Вӗренӳ
![]() Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура суя диплом сутакансене тупса палӑртнӑ. Тата тӗрӗсерех каласан, ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче хыпарлакансене. Вӗренни ҫинчен калакан хута сутса илме юраманнине шута илсе надзор органӗ Шупашкарти Ленин район судне тухнӑ. Тавӑҫра вӑл диплом сутакан сайтӑн страницин ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ. Халӗ суд ларӑвӗ иртнӗ. Унтисем те суя диплом сутаканснее ырламан, диплом сутассине хыпарлакан страницӑна хупмалла тесе йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Ун валли 10 кун кирлӗ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр енӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаламасан суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗрет. Тӳре йышӑнӑвӗ вӑя кӗрсен прокуратура Роскомнадзора ҫитме палӑртать. Унта вӑл хайхи диплом сутакан сайтри страницӑна хупма ыйтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Е.Исаева тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей студенчӗсен парачӗ иртӗ. Пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ ҫамрӑксене студентсен ретне йышӑнӗҫ. Парад Республика тӳремӗнче 13 сехет ҫурӑра старт илӗ. Студентсен колоннисем утсан официаллӑ пай пуҫланӗ. Ҫамрӑксем тупа туса студентсен ретне тӑрӗҫ. Мероприяти концертпа вӗҫленӗ. Унта студентсем юрлӗҫ, ташлӗҫ. Сӑмах май, студентсен пӗрремӗш парачӗ Мускавра 2002 ҫулта иртнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӑл 13 ҫул иртнӗ, ҫулсерен унта 45 пин ытла студент пухӑннӑ. 2017 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ пуҫарӑвӗпе Чӑваш Ен те парада хутшӑнма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Надежда Клинк Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен яланхи пекех Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртнӑ. Ҫак ята тивӗҫнӗ 1000 педогогӑн ячӗ ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Вӗсене 200-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Кӑҫал ку йыша Чӑваш Енри 9 вӗрентекен кӗнӗ: Етӗрнери 2-мӗш шкулти вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ Александр Меркурьев; Патӑрьелти 1-мӗш шкул йӗркелӳҫи Юрий Васюткин; Шупашкарти 47-мӗш шкулти технологи учителӗ Наталия Выйгетова; Шупашкарти 3-мӗш лицейри физика вӗрентекенӗ Надежда Клинк; Шупашкарти 49-мӗш шкулти технологи учителӗ Валерий Кудряшов; Шупашкарти 24-мӗш шкулти историпе обшествознани вӗрентекенӗ Марина Кумалякова; Вӑрмарти Егоров ячӗллӗ шкулти биологи учителӗ Клавдия Николаева; Шупашкарти 44-мӗш лицейри истори вӗрентекенӗ Елена Пустовалова; Йӗпреҫри 2-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Алена Ядрицова Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри тӳре-шарана вырӑсла вӗрентме шухӑш тытнӑ. Ҫакӑн валли хыснаран укҫа уйӑрӗҫ. Нумаях мар-ха. 48,4 пин тенкӗ. Патшалӑх служащийӗсене хушма пӗлӳ парас кӑмӑллисене суйламашкӑн конкурс ирттерме йышӑннӑ. «Современный русский язык» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри вырӑс чӗлхи) программӑпа вӗрентекене палӑртмалли уҫӑ конкурс пирки патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Администрацийӗ йӗркеленӗ. Тӳре-шарана вырӑсла вӗрентес кӑмӑллисен заявкисене авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Чӗлхе пӗлӗвӗн шайне ҫӑпла майпа ҫывӑх вӑхӑтра 20 ҫын аталантарайӗ. Курса уҫӑмлӑ майпа йӗркелӗҫ. Вӑл кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен иртмелле. Чӗлхе пӗлӗвне тӳре-шара 18 сехет хушши ӑша хывӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Валентина Федорова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ Чӑваш кадет корпусне вӗренме кӗнисен малтанхи кунӗсем ют хуласенчи сборсенчен пуҫланчӗҫ. 8-11-мӗш классенчи ачасем ӗнер Пермьри кадет корпусне тухса кайрӗҫ. Паян вара 5-7-мӗш классенчисем Крыма самолетпа ирхи 5 сехетре вӗҫсе кайнӑ. Шупашкарти аэропорта ачасенчен хӑшӗсем ирхи 2 сехет валлиех ҫитсе тӑнӑ. Регистраци вӑхӑчӗ 2-рен 4-ччен пынӑ. Ҫавӑнпа ачасемпе вӗсене ӑсатакансен аэропорта ҫавӑн пек васкама тивнӗ. Валентина Федорова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, самолет кӗтекен 199 ачаран пӗрисем сак ҫинче ҫывӑх ҫынни ҫине пуҫ хурса тӗлӗрнӗ, теприсем лагере кайма ятарласа вӗреннӗ девиза ҫине-ҫине кӑшкӑрнӑ, виҫҫӗмӗшсем кофе ӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Чӑваш кадет корпусне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Линейка урамра иртнӗ. Ҫанталӑк ҫакна сиснӗ тейӗн — кас-кас килсе йӗпетекен ҫумӑр вунӑ сехет тӗлне иртнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ҫутатма ҫитнӗ хӑш-пӗр журналистӑн ҫав кунхине кӑмӑлсӑрланмалли тупӑннӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн пысӑк хӑнасене Кадет корпусӗпе паллаштарса ҫӳренӗ. Журналистсене унта тӳре-шарапа пӗрле кӗме тата шалта ӳкерме чарнӑ. Юраманнисен списокне «На-связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) портал, «REGNUM» информаци агентстви, «Правды ПФО» интернет-хаҫат, «Чебоксарские новости», «Грани» хаҫатсем тата Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн пресс-служби лекнӗ. Юлашкинчен каланисене Кадет скверне ӳкерме пултаратӑр, хула ӑна кӑна тунӑ тенӗ-мӗн. Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов шала федераци каналӗсене тата Чӑваш Енӗн наци телекуравне ҫеҫ кӗртме йышӑннине пӗлтернӗ. Журналистсем валли министр хӑй экскурси йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Чӑваш Енри ӑслӑ ачана ырланӑ. Ҫӗршыв шайӗнчи пысӑк тӳре-шара авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «ТВ Центр» телеканалпа эфира тухакан «Право знать» телекӑларӑмра вӗренӳпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравланӑ. «Вӑтам пӗлӗве Мускавра ҫеҫ ҫӳллӗ шайра илме май пур-и?» ыйтӑва хуравланӑ май вӑл: «Мегаполис теме май ҫук центрсемех тӗнче шайӗнчи олимпиадӑсем валли чи лайӑх ачасене хатӗрлеҫҫӗ», — тенӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме ҫапла регионсене асӑннӑ: «Вятка, Киров, Пермь, Екатеринбург, Чӑваш Ен». Унсӑр пуҫне вӑл «Шкулта астрономи ҫук пулин те Чӑваш Енри ача астрономи енепе пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑра ҫӗнтернӗ», — тесе палӑртнӑ. Кӑларӑмра учебниксен шутне, шалу шайне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ Кадет корпусне уҫма Олимп чемпионки Аделина Сотникова килӗ. Вӑл Совет Союзӗн Геройӗн, Александр Васильевич Кочетовӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать. Кадет корпусӗ, пӗлетпӗр ӗнтӗ, А.В. Кочетов ячӗпе хисепленет. Аделина Сотникова – хӗрарӑмсем хушшинче пӗччен ярӑнассипе уйрӑм зачетра 2014 ҫулта Олимп чемпионки ята тивӗҫнӗччӗ. 2013 тата 2014 ҫулсенче вӑл Европа чемпионачӗсене кӗмӗл медале, 2011 ҫулта юниорсем хушшинче тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Шупашкарти Кадет корпусне авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑннипе уҫмалла. Кайран ҫамрӑксем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне: Крыма тата Пермь тӑрӑхне — сбора тухса кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Йӗркелӳ комитечӗн канашлӑвӗ Паянпа ыран Вӑрнар поселокӗнче волонтерсем килтен киле ҫӳреҫҫӗ. Ирхи вуннӑран пуҫласа каҫхи ҫиччӗччен вӗсем хваттерсемпе килсем тӑрӑх хутлаҫҫӗ. Ҫынсенчен вӗсем поселокра ҫӗнӗ шкул кирлипе кирлӗ маррине тата ӑна Культурӑпа кану паркӗнче хӑпартса лартнине хирӗҫҫипе хирӗҫ маррине ыйтса пӗлӗҫ. Вӑрнарта 1000 ачалӑх ҫӗнӗ шкул тума ӗмӗтленеҫҫӗ. Халӑхра ыйтӑм ирттерессипе районта ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политкиин пайӗн пуҫлӑхӗ Денис Трофимов ертсе пырать. Ыйтӑм, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ҫурла уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче, ирхи 10-ран пуҫласа 19 сехетчен пырӗ. Волонтерсем ыйтӑм хучӗсемпе килсерен ҫӳрӗҫ. Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗпе каярах райадминистраци сайтӗнче паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Хальхи вӑхӑтри информаци технологийӗсем малалла аталанса пыраҫҫӗ. Ҫавна май пурнӑҫ палӑрмаллах ҫӑмӑлланать. Пӗр-пӗр ӗҫ тӑвассишӗн ӗҫрен ыйтса кайса е черетре ларса вӑхӑта ҫухатмалла мар. Патшалӑх е муниципалитет кӳрекен хӑш-пӗр пулӑшӑва тӗнче тетелӗ урлӑ илме май пур. Чӑваш Енре ҫак кунсенче ҫӗнӗ информаци ресурсӗ ӗҫлесе кайнӑ. Хушма пӗлӳ паракан организацисен сайт-навигаторӗ пулӑшнипе кружоксемпе секцисене килте ларсах ҫырӑнма май килӗ. «Навигатор дополнительного образования Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республиикн хушма пӗлӗвӗн навигаторӗ) сайтри информаципе тӗрлӗ ҫулхи ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе усӑ курайӗ. Хальхи вӑхӑтра унта 125 организацин 1200 ытла программине вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |