑхса тухнӑ. ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗ Александр Коршунов каланӑ тӑрӑх, рекультивацие икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Малтанхинче ҫӳп-ҫап вырӑнне хытарма, унта пулӑхлӑ ҫӗр сарма палӑртаҫҫӗ. Биологи тапхӑрӗ 2018 ҫултан пуҫланса тӑватӑ ҫула тӑсӑлмалла. Вӑл вӑхӑтра унта нумай ҫул ӳсекен курӑк акса ӳстермелле. Рекультиваци валли кӑҫал 122,5 миллион, 2018 ҫулта 267,9 миллион тенкӗ уйӑрмалла. «Ку проекта пурнӑҫа кӗртни тӑван тавралӑха кӳрекен сиенлӗ витӗме чакарать, 30 ытла гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне тавӑрма пулӑшать», — тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Шупашкар хула администрацийӗ хулари ҫӗр лаптӑкӗсен тасалӑхне сӑнасах тӑрать. Кӑрлач уйӑхӗн 9-25-мӗшӗсенче администрацин специалисчӗсем вырӑна тухса тӗрӗслевсем ирттернӗ. Вӗсем хӑш-пӗр ҫӗрте ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ. Юраман ҫӗре ҫӳп-ҫап тухса пӑрахнӑ виҫӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Айӑплисене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи кӑтартусене ӗненес тӗк, ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ ҫӗр лаптӑкӗ 2366 тӑваткал метрпа танлашнӑ. Кӑрлачӑн 23-мӗшӗ тӗлне вара кунашкал лаптӑк 999,25 тӑваткал метр чакнӑ. Халӗ пӗтӗмпе ҫӳп-ҫаппа вараланнӑ 1266,75 тӑваткал метр юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнче пурӑнакансем ҫӳп-ҫап купипе питех те кӑмӑлсӑр. Ӑпӑр-тапӑра кӳршӗ регионтан, Тутарстанран, килсе тӑкаҫҫӗ. Ку ыйту тӗрлемессене 20 ҫул каяллах пӑшӑрхантарма пуҫланӑ. Унтанпа вӗсем Тутарстанри тӗрлӗ ведомствӑна вун-вун ҫыру ӑсатнӑ. Юлашки ҫырӑва унти Экологи министерствине ҫырнӑ. Айӑплисене явап тыттарни пирки пӗлтернӗ. Анчах ҫӳп-ҫап купине хупасси пирки никам та шарламан. Ҫитменнине, купа пысӑкланса кайсан кӳршӗ регионтан трактор-машинӑпа килсе ӑна таптаҫҫӗ. Айӑплисене явап тыттарнӑ-и е ҫук-и — анчах купа пысӑклансах пырать. Россельхознадзор палӑртнӑ тӑрӑх, кӳршӗ регионсем тӗрлемессен ҫӗрӗ ҫине 12 соттӑй кӗрсе кайса тӑкнӑ. Тӗрлемессем тавралӑха вараланӑшӑн питӗ кулянаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫал Раҫҫейри 27 регионти вӑрмансене сӑтӑрҫӑ кӑпшанкӑсем тапӑнасси пирки пӗлтереҫҫӗ. «Антистихия» эксперт центрӗ Чӑваш Ене ҫав регионсен йышне кӗртнӗ. Атӑлҫи федераци округӗнче Чӑваш Енсӗр пуҫне Пушкӑртстан, Тутарстан, Ӗренпур, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсене сӑтӑрҫӑсем килес хӑрушлӑх пур. «РИА Новости» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑпшанкӑсем сӑтӑр тунине пула йывӑҫ япӑх аталанма, ҫимӗҫ сахалрах пама, хӑрма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
"Про Город" тунӑ сӑн Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Шупашкарти кӳлмекре пулӑ нумай вилнине ҫынсем асӑрханӑ. Ку вӗсене пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа ку хыпара ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ. Ведомство ҫынсен ыйтӑвне асӑрхамасӑр хӑварман. Специалистсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ, анчах пулӑ виллисене асӑрхаман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑсем шартлама сивве пула вилме пултарнӑ. Сивӗре шывра кислород сахалланма пултарнӑ. Ҫынсем пулӑ виллисене шыв юхса тухакан вырӑнта асӑрханӑ. Кайран вӑл пӑрпа витӗннӗ, тен, ҫавӑнпа ведомство нимӗн те курман та? Ҫапах ку ыйту пирки манса кайман, ӑна тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Заповедникра ӗҫлекенсем ку версипе килӗшмеҫҫӗ иккен. Ун пек ҫырӑва вӗсем «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫитернӗ. Африка мурне хир сыснисем сараҫҫӗ тенин заповедникри ӑсчахсене кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хир сыснисем килти сыснасенчен чир ҫаклатаҫҫӗ. Заповедникри специалистсем килти сыснана вӗсен территорине такам пӑрахнӑ тесе каласшӑн. Ҫапла хӑтланни такамсене кирлӗ имӗш: ҫавсем хир сыснисене никам тӗрӗслесе тӑмасӑр тытма ирӗк парасса шанаҫҫӗ. Заповедникре вилнӗ хир сысни тупиччен маларах РФ Президенчӗн Администрацине Атрать (Улатӑр районӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) ялӗнчен ҫыру ҫитнӗ. Унта Напольноери тата Сӑрҫи Майданри (Пӑрачкав районӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) тӗслӗх хыҫҫӑн заповедникри хир сыснисене мӗншӗн персе пӑрахмаҫҫӗ тенӗ-мӗн. Африка мурне сарма темиҫе ҫул каялла кашкӑрсене вӗлермелли кампани ирттерни те пулӑшнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Кашкӑрсем — вӑрман санитарӗсем. Вӗсем вӑйсӑр тата хир сыснисене тӗп тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Хир сыснине тытма юрамасть Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнине пула ҫак чӗрчунсене сунарҫӑсен те тытма юрамӗ. Ку чару Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсене пырса тивет. Хушӑва Чӑваш Енӗн праивтельстви шайӗнчех хатӗрленӗ. Ӗҫлӗ хута ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин ӗнер алӑ пуснӑ. Аса илтеретпӗр, пилӗк чӗрчуна «Сӑрҫи» заповедникре асӑрханӑ. Хир сыснисен виллисене ҫунтарса янӑ, виҫӗ метр тарӑнӑшне пытарнӑ. Инфекци радиусне палӑртнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Шупашкарта депутатӑн ҫӳп-ҫапӗ ҫунать. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк министерствинче тӑрӑшакансемпе полицейскисем ҫӳп-ҫапа саккуна пӑсса пухнине палӑртнӑ. «Экосервис» предприяти ячӗпе ун чухне санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнман тесе административлӑ материал шӑрҫаланӑ. Анчах эрне иртсен те лару-тӑру улшӑнман: вырӑн ҫаплипех мӑкӑрланса тӑрать иккен. Ҫак факта каллех «Ҫыхӑнура» портал хыпарлать. Яваплисене черетлӗ хутчен чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн Ҫутҫанталӑк министрествин ӗҫченӗсем сывлӑша тата ҫӳп-ҫап мӗн чухлӗ пуҫтарӑнса кайнине виҫсе кайнӑ. «Экосервис» пуҫлӑхӗ — Алексей Никитин, вӑл — Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паянхи ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пирки республикӑри тӳре-шара селекторлӑ канашлӑва пухӑнса сӳтсе явнӑ. «Ҫанталӑк пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗслет. Теветкеллӗхе чакарас тесе мӗнпур мера йышӑнмалла», — тенӗ унта республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Республика тулашне тухса кайман пуҫлӑхсене (сӑмахӗ ҫулталӑкра пӗрре илекен кану пирки пырать) вӑл ӗҫе тухма чӗнсе каланӑ. Асӑрхануллӑ пулма 2014 ҫулхи кӗркунне шар кӑтартнӑ пӑрлӑ ҫумӑр та хистет. Ун чухне республикӑри темиҫе ял электричество ҫутисӗр темиҫе кунлӑха тӑрса юлнӑччӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Председателӗ Иван Моторин та канашлура электрохуҫалӑх тата ҫул-йӗр япӑхнине асӑнса хӑварнӑ. Лару-тӑрӑва вӑл вырӑна тухса тӗрӗслемеллине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев вара ҫул-йӗре вӑхӑтра тасатмаллине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Тӳре-шара Илпеш патӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне васкать Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап купи ҫунни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах темиҫе хут та пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен каяш купине официаллӑ майпа хупнӑ, анчах вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫапа хӑшӗсем пӗрех пырса пӑрахма чарӑнман тенӗччӗ. Темиҫе теҫетке ҫул пухӑнса пынӑ ҫӳп-ҫап утӑ уйӑхӗнче ҫунма тытӑннӑччӗ. Тӳре-шара каяш вырӑнӗ патне ял ҫыннисене пулми-пулми пыма сӗнменнине те эпир хыпарланӑччӗ. Ӗнер Шупашкар районӗнче Иван Моторин премьер-министр пулнӑ. Вӑл Илпеш патне те ҫитсе килнӗ. Унта ирттернӗ васкавлӑ канашлура яваплӑ ытти ӗҫченпе тата районти тӳре-шарапа ҫулӑма епле сӳнтермеллине сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |