Вӗренӳ
![]() Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ситек ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен тӑрӑхӗнчи Наталия Павлова вӗрентекенпе мӑнаҫланнипе хаҫата ҫырнӑ. Алина Иванова ятлӑ хӗрарӑм Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси» хаҫатне ялан вуланине‚ ҫитес номер тухасса чунтан кӗтсе тӑнине, вырӑнти шкулта 30 ҫул ӗҫлекен Н.А. Павлова ҫинчен ҫырса кӑтартас кӑмӑллине пӗлтернӗ. «Чи лайӑх вӗрентекенсенчен пӗри, ырӑ кӑмӑллӑ тата тимлӗ ҫын. Кӑҫал Наталия Анатольевна 50 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ», — ырланӑ вӑл вӗрентекене ашшӗ-амӑшӗн ячӗпе. Наталия Анатольевна 30 ҫулта «темиҫе ӑрӑва шкула кайма хатӗрленӗ». 10 ҫул вӑл Ситек ял шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитеймен ачасен ушкӑнӗнче ӗҫлет. Вӑл тӗрлӗ Хисеп тата Тав хучӗсене тивӗҫнӗ. 2017 ҫулта «Ҫулталӑк воспиталӗ» конкурсра «Ачасемшӗн чӗрене паратӑп» номинацинче ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патӑрьел районӗн прокуратури районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа-тенке саккуна пӑсса пухмаҫҫӗ-и? Тӗрӗслев ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: укҫа-тенке саккун чаракан япаласем тӗлӗшпе тӑкакланӑ. Прокуратура Сӑкӑтри шкула тата ача пахчине, Шӑнкӑртамри «Салтак тӳми» ача пахчине, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчине тӗрӗсленӗ. Пуринче те саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗнчен хуҫалӑх материалӗ, дезинфекци, кӗнеке, вӗренӳ пособийӗ валли, мультимедийлӑ хатӗр-хӗтӗре пӑхса тӑма укҫа пуҫтарнӑ-мӗн. Патӑрьел районӗн прокуратури ҫӳлерех асӑннӑ заведенисенче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, Ачасене хушма пӗлӳ паракан республикӑри тӗслӗхлӗ центр уҫма палӑртнӑ. Ун пек йышӑнӑва ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Тӗслӗхлӗ центр уҫни, тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Доступное дополнительное образование для детей» (чӑв. Ачасем валли меллӗ хушма пӗлӳ) республикӑри приоритетлӑ проекта пурнӑҫлас тӗллевпе ҫыхӑннӑ. Ачасене хушма пӗлӳ паракан республикӑри тӗслӗхлӗ центра «Эткер» центр никӗсӗнче йӗркелӗҫ. «Эткер» центр хушма пӗлӳ паракан патшалӑхӑн автономи учрежденийӗ шутланать. Вӑл — Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин учрежденийӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри маттур шкул ачисем уйӑхсерен Чӑваш Ен Элтеперӗн стипендине илсе тӑрӗҫ. Ҫак стипендие илес тесе конкурса республикӑри 4 хулари, 19 районти 161 ача хутшӑннӑ. Анчах вӗсенчен 25-шне ҫеҫ суйласа илнӗ. Телейлисен йышне кӗнӗ ҫав 25 ача уйӑхсерен 400 тенкӗ илсе тӑрӗ. Ку нумаях мар паллах, ҫапах шкул ачишӗн самаях пулӑшу. Ҫулталӑкне ача 4800 тенкӗ пухайӗ. Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ распоряжение пӗтемӗшле пӗлӳ паракан организацире ӑс пухакан 20 ача тата культура, ӳнер тытӑмӗсенче хушма пӗлӳ илекен 5 шӑпӑрлан ячӗ кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Бассейн проекчӗн сӑнӳкерчӗкӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра бассейн тӑвасси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ӑна Ҫӗнӗ корпус ҫумӗнче, Университет урамӗнче, хута ярасшӑн. Кӑҫал ку ыйту патне ҫӗнӗрен таврӑннӑ. Т саспалли евӗр ҫурт, икӗ зонӑллӑскер, 2460,5 тӑваткал метр пулӗ. Пӗрремӗшӗнче кӗмелли алӑк, техника тата администраци, вӗренӳ пӳлӗмӗсем пулӗҫ. Иккӗмӗшӗнче бассейн тӑвӗҫ. Ишмелли 6 ҫул 16 метр тӑршшӗ пулӗ. Бассейна студентсем те, вӗрентекенсем те, ахаль ҫынсем те килме пултарӗҫ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев университет ректорӗпе Андрей Александровпа тӗл пулнӑ. Ректор бассейна тумашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлине пӗлтернӗ: 140 миллион тенкӗ. Укҫана федераци хыснинчен уйӑрӗҫ, университет та нухрат хывӗ. Йӑлтах йӗркеллӗ пулсан бассейн ҫитес икӗ ҫулта хута каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри вӗрентекенсем шкул тата професси ҫинчен юрлӗҫ. Чӑвашла та шӑрантарӗҫ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта учительсен хорӗн республикӑри V конкурсӗ иртӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне педагогсем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пухӑнӗҫ. Вӗрентекенсен пултарулӑх хӑватне, педагогсен хушшинче хор ӳнерне сарас тӗллевлӗ конкурса ЧР Вӗренӳ министерствипе пӗрлех РФ Халӑх вӗрентӗвӗн тата ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗ йӗркелеҫҫӗ. Конкурса икӗ тапхӑрпа ирттереҫҫӗ. Зонӑсенчи тапхӑрта ҫӗнтернӗ 9 коллектив республикӑри ӑмӑртура тупӑшӗ. Вӗсем чӑвашла тата вырӑсла юрлӗҫ. Малтанхи тапхӑра 500 ытла ҫынтан тӑракан 26 хор ушкӑнӗ юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӳкеҫ лицейӗ «Кӳкеҫ лицейӗнчи пухура пултӑм. Лицей ертӳҫисем тӳрре тухма сӑлтав тупни тӗлӗнтерет», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче «Общественный совет пос. Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) страницӑра ятне пытарма ыйтнӑ пӗр ҫын. Пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫисем шкул ҫивиттине юсассишӗн подрядчик айӑплӑ, пахалӑхсӑр апатшӑн — ҫӗнӗ поварсем тата ытти те тесе тӳрре тухнӑ имӗш. Пост авторӗ лицей Шупашкар районӗнчи чи лайӑх шкулсенчен пӗри шутланнине асӑннӑ. Асӑннӑ поселокри 1-мӗш шкул пирки те ҫырнӑ. Унта ертӳҫӗ улшӑннӑ иккен. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа пӗр уйӑх ҫеҫ пулин те ашшӗ-амӑшӗ лайӑххине кӑна каланине ҫырнӑ. Пост авторӗ лицее вӗренме вырнаҫассипе, унти столовӑйӗнчи апат пахалӑхӗ начаррипе ҫыхӑннӑ кӑмӑлсӑрлану пуррине те палӑртнӑ. |
Вӗренӳ
![]() Ҫулла Шупашкарти шкулсенче вакансисем пурри пирки, ертӳҫӗсемпе педагогсене шырани ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Халӗ пӗтӗмлетӳ паллӑ. Шел те, икӗ лицей халӗ те директорсӑр ӗҫлет. Бауман урамӗнче вырнаҫнӑ 44-мӗш лицейра ертӳҫӗ шыраса икӗ хутчен те конкурс ирттернӗ, анчах ҫӗнтерӳҫе ниепле те палӑртайман. 3-мӗш лицей те ертӳҫӗсӗр-ха. Унта малтан ку тивӗҫе Ирина Полбенникова пурнӑҫланӑ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн конкурс ирттересси пирки пӗлтермен-ха. Унччен Афанасьев урамӗнчи 2-мӗш шкулта та директор пулман. Халӗ ку пукана Марина Михалёва йышӑннӑ. Вӑл унччен те унта директор пулнӑ. Мир проспектӗнчи 33-мӗш шкула Луиза Григорьева ертсе пырать. Палӑртмалла: Шупашкарти 5 ача пахчи валли те ертӳҫӗ шыраҫҫӗ. Хальлӗхе 15-мӗш, 30-мӗш, 35-мӗш, 88-мӗш, 146-мӗш ача пахчисенче заведующи ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Татьяна Андреева Ҫак кунсенче Питӗр хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чи лайӑх педагогсене суйлаҫҫӗ. «Учитель года России – 2018» (чӑв. Раҫҫей вӗрентекенӗ — 2018) конкурс пырать. Ҫӗршывӑн 85 регионӗнчен суйланнӑ чи чаплӑ педагогсем, тӗрӗсрех, вырӑнсенчи конкурссенче палӑрнисем, темиҫе тапхӑрпа ӑмӑртӗҫ. Малтан — куҫӑн мар мелпе, кайран — куҫӑн. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш куҫӑн тур Питӗрти 56-мӗш академи гимназийӗнче пулӗ. Абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ ячӗ юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче палӑрӗ. Чӑваш Енрен Раҫҫейри конкурса Шупашкарти 12-мӗш шкулта ӗҫлекен Татьяна Андреева хутшӑнать. 33-ри хӗрарӑм конкурс саманчӗсемпе тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паллаштарсах тӑрать, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарать. Питӗр хулине вӑл ӑш пиллӗн кӗтсе илнишӗн тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кадет корпусне уҫнӑ самант Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хавхаланса та шавласа, хавасланса та хитре сӑмах каласа Шупашкарта Атӑлҫин федераци округӗнчи Чӑваш кадет корпусне уҫрӗҫ. Пӗлтерӗшлӗ пулӑма республика шайӗнчи тӳре-шара ҫеҫ мар, хӗрлӗ хӑйӑва тӗрлӗ ҫӗрти хаклӑ хӑнасене чӗнсех касрӗҫ. Малтанласа кадетсене вӗренӳ сборӗ тесе Крыма тата Пермь хулине ӑсатрӗҫ. Анчах Ҫӗнӗ кадет корпусӗнче авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче те ачасем вӗренме тытӑнман иккен. Вӗсене ҫывӑрса пурӑнмалли корпуса паян вырнаҫтармалла пулнӑ имӗш. Анчах ку вӑхӑта каяраха куҫарнӑ иккен. Кадетсен ашшӗ-амӑшне вӗсен ывӑл-хӗрне инҫет вӗренӳ мелӗпе ӑс-тӑн парасси пирки систернӗ-мӗн. Александр Белов журналист ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗнчен швабра туянма та укҫа пухаҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |