Вӗренӳ
![]() Роза Власова сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Кашмашра ҫӗнӗ шкул тутарас ыйтӑва пӗр вӑхӑтра уйрӑмах ҫине тӑрса ҫӗкленӗ хыҫҫӑн ку ыйту лӑпланнӑн та туйӑннӑччӗ. Анчах ҫук иккен. Ӗнер республикӑн килес ҫулхин хыснине сӳтсе явма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне пухӑнсан Кашмаш шкулӗ пирки черетлӗ хутчен аса илнӗ. Асӑннӑ ялти вӗренӳ учрежденийӗ пирки сӑмаха хальхинче чӑваш парламенчӗн депутачӗ Григорий Данилов хускатнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗ Светлана Енилина Кашмашра шкул тумассине унта ача ҫураласлӑх чакнипе сӑлтавланӑ. Youtube видеохостингра Муркаш районӗнчи Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) ятпа маларах видеочӗнӳ пичетленине пӗлтернӗччӗ. 1931 ҫулта хӑпартнӑ шкул кивелни паллӑ ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтрах Кашмаш ачисене ҫывӑхри хӑтлӑ шкула автобуспа турттарнине палӑртмаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳ хулинче 1000 ача вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ шкул ҫӗкленет. Ӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен хута ямалла. Аса илтерер: шкула кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Шкул «Кӑнтӑр» микрорайонта ҫӗкленет. Халӗ унта шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, фасада декоративлӑ штукатуркӑпа тата керамогранитпа илемлетеҫҫӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, газ котельнӑйӗ ӗҫленӗ май шкулта ӑшӑ пур. Шкул территорийӗ те хӑтлӑ, илемлӗ пулӗ. Унта халӗ тротуар тӑваҫҫӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ҫумӗнче вӑй-хал культурипе спорт зони пулӗ. Унта футбол уйӗ, чупмалли ҫул, тӑршшӗне, ҫӳллӗшне сикмелли секци, баскетболла тата волейболла вылямалли лапам, хоккей курупки пулӗ. Шкулта хальхи йышши автохула та тӑвасшӑн. Пӗр сӑмахпа, йӑлтах ачасем валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта ачасене хушма пӗлӳ паракан учрежденисенчи педагогсен йышне чакарасшӑн. Кун пирки республикӑн тӗп хулинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӑрӑшакан Александр Яковлев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче ҫӗркаҫ хыпарланӑ. Александр Яковлев Чӑваш Енри паллӑ орнитолог пулнине, вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпченине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эпир ун ҫинчен тӑтӑшах ҫыркаланӑ. «Йӳтеслӗх ҫирӗпленчӗ... Шупашкарти (Чӑваш Енре те пӗтӗмӗшле ҫавӑн пекех) хушма пӗлӳ паракан тытӑм ҫине хӗрес лартсан та юрать. Ҫитес ҫул ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн педагогӗсенчен 50 ытла процентне чакарӗҫ, ҫав шутрах ачасен йышӗ малтанхиллех 5500 юлӗ. Программа ҫулталӑклӑха пулӗ, эрнере кашни ушкӑна — 2 сехет (педагог пуҫне 9—12 ушкӑн), вӗрентӳ пахалӑхӗ никама та кӑсӑклантармасть, конвейер ӗҫлет, ачасен шучӗ пур. Ӑслӑ та пултаруллӑ ачасем вӗрентӳ тытӑмне кирлӗ мар...», — ҫырнӑ Александр Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Курава уҫнӑ самант. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче курав уҫӑлнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна аслӑ шкул вӗренекенӗсем Сочире юпа уйӑхӗн 14-22-мӗшӗсенче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен фестивальне хутшӑннине халалланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви хыпарлать. «И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ те Сочири фестивале хутшӑннӑ» ятпа йӗркеленӗ курава ӗнер, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, тӗп корпус фойинче уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ самантра Университет историйӗн музейӗн директорӗ Ольга Галошева, Андрей Александров ректор, фестивале хутшӑннӑ Екатерина Коршунова, Никита Иванов, Екатерина Чапурина, Полина Федорова тата Ирина Иванова волонтер тухса калаҫнӑ. Палӑртса хӑварар: куравра ҫамрӑксем Сочирен илсе килнӗ сувенир продукцийӗпе, паллӑсемпе, ытти атрибутикӑпа, ҫавӑн пекех унта тунӑ сӑн ӳкерчӗксемпе паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Первомайскинчи вӑтам шкула «Паянхи шкул вӗрентӗвӗнче чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсенче ҫӗнӗ ӑслайсемпе тухӑҫлӑ усӑ курасси» темӑпа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ. Килнӗ хӑнасене шкулти «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗн хастарӗсем (ертӳҫи- Елена Федоровна Сорокина вӗрентекен) юрӑ-сӑвӑпа кӗтсе илнӗ. Унтан уҫӑ уроксене саланнӑч. Алевтина Селиванова Трубина Мархви ҫырнӑ «Хӑнаран» хайлавӗ тӑрӑх ҫиччӗмӗшсемпе вернисаж урок кӑтартнӑ. Елена Сорокина ертсе пынипе 8-мӗш класра вӗренекенсем К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сӑнарсене тишкернӗ, паянхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Паянхи шкул вӗрентӗвӗнче чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсенче тухӑҫлӑ технологисемпе усӑ курмалли ҫинчен вӗрентӳ пайӗн методисчӗ Елена Перепелкина тухса калаҫнӑ, уҫӑ уроксене кирлӗ шайра, Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелесе ирттернине палӑртнӑ. Шкул ачисем «Нимене» чӑваш йӑли-йӗркине кӑтартнӑ, сӑвӑ каланӑ, юрланӑ, ташланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шкул проекчӗ Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта шкул хӑпартма палӑртнӑ. Хула администрацийӗ ку тӗлӗшпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 711 миллион та 46 пин тенкӗ. Планпа килӗшӳллӗн, раштав уйӑхӗнче шкула тума пуҫлӗҫ. Ӑна 2019 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртнӑ. Ҫӗнӗ шкула 1 пин ача валли хӑпартӗҫ. Вӗренӳ корпусӗнче 2-4 хут пулӗ. Вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли блока икӗ хутлӑ тӑвӗҫ. Палӑртмалла: микрорайонта ҫӗнӗ шкула хӑпартмашкӑн федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта та шкул хӑпартма палӑртнӑ. Ӑна ҫитес ҫул хута яма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа ҫӗнӗ проект старт илнӗ. Вӑл «Шкулти шахмат» ятлӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, тӗрлӗ мероприяти ирттермелле. Проекта хутшӑнакан регионсем вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗнче «Шахмат шкулӗ» вӗренӳпе методика кӗнекине тивӗҫӗҫ. Ҫав материала ӑса хывнӑ ача шахмат енӗпе виҫҫӗмӗш разряд илеет. Пирӗн республикӑра 58 шкулта расписание шахмат предметне кӗртнӗ. Вӗсен йышӗнче 13-шӗ Шупашкарти: 2, 6, 7, 11, 31, 33, 35, 37, 38, 40, 48, 64-мӗш шкулсем тата «Пуҫламӑш шкул-ача пахчи». 6-мӗш шкулта пӗлтӗрех шахмат енӗпе ӑсталӑх туптама тытӑнна. Кӑҫал республика проекта хутшӑнакансен йышне кӗрсен грант укҫипе шахмат вӑййи валли йӑлтах туяннӑ: ятарлӑ сехет, хӑмасем, кӗнекесем, компьютерпа вӗренме пулӑшакан программӑсем, шахмат. Унти ачасем ҫитӗнӳсем тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӗсем хула тата республика шайӗнчи конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли директор шыраҫҫӗ. Шкул пуҫлӑхӗ пулас текенсенчен хутсене чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Вӑл ҫыннӑн «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ», «Менеджмент», «Персонала ертсе пырасси» енӗпе пӗлӳ кирлӗ. Ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленине те шута илӗҫ. Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗ пӗлтерсе хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Аса илтерер, Шупашкарти 4-мӗш гимнази директорне ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку факта РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗ экономика хӑрушсӑрлӑхӗ тата коррупципе кӗрешекен пайӗ ачасене шкула илнишӗн укҫа илнӗ тесе пӗлтернине эпир маларах ҫырнӑччӗ. Эльвира Казаковӑна килте арестлесе усрама йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раҫҫейре Экономика диктантне пирвайхи хут ҫыртарасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Акци Чӑваш Ен те хутшӑннӑ. Шупашкарта 2-мӗш гимназире, 47-мӗш шкулта, 48-мӗш шкулта тата 64-мӗш шкулта диктант ҫыртарнӑ. Унта 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Диктант тест евӗр иртнӗ. Унта чи нумаййи 100 балл пухма май пулнӑ. 80 балран ытларах пухакансене Пӗтӗм Раҫҫейри «Экономика ӑслӑлӑхӗн фестивалӗ» проект финалне чӗнӗҫ. Ыттисене Пӗтӗм Раҫҫейри Экономика диктантне хутшӑннине ӗнентерекен сертификат парӗҫ. Чӑваш Енре диктанта 600 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Заданисене экономика енӗпе вӑтам тата аслӑ вӗренӳ программисене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче Учительсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятине хутшӑннӑ. Чи малтан вӑлкуравсене пӑхса тухнӑ, педагогсемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ. Раҫҫей шайӗнче хисепе тивӗҫнисене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗсем каланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул директорӗ Вера Вавилова чи пултаруллӑ вӗрентекенсене укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшу панишӗн ырласа хӑварнӑ. Мероприятире учительсен хорӗсен республикӑри конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртнӗ. Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ конкурсра вырӑсла юрласа Улатӑр хулинчи учительсен хорӗ ҫӗнтернӗ. Чӑвашла юрлакансем те кая юлман — кунта Вӑрмар тӑрӑхӗнчи учительсен хорӗ палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Чувашия» санаторие канма кайма путевка панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |