Вӗренӳ
![]() ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе шкул Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен йышне кӗнӗ. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрса ҫак шкулсем чи лайӑххисен йышне лекнӗ: Шупашкарти 5-мӗш гимнази, 3-мӗш тата 44-мӗш лицейсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей тата 6-мӗш гимнази. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Енри ялсенчи 11 шкул ТОП-300 списока кӗнӗ. Вӗсем ҫаксем: Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫри Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ шкул, Муркашри шкул, Пӑрачкав шкулӗ, Трак шкулӗ, Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкул, Шӑмӑршӑ шкулӗ, Елчӗк шкулӗ, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗ, Тӑвай шкулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юманай ачисем Чӑваш Енре ҫурт-йӗре ӑшӑ пама пуҫларӗҫ-ха. Ӑна яланхиллех чи малтан социаллӑ учрежденисене ҫитереҫҫӗ, кайран — пурамалли ҫуртсемпе промышленноҫ предприятийӗсене. Ҫапах та республикӑри хӑш-пӗр объектра паян кун та сивӗ-ха. Ҫакӑ ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунти кунсерен ирттерекен канашлура палӑрнӑ. Нумай объекта тунти кун—ытлари кун ӑшӑ пама палӑртнӑ. Газпа тивӗҫтерекенсен умӗнчен парӑмсем пурри те чӑрмав кӳрет, ҫапах та яваплисем ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме шантарнӑ. Хальлӗхе 5 ача пахчипе 9 шкулта ӑшӑ паман иккен. Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗ Юрий Исаев вӗренӳ заведенийӗсене ӑшӑ парассине ҫывӑх кунсенчех вӗҫлеме шантарнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулне юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑшӑтма тытӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Владимир Горбунов вӗрентекен ачапа Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпах Патӑрьелӗнчи ӳнер шкулӗн Сӑкӑтри уйрӑмӗнче пултаруллӑ ачасене аталанма майсем туса парас, вӗсен ӑсталӑхне уҫса палӑртас тӗллевпе ҫамрӑк художниксен урокӗсем иртеҫҫӗ. Уроксене Владимир Горбунов ертсе пырать. Кун пирки Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ӳнер шкулӗн филиалӗ Сӑкӑт шкулӗнче чылай ҫул ӗҫлет. Ҫак пултарулӑх ҫулӗпех малалла кайнисем те пур иккен. Паян та кунта алла сӑрӑ-кӑранташ тытнисем — ҫирӗм тӑваттӑн. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса час-часах малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса те таврӑнаҫҫӗ. Патӑрьел районӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ «Асамат кӗперӗ» ачасен уявӗнче Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова, Екатерина Тестова, Лия Чернова арт-площадкӑра пулса хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарнӑ, Тав хучӗ илме тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикинче федерацин «Ты – предприниматель» (чӑв. Эсӗ — усламҫӑ) программине пурнӑҫласа Шкулти усламҫӑ марафонӗ малалла пырать тесе пӗлтерет ЧР Вӗренӳ министерстви. Аслӑ класра вӗренекенсем валли уҫӑ уроксем, професси ҫулне кӑтартмалли тестсем йӗркелеҫҫӗ. Усламҫӑ ӗҫне пуҫармаллипе ирттерекен вӗренӳ курсӗсене усламҫӑсем, психологсем тата бизнес-тренерсем, Чӑваш Республикинчи усламҫӑсене хӳтӗлекен аппарат специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Усламҫӑ пулма вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасене «Эсӗ — усламҫӑ» программӑна хутшӑннине ӗнентерекен сертификатсем парӗҫ. Уҫӑ уроксене 14–17 ҫулсенчи 800 ытла шкул ачи хутшӑннӑ, вӗсенчен 100-шне усламҫӑ пулма вӗрентме суйласа илнӗ. Юпа уйӑхӗнче ачасемпе ӗҫлӗ вӑйӑ ирттерӗҫ тата усламҫӑ проекчӗсен конкурсӗ йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри кашни районтах агрокласс уҫнӑ. Вӗсенче 500 яхӑн ача пӗлӳ илет. Ҫавна май ӗнер, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта тӳре-шара, шкул директорӗсем, профессорсем, вӗрентекенсем тата 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем пухӑннӑ. Паллӑ ӗнтӗ, шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксен хуласене тухса каяҫҫӗ те унтах юлаҫҫӗ, ял хуҫалӑх енӗпе диплом илнисен йышӗнче те тӑван тӑрӑхне таврӑнакан питӗ сахал. Юлашки вунӑҫуллӑхра ку ҫивӗч ыйтусем кӑларса тӑратрӗ. Ҫак сӑлтавпах иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Енри районсенче агроклассем уҫма пикенчӗҫ. Ҫапла майпа агрокласс йӗркелекенсем паянхи ял хуҫӑлӑхӗнче чӗркуҫҫи таран пылчӑк ашмалла маррине, фермӑсем те тислӗк айне пулманнине ӗнентересшӗн. Аграрисем те тӑрӑшса ӗҫлесен укҫа тума пултарнине тӗслӗхсем урлӑ кӑтартса парасшӑн. Ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗсем вара аслӑ классенче вӗренекенсене ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Киле вӑрҫса-ятласа хӑваламан та, анчах ача пахчинче юсав тесе Улатӑрти «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекен шӑпӑрлансене эрнекунсерен 12 сехетре киле ӑсатма тӑрӑшнӑ. Илсе каяйманнисен ачисем дежурство ушкӑнӗнче юлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ача пахчине хӗрсе кайсах юсанӑ: сӑрламаллине сӑрланӑ, шуратмаллине шуратнӑ, стенасене йӗркене кӗртнӗ, урай сарнӑ. Ҫур кунта киле илсе кайсан та ашшӗ-амӑшӗнчен укҫана тулли куншӑн илнӗ. Кӑлтӑка вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ. Ҫитменлӗхшӗн ача-пӑча пахчин ертӳҫине Роспотребнадзор 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫав вӑхӑтрах прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе те асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Унта кӑлтӑка пӗтермеллине палӑртса ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 4-мӗш гимнази директорне ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку факта РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗ экономика хӑрушсӑрлӑхӗ тата коррупципе кӗрешекен пайӗ ачасене шкула илнишӗн укҫа илнӗ тесе пӗлтерет. Йӗрке хуралҫисен куҫне шкул ертӳҫи кӑҫалхи ҫулла лекнӗ. Пакунлисене кун пирки систерекенсем тупӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, хулан урӑх районӗнче пурӑнакансем хайсен ачисене 4-мӗш гимназие вырнаҫтарас тенипе шкул директорӗ усӑ курма шут тытнӑ. Полицейскисем хӗрарӑма ашшӗ-амӑшӗ 85 пин тенкӗлӗх виҫӗ хутчен сӗтев панине палӑртнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма халӗ килте арестлесе усрама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем географие мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пултарӗҫ. Халӗ акцие ирттермешкӗн хатӗрленеҫҫӗ. Ку акци Раҫҫейӗпех иртет. Кӑҫал вӑл виҫҫӗмӗш хут йӗркеленет. Ҫавӑн пекех географи диктантне ют ҫӗршывра та ҫырӗҫ. Вӑл вырӑнти вӑхӑтпа 12 сехетре пуҫланӗ. Диктантра 30 тест заданийӗ пулӗ. Вӗсене виҫӗ блока уйӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче – терминсемпе географи ӑнланӑвӗсем, иккӗмӗшӗнче – карттӑпа ӗҫлесси, виҫҫӗмӗшӗнче ҫулҫӳревҫӗсене кун кӗнкинче тата илемлӗ хайлавсенче ҫырнӑ объектсене палӑртасси. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта диктанта икӗ лапамра ҫыртарӗҫ: Чӑваш наци музейӗнче тата Республикӑри ача-пӑча вулавӑшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар хула администрацийӗ шкул хута ямашкӑн ҫӗр харпӑрлӑха илнӗ. Ҫӗнӗ пӗлӳ шкулӗ «Садовый» микрорайонта пулӗ. Унччен ку лаптӑка суд приставӗсем арестленӗ пулнӑ. Ҫӗнӗ шкулта 1650 ача вӗренӗ. Вӑл 33,9 пин тӑваткал метра йышӑнӗ. Укҫа-тенке ӑҫтан уйӑрассине палӑртсанах ӑна хута яма тытӑнӗҫ. 1650 ачана йышӑнма пултаракан шкулӑн проекчӗ хатӗр ӗнтӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсемпе «тӳрӗ лини» ирттернӗ чухне те пӗлтернӗ. Малтан «Волжский-3», «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул тӑвӗҫ. Унтан тин «Садовый» микрорайонта тума пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшне шкулта ҫапла уявланӑ Ҫапла, вӗренӳ ҫулӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫав ятпа унта республика тата район шайӗнчи тӳре-шарапа депутатсем пухӑннӑ. Тепӗр икӗ ҫултан 85 ҫул тултаракан шкулта кӑҫал тӗплӗ юсав пуҫласа янӑ. Кун валли «кӗмӗле» республика хыснинчен те, хуларинчен те уйӑрнӑ. Малтан асӑннинчен — 20 миллион тенкӗ, вырӑнти бюджетран — 2 миллион тенкӗ. Хула администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, юсава пуҫличчен республикӑн Культура министерствипе те хӑш-пӗр хута ҫураҫтарма тивнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче унта Донецкри госпитале куҫарса килнӗ иккен. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсен варринче шкул ҫуртне республика пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхне кӗртнӗ. Килес ҫул шкулта юсав ӗҫне малалла тӑсмалла. Ҫурта тунӑранпа тӗплӗ юсав пӗртте пулман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |