Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 59-мӗш шкулта вӗрентекенсем ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пуҫтараҫҫӗ тесе ЧР прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ. Ведомство ку хыпара ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш классенче йӗркеленнӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ пуҫарнипе шкулти пӳлӗмсенче юсама, чӳречесене улӑштарма, сӗтел-пукан туянма тата хуралҫӑ тытма укҫа пухнӑ. Нухрат шкул счечӗ ҫине куҫман, комитет пайташӗн аллине лекнӗ. Ҫапла ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенкӗ мӗнле расхутланнине пӗлеймен. Пӗрремӗш класс ачисен ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенке шкул ӗҫченӗсем вӑйпах пуҫтарма хушнине ҫирӗплетмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Материала следовательсене процессуаллӑ тӗрӗслев йӗркелеме ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта 11 ҫулти ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен ҫырнӑччӗ. Кӗскен илсен, ӗҫӗ-пуҫӗ ҫапларах пулса тухнӑччӗ: 37-мӗш шкула вырнаҫтарма кайсан шкул ертӳҫисем ачан прописки пирки тата ахаль шкулта та вӗренме пултарнине ҫирӗплетекен справка ыйтнӑ. Вӗсене хатӗрлесе ҫитерсен шкул директорӗ вырӑн юлман тесе йышӑнман имӗш. Ашшӗ-амӑшӗ ҫитнӗ кашни вӗренӳ учрежденийӗнче те вырӑн ҫук тесе хуравланӑ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ачан хӳттине кӗме тӑрӑшнӑ — ӑна 47-мӗш шкула ҫирӗплетнӗ. Анчах вырӑна ҫитсен тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — 11 ҫулхи Сашӑна тӳре-шара хӗрача ячӗпе ҫырса хунӑ иккен. Ачана авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хулари 17-мӗш шкула илнине Шупашкарти вӗренӳ управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ. Пӑтӑрмах пирки вӗренӳ управленийӗ те, прокуратура та тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Илья Тумаков Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ Шупашкарти 29-мӗш шкулӑн директорӗ кам пулассине палӑртнӑ. Конкурсра 27 ҫулти Илья Тумаков ҫӗнтернӗ. Илья И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн строительство факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл ЧПУн Студентсен канашӗн председателӗн тилхепине 5 ҫул тытса пынӑ, ҫамрӑксемпе нумай ӗҫленӗ. Илья мӗншӗн ҫак ҫула суйланӑ-ха? Унӑн амӑшӗ ӗмӗрӗпех вӗрентекенре тӑрӑшать. Илья хӑй пурӑнакан микрорайон пурнӑҫне те хастар хутшӑнасшӑн. Вӑл – аспирант, ҫавна май кӗнеке нумай вулать. Илья Тумаков шкул директорӗн тивӗҫне ҫитес эрнерен, документсем хатӗр пулсан, пурнӑҫлама тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна темиҫе шкула та илме хирӗҫленӗ. Пӗринче пачах «виҫҫӗ» пурришӗн «тиркенӗ». Александр А. ятлӑ арҫын ачана вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан улттӑмӗш кунхине ҫеҫ шкула илнӗ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР прокуратури ҫак ӗҫпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелне тишкернӗ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене мониторинг тунӑ чухне ведомство 11 ҫулти арҫын ачан правине пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗренӳ управленийӗнчи должноҫри ҫынсем тивӗҫне мӗнле пурнӑҫланине пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 37-мӗш шкул. Google карттинчи сӑн Ку пӑтӑрмах пирки «Про Город» портал каласа панӑ. 4 класс вӗренсе пӗтернӗ 11 ҫулхи арҫын ачана халӗ те ашшӗ-амӑшӗ нихӑш шкула та вырнаҫтарайман. Пӑтӑрмах мӗне пула сиксе тухни пирки портала ачан амӑшӗ каласа панӑ. Йывӑрлӑхсем 37-мӗш шкултан пуҫланнӑ иккен. Ашшӗ-амӑшӗ ачана ҫав шкула вырнаҫтарма кайсан шкул ертӳҫисем хутсем ыйтнӑ — ачан прописки пирки тата ахаль шкулта та вӗренме пултарнине ҫирӗплетекен справкӑна. Вӗсене хатӗрлесе ҫитерсен шкул директорӗ ачана ҫавах йышӑнасшӑн пулман — шкулта имӗш вырӑн юлман. Ашшӗ-амӑшӗ алла усман, ытти шкулсене те ҫитнӗ. Анчах ниӑҫта та ачана йышӑнасшӑн пулман — вӗсем ҫитнӗ кашни вӗренӳ учрежденийӗнче те вырӑн ҫук тесе хуравланӑ. Пӗринче вара ача япӑх вӗренни ҫине те кӑтартни пулнӑ — «виҫҫӗсем» пур имӗш. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ачан хӳттине кӗме тӑрӑшнӑ — ӑна 47-мӗш шкула ҫирӗплетнӗ. Анчах вырӑна ҫитсен тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — 11 ҫулхи арҫын ачана тӳре-шара ӑнсӑртран хӗрача ячӗпе ҫырса хунӑ иккен («Про Город» портал Александра Николаева ята асӑнать). Хальхи вӑхӑтра ача килте ларать, вӗренӳ программине ӑса ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе хывать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал шкул пӗтернисенчен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ витӗр тухайманнисем е экзамена начар тытнисем пӗлӗве ҫак уйӑхра тепӗр хут тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Вырӑс чӗлхипе экзамен тытайманнисем мӗнпур йышран 0,15 процент, математикӑпа — 0,92 процент. Ытларикун, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тата вӗренсе тухакансен патшалӑхӑн экзаменне тытма пулать. Эрнекун, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, математикӑн никӗс шайне патшалахӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ тата ҫак предметпа вӗренсе тухакансен патшалӑхӑн экзаменӗ тыттарса пахалӗҫ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр ушкӑн пӗлӗве авӑн уйӑхӑн 16-мӗшӗнче тӗрӗслейӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «композици» специальноҫа алла илме вӑтамран миллиона яхӑн тухса кайнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Композици» специальноҫне суйласа илнисен вӗренсе тухиччен 716 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку вӑл — хамӑр ҫӗршыврисен. Чикӗ леш енчен килнисен 1,2 миллион тенкӗ шӑкӑрт кӑна кӑларса хума тивӗ. Кӑҫал ЧПУра хысна вырӑнӗсене 900 ытла пӑхса хӑварнӑ. Анчах вӗсен шутӗнче медицина факультетӗнчи специальноҫсем ҫук. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫурла уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитменнине эпир те пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫавӑн пек хыпарпа ашшӗ-амӑшне Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков "савӑнтарнӑ". Кун пирки вӑл ятарлӑ йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнипе килӗшӳллӗн, муниципалитетӑн хушма пӗлӳ паракан организацийӗсен тӳлевлӗ пулӑшусен хакне палӑртнӑ чикӗрен ытлашши хӑпартма юрамасть. Ҫапла майпа вокал пӗлӗвне илме, хорпа юрлама, музыка инструменчӗсем калама вӗренмешкӗн, театр тата ташӑ искусствисене алла илмешкӗн авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ашшӗ-амӑшӗн кружока ҫӳрекен ачисемшӗн ытларах расхутланма тивет. Акӑ, сӑмахран, музыка инструменчӗсем калама хӑнӑхмашкӑн уйӑхсерен - 1630, хореографи кружокне ҫӳренӗшӗн - 1210, театр уйрӑмӗнче ӑсталӑха туптанӑшӑн - 1650, сӑнарлӑ искусство енӗпе пӗлӳ илмешкӗн 2000 тенкӗ каларса хума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Филармонири уява пухӑннисем Ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем валли Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уяв туса панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти «Юрай» ансамбль пултарулӑхӗпе киленнинчен пуҫланнӑ. «Корпорация Добра» (чӑв. Ырӑлӑх корпорацийӗ) волонтер организацийӗпе, ЧППУн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрячӗн музейӗн экспозицийӗпе, «Королевство снов» (чӑв. Ыйхӑ патшалӑхӗ) мода театрӗпе паллаштарнӑ. Уява Владимир Иванов ректор уҫнӑ. Аслӑ вӗренӳ заведенине пуҫласа ура ярса пуснисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Вӑл вӗренӳ отрасльне хыснаран укҫа нумай уйӑрнине ҫирӗплетсе кашни виҫҫӗмӗш тенке ҫак отрасле янине пӗлтернӗ. Унтан вӑл федерацирен шкулсем юсама тата тума «кӗмӗл» уйӑрнине те асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче тӳлевлӗ вӗренме май пуррине пирӗнтен кашниех пӗлет ӗнтӗ. Ачисем хисеплӗ ҫын пулччӑр тесе пӗрисем пур-ҫук кӗмӗлне кӑларса тыттараҫҫӗ, теприсем кӗсьери тупрана ниҫта чикме аптӑранипе вӗрентеҫҫӗ. Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ачамӑрсем специальноҫпа ӗҫлессине вӑхӑт кӑна кӑтартӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӳлевлӗ пӗлӳ илме пуринчен ытла пулас композиторсен тӑкакланмалла. Ҫакна прейскурана тишкернӗ Александр Белов журналист асӑрханӑ. Ҫапла, унччен хӑнӑхнӑ пек юристсен е мануаллӑ терапевтсен мар. «Композици» специальноҫне суйласа илнисен вӗренсе тухиччен 716 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку вӑл — хамӑр ҫӗршыврисен. Чикӗ леш енчен килнисен 1,2 миллион тенкӗ шӑкӑрт кӑна кӑларса хума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |