Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тутар Республикин вӗренӳ министерстви пулӑшнипе Пӑва хулинчи Р. Сагдеев ячӗпе хисепленекен шкулта кашни ҫулах ачасен ӑслӑлӑхпа тӗпчев конференцийӗ, Шәҗәрәләр — нәсел агачы» (чӑв. Несӗл йывӑҫӗ), иртет. Кӑҫалхипе вӑл 5-мӗш хут пулчӗ. Ку конференцие хутшӑнма малтанах тӗпчев ӗҫне куҫӑмсӑр майпа хаклаҫҫӗ, ҫителӗклӗ баллсем пуҫтарсан куҫӑмлӑ тапхӑра чӗнеҫҫӗ. Чӑваш Республикинчен конкурса 3 ача ҫеҫ кайма тивӗҫ пулнӑ. Шупашкар хулинчи 33-мӗш шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Бронникова Александра та (тепӗр иккӗшӗ Патӑрьел районӗн тутарӗсем) куҫӑмсӑр этапа хутшӑнса чӳкӗн 15-мӗшӗнче хӑйӗн ертӳҫипе, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Алексеевна Диаровӑпа, Тутар Республикине Пӑва хулине куҫӑмлӑ тапхӑра тухса кайрӗҫ. 2-мӗш тапхӑра 134 вӗренекен тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ. Конференцире 4 секци ӗҫленӗ. Александра хутшӑнакан секцире пурӗ 54 вӗренекен пулнӑ. Вӗсем — 5–11 классенче вӗренекенсем.
Александра Бронникова «Манӑн ватӑ асанне — тыл ӗҫченӗ» темӑпа хӳтӗленсе призер ятне тивӗҫнӗ. «Маттур вӗренекене тата унӑн вӗрентекенне саламлатпӑр, малашнехи ӗҫсенче ҫитӗнӳсем сунатпӑр!» — тесе пӗлтерчӗҫ 33-мӗш шкулти педагогсем.
