Вӗренӳ
Татьяна Кучерова Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӑна ют ҫӗршывран килнӗ студентсенчен чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Сӑмах Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗнче вӗренекен, Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухакан Татьяна Кучерова пирки пырать. Вӑл Китайри университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрат., университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать. Халӗ пикене Китайри аслӑ шкул ют ҫӗршыа студенчӗсенчен чи лайӑххи тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗнӗ ача пахчи ҫӗклӗҫ. 240 вырӑнлӑскерӗн хакӗ — 176 миллион тенкӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине хӑпартма халӗ строительство предприятине палӑртасшӑн. Ӗҫе пурнӑҫлама тивӗҫнӗ организацин объекта ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтерме тивӗ. Строильство предприятине палӑртмалли конкурса «Капиталлӑ строительствӑпа реконструкци управленийӗ» муниципалитетӑн хысӗа учрежденийӗ ирттерет. Ача пахчине хӑпартма укҫана федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа уйӑрӗҫ. Подрядчика кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен палӑртмалла. Маларах Ҫӗнӗ хулара 160 вырӑнлӑх ача пахчи тӑвакан предприятие палӑртнӑ. Конкурса хутшӑннисенчен пӗри аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшменнине кура подрядчикпа хальлӗхе уҫӑмлӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри аслӑ шкулсемпе техникумсенче тата колледжсенче абитуриентсенчен заявленисем малалла йышӑнаҫҫӗ. Йышӑну кампанийӗ ҫӗртмен 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзамен кӑтартӑвне кура вӗренме кӗрес кӑмӑллисен заявленийӗсене аслӑ шкулсенче утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Колледжсемпе техникумсенче куҫӑн майпа вӗренес текенсен ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӑхӑт пур-ха. Ирӗклӗ вырӑнсем юлсан вӗсенче абитуриентсене чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗчченех йышӑнассине систереҫҫӗ. Аслӑ шкулсенче хысна шучӗпе вӗренме пӗр вырӑна 2,1 ҫынтан заявлени ҫитнӗ. Техникумсене колледжсенчи хысна вырӑнӗсене 6,3 пин ытла заявлени панӑ, рабочи профессийӗсем илме — 800 ытла заявлени. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 26 професси вӗрентӗвӗн организацийӗ тата аслӑ пӗлӳ паракан 14 организаци ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Пушкӑртри патшалӑх университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗн тутар тата чӑваш филологийӗн кафедри тӑван чӗлхе педагогӗ пулма вӗренме илессине йышӑнаҫҫӗ. «Паянхи куна пирӗн 16 бюджет вырӑнӗ ҫеҫ юлчӗ. Кам пирӗн пата вӗренме кӗреет, студент пулса тӑраять, вӑл академиллӗ стипенди (1600—2000 тенкӗ), уйрӑм условисенче социаллӑ стипенди (5000—7000) е лайӑх вӗренсен пысӑк стипенди (6000-12000 таран) илсе пурӑнма пултарать. Килӗрех! Ырӑ сунса кӗтетпӗр сире! Колледж, техникум, училище выпускникӗсем аслӑ вӗренӳ заведенийӗн тӗрӗслевӗ витӗр иртӗҫ, вӗсене ППЭ результачӗсем кирлӗ мар!» — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Иван Тарасов. Унта сӑмах «Педагогика пӗлӗвӗ (икӗ хатӗрлев профильлӗ). Тӑван (тутар, чӑваш) чӗлхе тата литература. Ют (акӑлчан) чӗлхе» направлени пирки пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче вӗрентекенсене ӗҫ укҫи тӳлемелли проекта пӑхса тухнӑ. Ҫамрӑк педагогсене пулӑшас тӗллевпе Правительство постановленине улшӑнусем кӗртме палӑртнӑ. Ларура ҫулталӑк ӗҫленӗ ҫамрӑк вӗрентекенсене, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫе вырнаҫнисене, пособи парас ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Вӗсене 10 оклад чухлӗ пама йышӑннӑ. Пособие хӑш уйӑхран памалли пирки тавлашуллӑ самант та сиксе тухнӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫе вырнаҫнӑ вӗрентекенсем те пур вӗт. Унашкаллисем республикӑра – 83 ҫын. Ҫавӑнпа, ЧР Вӗренӳ министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен ӗҫе вырнаҫнӑ ҫамрӑк вӗрентекенсене пособи тӳлеме йышӑннӑ. Палӑртмалла: пӗр хутчен паракан пособи 54 пин те 800 тенкӗрен нумайрах пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре халӗ Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ 44 ҫын шутланать. Нумаях пулмасть обществознани предмечӗпе кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарта ку предметпа 1086 ҫын ППЭ тытнӑ. 44-мӗш лицейри тата 29-мӗш шкулти икӗ пике экзаменра 100 балл пухнӑ. Палӑртмалла: иртнӗ ҫул обществознани экзаменне пӗр ҫын та ун чухлӗ баллӑх ҫырайман. Хальлӗхе Шупашкарта Пашалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ 27 ҫын шутланать. Вӗсем химипе, историпе, вырӑс чӗлхипе тата обществознанипе экзамена ӑнӑҫлӑ тытнӑ. Паянхи кун тӗлне 14 дисциплинӑран 8-ше кӑна пӗтӗмлетнӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 5452 ҫын ППЭ тытнӑ. Ултӑ ҫын аттестат илеймӗ. Вӗсем экзаменра 24 балл та пухайман. 32 ҫын вара экзаменра 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем 17-ӗн кӑна пулнӑ. Экзамена 100 баллӑх ҫыракансем ҫак шкулсенчен: Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ шкулӗ, Йӗпреҫри 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсем, Комсомольски районӗнчи Шурут шкулӗ, Сӗнтӗрвӑрринчи Октябрьски шкулӗ, Етӗрнери 2-мӗш шкул, Улатӑрти 9-мӗш шкул, Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкул, 18-мӗш лицей тата 19-мӗш шкул, Шупашкарти 5-мӗш гимнази, 4-мӗш гимнази, 3-мӗш лицей, 61-мӗш шкул, 2-мӗш лицей, 24-мӗш шкул, 39-мӗш шкул, 44-мӗш лицей, 46-мӗш гимнази, 49-мӗш шкул, 4-мӗш лицей, 57-мӗш шкул, 59-мӗш шкул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Советская Чувашия» архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шкултан вӗренсе тухакансем ППЭ тытаҫҫӗ. Хальлӗхе географипе, информатикӑпа, математикӑпа, историпе тата химипе кӑтартусем паллӑ. Историпе кӑҫал 2 ҫын 100 балл пухнӑ. Вӗсем – Шупашкартан. Химипе 6 яш-хӗр 100 балл пухайнӑ. Вӗсем Шупашкарти 2-мӗш лицейран, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейран, Улатӑрти 6-мӗш гимназирен, Вӑрмарти шкултан, Муркашри шкултан тата Краснормейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкулӗнчен вӗренсе тухакансем. Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан, математикӑпа тата географипе ППЭ кӑтартӑвӗсем лайӑхланнӑ. Геграфипе чи нумаййи 96 балл пухнӑ. Историпе 4 ҫын 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем виҫҫӗн пулнӑ. Кӑҫал 80 балран ытларах пухакансем те чылайрах – 12,7 процент (пӗлтӗр – 9,5%). Кӑҫал хими предметне суйлакансен йышӗ ӳснине те палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енре «Вӗрентӳ аталанӑвӗ» республика программипе килӗшӳллӗн ялсенчи шкулсем валли сакӑр автобус туяннӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хула Шупашкар) портал хыпарлать. Ҫӗнӗ автобуссем туянма регион хыснинчен 15,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӳрсе килнӗ транспорт хатӗрӗсене ГЛОНАССпа тата тахографпа тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫине ҫутӑлакан маячок вырнаҫтарнӑ. Палӑртса хӑвармалла, туяннӑ автобуссенчен виҫҫӗшне кивелнӗ транспорт хатӗрӗсем вырӑнне панӑ, тепӗр пиллӗкӗшне ҫӗнӗ маршрутсем йӗркелеме уйӑрнӑ. Телейлисен шутне хальхинче Улатӑр районӗнчи Чуварлей, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски, Шупашкар районӗнчи Атайкасси тата Елчӗк районӗнчи Шӑмалак шкулӗсем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Ҫыхӑнура» форум сайтӗнчен илнӗ сӑн Шупашкарти 28-мӗш шкулӑн ятне улӑштарасси пирки ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче постановлени тухнӑ. Ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, шкула Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ Александр Боголюбовӑн ятне панӑ. Вӑл – Совет Союзӗн Геройӗ. Ячӗ улшӑнни шкулти ӗҫ-хӗл ылмашӑнассине пӗлтермест, вӑл ҫаплипех юлӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр Шупашкарти икӗ шкулӑн ятне улӑштарнӑ. 6-мӗш шкула дивизи командирӗн Василий Чапаевӑн ятне панӑ, Заволжски шкулӗ вара парашют спорчӗ енӗпе пилӗк хут тӗнче чемпионкин Майя Костина ячӗпе хисепленме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |