Вӗренӳ
![]() «Тӗслӗхлӗ ача пахчи» Пӗтӗм Раҫҫейри смотр-конкурсра Питӗрти Нева районӗнчи 35-мӗш ача пахчи «лауреат-ҫӗнтерӳҫӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑл тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлешӗвӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учреждение чӑваш хӗрарӑмӗ, Елена Архипова, ертсе пырать. Елена Алексеевна 1964 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапашра ҫуралнӑ. 1983 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн Питӗре тухса кайнӑ. Унта вӑл 8-мӗш педагогика училищинче вӗреннӗ. Икӗ ача амӑшӗ. Малтан ача пахчинче воспитательте ӗҫленӗ. 2000 ҫулта вӑл А.И. Герцен ячӗллӗ педагогика университетӗнчӗн вӗренсе тухнӑ. Вӗренӳ сферинче 1988 ҫултанпа ӗҫлекенскере ача пахчин пуҫлӑхӗн тилхепине 2002 ҫулта шанса панӑ. Ентешӗмӗрӗн тӗрлӗ Хисеп грамоти, ытти чыслав чылай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре регионсен хушшинчи «Ветеран валли — ҫыру» пултарулӑх конкурсӗн республика шайӗнчи тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Кун пирки Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ хыпарлать. Конкурса ача ҫурчӗсенче пурӑнакансем, интернат шкулсенче тата ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. 30 ача ярса пана сочиненисенчен, эссесемпе открыткӑсенчен тӳресем чи лайӑх виҫӗ ӗҫе суйласа илнӗ. Шупашкарти тӑлӑх ачасен центрӗн вӗренекенӗн А. Кабартовӑн ветеран патне ҫырнӑ ҫырӑвӗ чи ӑнӑҫли пулнӑ, иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗн вӗренекенӗсем С. Ахмедовӑпа В. Николаева. Виҫҫӗмӗшне вара Шупашкарти сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавак ачасен 2-мӗш шкулӗнче вӗренекен М. Антонова йышӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене дипломпа чысланӑ, парне панӑ. Ятран ҫырнӑ ҫырусем вара ҫитес вӑхӑтрах ветерансем патне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Олеся Герасимова тунӑ сӑн Кӑҫал Пӗтӗм вырӑссен диктантне 600 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 550-шӗ диктанта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ҫырнӑ. Тепӗр 140 ҫын, ҫывӑх хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсенчен килнӗскерсем, TruD акцие хутшӑннӑ. Ӑна Шупашкарта вырӑс чӗлхине ют чӗлхе пек вӗренекен ҫынсем валли ятарласа йӗркеленӗ. Ӑна пӗлтӗр пӗрремӗш хут ирттернӗ, ун чухне акцие 59 ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗм вырӑссен диктантне 2004 ҫулта Новосибирскра йӗркелесе янӑ. Чӑваш Ен унта 2013 ҫултанпа хутшанать. Пӗлтӗр 600 ытла ҫын диктант ҫырнӑ, вӗсенчен 44-шӗ «5» паллӑ илнӗ. Кӑҫал кӑтартусем ака уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ. ЧПУри филологсен команди ӗҫсене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта чи лайӑх класс суйланӑ. Хула шайӗнчи иртнӗ конкурса ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, финала 8 класс тухнӑ: вӗсем 10, 20, 24, 40, 43, 48, 56 тата 59-мӗш шкулсенчен. Вӗсем видеохӑтлав тата «Классный и компания» ятлӑ визит карточки хатӗрленӗ. 48-мӗш шкулти 4-мӗш «в» класс ачисем чи маттуррисем пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна 24-мӗш шкулти 2-мӗш «б» калсс, 56-мӗш шкулти 4-мӗш «и» класс класс тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна 20-мӗш шкулти 3-мӗш «в» класс, 43-мӗш шкулти 4-мӗш «е» класс, 40-мӗш шкулти 4-мӗш «к» класс йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Красноармейскинче республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог педагог» тата «Ҫулталӑкри чи ӑста социаллӑ педагог» конкурссен районти тапхӑрӗсене пӗтӗмлетнӗ. Район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Трак тӑрӑхӗнче «Ҫулталӑкри чи ӑста социаллӑ педагог» ята Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Арина Михайлова тивӗҫнӗ, «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог педагог» ята ҫак шкултах ӗҫлекен Елена Константинова ҫӗнсе илнӗ. Класс ертӳҫисен йышӗнче Трак вӑтам шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Валентина Лукинана ҫитекен пулман. «Пӗчӗк ҫӑлтӑр» ача пахчин воспитателӗ Галина Николаева «Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» пулса тӑнӑ. «Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» ята ҫӗнсе илессишӗн вара Трак вӑтам шкулӗн физкультура учителӗ Валерий Чаховский тупӑшӗ — район шайӗнчи конкурсра вӑл чи маттурри пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Александр Степанов Нумаях пулмасть Шупашкарти 47-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине верентекенсен республикӑри конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Ҫӗнтерме 10 педагог, вӗсен шутӗнче Тутарстанри те пулнӑ, ӑнтӑлнӑ. Вӗрентекенсем чӑваш чӗлхи урокне епле ирттернине кӑтартса панӑ, тӳресен умне чӑваш тумӗпе тухнӑ. Пуринчен ытла балл пухса Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӗҫлекен Александр Степанов ҫӗнтернӗ. Каярах вӑл Мускавра иртекен наци чӗлхисен учителӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх сехетӗнче хӑйӗн профессири пултарулӑхне кӑтартӗ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2018» конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтернӗччӗ. Хулари 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Александр Степанов унта «Педагог дебючӗ» номинацире ҫӗнтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ильяс Калмыков архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Ильяс Калмыков И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультечӗн студенчӗсемпе тӗл пулнӑ. Ҫамрӑксем депутата ыйтусем панӑ. Ильяс Калмыков Чӑваш Енре политика карьерине малалла тӑсасшӑн маррине пӗлтернӗ. Вӑл студентсене хӑйӗн округӗнчи муниципалитет суйлавне хутшӑнса хӑйсен вӑйне тӗрӗслеме сӗннӗ. Вӑл вара чи маттуррисене пулӑшма шантарнӑ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑк депутат хӑйӗн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, ӗҫри йывӑрлӑхсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ильяс Калмыковӑн депутат тивӗҫӗсем 2020 ҫулта вӗҫленеҫҫӗ. Сӑмах май, унӑн амӑшӗ «МАЧ» тулли мар яваплӑ обществӑн пӗр хуҫи шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Питӗрте Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри шкул умӗнхи чи лайӑх 100 учреждени» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Шупашкарти ача пахчи палӑрнӑ. Конкурс лауреачӗсен йышне ҫӗршыври 5 ача пахчи кӗнӗ. Вӗсен йышне Шупашкарти 19-мӗш ача пахчи кӗнине палӑртма питӗ кӑмӑллӑ. Ӑна «Раҫҫейри чи лайӑх патшалӑх ача пахчи» ят панӑ. Жюрире Федераци Канашӗн ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура тата информаци политикин комитечӗн, Патшалӑх Думин вӗренӳ комитечӗн тата ытти ведомство элчисем пулнӑ. Вӗсем Шупашкарти 19-мӗш ача пахчи шкул умӗнхи ачасен вӗренӗвӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине вӗренес кӑмӑлне ҫӗклес, чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе Ҫӗрпӳ районӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртнӗ. Асӑннӑ фестивале районти шкул ачисем, 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Фестиваль номинацийӗсем ҫаксем пулчӗҫ: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри», «Чӑваш ташши», «Чӑваш апачӗ». Ҫӗрпӳ районӗнче пултаруллӑ ача-пӑча нумай пулнине фестиваль аван кӑтартса пачӗ. |
Вӗренӳ
![]() Санкт-Петербургри гидрометеорологи университетӗнче вӗренекен каччӑ реанимацие лекнӗ. Вӑл тӑрӑхри «Фонтанка.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, нумай пулмасть ҫеҫ 18 ҫул тултарнӑ яша Купчинӑри 5-мӗш ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Шӑмми-шаккине аванах хуҫса пӗтернӗскере реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫамрӑк Фрунзе районӗнче хӑнара пулнӑ. Хӑй вӑл аслӑ шкулӑн Большевиксен проспектӗнчи общежитийӗнче регистрациленнӗ. Каччӑ мӗн сӑлтавпа пиллӗкмӗш хутран персе аннине (е, тен, такам тӗксе янине) тӗпчевҫӗсем палӑртасса шанас килет. Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ӳсӗр пулнӑ, унтан эрех шӑрши аванах кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |