Вӗренӳ
Михаил Бабич Нумай пулмасть Атӑлҫи федераци округӗнчи Раҫҫей Президенчӗн тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисене икӗ сехет вӗрентме йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Тутарстана ӗҫпе ҫитнӗ май вӑл тӑван чӗлхесемпе патшалӑх чӗлхисене пӑтраштарма кирлӗ марри пирки каланӑ. Журналистсем ыйту панӑ хыҫҫӑн Михаил Бабич хӑйӗн хуравӗнче РФ вӗренӳ министерстви патшалӑх чӗлхисене вӗрентес енӗпе методика кӑтартӑвӗсене хатӗрлени пирки хыпарланӑ. «Ҫапла май вырӑс чӗлхине тата республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисемпе тӑван чӗлхесене вӗрентессине норма тата методика тӗлӗшӗнчен йӗркене кӗртнӗ», — тенӗ Михаил Викторович. Вӗсене ҫывӑх вӑхӑтра республикӑсене ҫитерме палӑртни пирки пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Михаил Бабич обществӑлла пӗрлӗхсемпе политика ӗҫченӗсене чӗлхе ыйтӑвӗ енӗпе лӑпланма ыйтнӑ, йышӑнусене тивӗҫлӗ йышӑнса вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкар район администрацийӗн сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк Паян Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗн 110 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Унта вӗренекенсен, тӗрлӗ ҫулта ҫавӑнта пӗлӳ пухнисен савӑнӑҫне пайлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Сӑмах май, Михаил Васильевич та хӑй вӑхӑтӗнче унта вӗреннӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева та юбилей ячӗпе ирттернӗ уява хутшӑннӑ: темиҫе ҫул каялла вӑл Янӑш шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ. Янӑш шкулӗ Павел Назаров хресчен килӗнче уҫӑлни паллӑ. Вӗсене Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ 19 ҫулти Евдокия Иванова вӗрентнӗ. Хальхи вӑхӑтра ачасем ҫӗнӗ шкулта вӗренсе ырлӑх кураҫҫӗ. Икӗ хутлӑ вӗрентӳ заведенийӗнчи классем пысӑк, ҫутӑ, пухусем ирттермелли, фитнес, сӗтелҫи теннис, тренажер залӗсем, икӗ бассейн пур. Шкулта тӗрлӗ кружок ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли ҫӗнӗ директор шыраҫҫӗ. Аса илтерер: унччен ӑна Эльвира Казакова ертсе пынӑ. Кӑҫал вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнче ӑна тытса чарнӑ. Вӑл сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Документсене раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса вара раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Кандидатсен мӗнле пулмалла-ха? Вӗсен «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ», «Менеджмент», «Персоналпа ӗҫлесси» енӗпе аслӑ пӗлӳ пулмалла. Кунсӑр пуҫне педгог должноҫӗнче 5 ҫултан сахал мар ӗҫлемелле. Кандидатсен судпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем пулмалла мар. Халӗ Эльвира Казакова килти арестра ларать. Вӑл ачасене шкула йышӑннӑ чухне сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапах шкул сайтӗнче вӑл директор должноҫӗпех тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ ӳсӗ-и? Ахӑртнех, ку ашшӗ-амӑшне питӗ кӑсӑклантарать. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров акӑ мӗн пӗлтерет: хальхи вӗренӳ ҫулӗнче ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ ӳсмест. Ку ыйту патне ҫитес ҫулхи ҫулла таврӑнма палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑталла лару-тӑрӑва тишкерӗҫ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсемпе танлаштарсан, Чӑваш Енри ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ чи пӗчӗкки шутланать. Чулхулара, тӗслӗхрен, кунсерен 140 тенке яхӑн тӳлеҫҫӗ. Шупашкарта вара – 65-70 тенкӗ. Кӑҫал хула хыснинчен апатлану валли 60 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Анчах палӑртмалла: апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳссех пырать. Эппин, апатлану хакӗ те хӑпарасса кӗтмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӳк уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул ҫумӗнче хулари ҫамрӑк вӗрентекенсен «Вӗрентекен – яланлӑхах!» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна акӑлчан вӗрентекенне Н.В.Юклановӑна халалласа йӗркеленӗ. Ҫамрӑк педагогсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӑҫал унта Ҫӗмӗрле хулинчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ачасене ӑс паракан 13 вӗрентекен хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ кун урок ирттернӗ, жюри ҫамрӑк педагогсен ӗҫне хакланӑ. Кӑҫал конкурсра хушма пӗлӳ паракан педгогсем те тупӑшнӑ. Ку конкурса тата интереслӗрех иртме май панӑ. Палӑртмалла: ку фестиваль Ҫӗмӗрле хулинче пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Вӑл вӗрентӳре пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан педагогсене уйрӑмах пулӑшать. Жюри вӗсен ӑсталӑхӗ ҫулран-ҫул ӳснине палӑртнӑ. Кашнинех грамотӑпа чысланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара «Педагогика шухӑшӗсен тата вӗренӳ проекчӗсен ярмӑркки» фестивальте палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта шкул тума пуҫлас енӗпе аукцион ирттерме тытӑннӑ. Анчах ӑна Монополипе кӗрешекен федераци сужбин Чӑваш Енри управленийӗ чарса лартнӑ. Мӗншӗн? Документаци пирки ҫӑхав килнӗ-мӗн. Ҫавна май аукциона чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче чарса лартнӑ. Документацири положени Чулхулари «Энергопромсервис» фирмӑна килӗшмен-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, заказчик тавар характеристики тӗлӗшпе ытлашши хытӑ ыйтнӑ. Асӑннӑ микрорайонта ҫӗнӗ шкул хута ярасси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта 1100 ача валли вырӑн пулӗ. Шкула тумашкӑн 711 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Вӑл 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкӗсене уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫак кунсенче Рязань хулинче «Воспитатель года — 2017» (чӑв. Ҫулталӑк воспитателӗ — 2017) пӗтӗм ҫӗршыври конкурс иртнӗ. Унта шӑпӑрлансемпе ӗҫлекенсем Раҫҫейӗн 75 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ. Сумлӑ конкурса Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи 178-мӗш ача пахчинче тӑрӑшакан Наталия Машанова та хутшӑннӑ. Раҫҫейри пултарулӑх ӑмӑртӑвне кайиччен вӑл хулари тата республикӑри конкурссенче хӑйӗн кулленхи тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Пӗчӗкскерсемпе пӗр чӗлхе тупма та пӗлмелле, вӗсене аталантарассипе те ҫине тӑмалла. Ҫак енсем хӑйӗнче пуррине вӑл ӑсталӑх сехечӗсен вӑхӑтӗнче туллин кӑтартса панӑ. Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинче тӑрӑшакан Наталия Машанова ҫӗршыври конкурсра малай тухайман пулин те уншӑн хуҫӑлман. Конкурсра Орлов облаҫӗнчи Дарья Курасова ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Роза Власова сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Кашмашра ҫӗнӗ шкул тутарас ыйтӑва пӗр вӑхӑтра уйрӑмах ҫине тӑрса ҫӗкленӗ хыҫҫӑн ку ыйту лӑпланнӑн та туйӑннӑччӗ. Анчах ҫук иккен. Ӗнер республикӑн килес ҫулхин хыснине сӳтсе явма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне пухӑнсан Кашмаш шкулӗ пирки черетлӗ хутчен аса илнӗ. Асӑннӑ ялти вӗренӳ учрежденийӗ пирки сӑмаха хальхинче чӑваш парламенчӗн депутачӗ Григорий Данилов хускатнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗ Светлана Енилина Кашмашра шкул тумассине унта ача ҫураласлӑх чакнипе сӑлтавланӑ. Youtube видеохостингра Муркаш районӗнчи Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) ятпа маларах видеочӗнӳ пичетленине пӗлтернӗччӗ. 1931 ҫулта хӑпартнӑ шкул кивелни паллӑ ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтрах Кашмаш ачисене ҫывӑхри хӑтлӑ шкула автобуспа турттарнине палӑртмаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӗрпӳ хулинче 1000 ача вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ шкул ҫӗкленет. Ӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен хута ямалла. Аса илтерер: шкула кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Шкул «Кӑнтӑр» микрорайонта ҫӗкленет. Халӗ унта шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, фасада декоративлӑ штукатуркӑпа тата керамогранитпа илемлетеҫҫӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, газ котельнӑйӗ ӗҫленӗ май шкулта ӑшӑ пур. Шкул территорийӗ те хӑтлӑ, илемлӗ пулӗ. Унта халӗ тротуар тӑваҫҫӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ҫумӗнче вӑй-хал культурипе спорт зони пулӗ. Унта футбол уйӗ, чупмалли ҫул, тӑршшӗне, ҫӳллӗшне сикмелли секци, баскетболла тата волейболла вылямалли лапам, хоккей курупки пулӗ. Шкулта хальхи йышши автохула та тӑвасшӑн. Пӗр сӑмахпа, йӑлтах ачасем валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарта ачасене хушма пӗлӳ паракан учрежденисенчи педагогсен йышне чакарасшӑн. Кун пирки республикӑн тӗп хулинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӑрӑшакан Александр Яковлев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче ҫӗркаҫ хыпарланӑ. Александр Яковлев Чӑваш Енри паллӑ орнитолог пулнине, вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпченине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эпир ун ҫинчен тӑтӑшах ҫыркаланӑ. «Йӳтеслӗх ҫирӗпленчӗ... Шупашкарти (Чӑваш Енре те пӗтӗмӗшле ҫавӑн пекех) хушма пӗлӳ паракан тытӑм ҫине хӗрес лартсан та юрать. Ҫитес ҫул ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн педагогӗсенчен 50 ытла процентне чакарӗҫ, ҫав шутрах ачасен йышӗ малтанхиллех 5500 юлӗ. Программа ҫулталӑклӑха пулӗ, эрнере кашни ушкӑна — 2 сехет (педагог пуҫне 9—12 ушкӑн), вӗрентӳ пахалӑхӗ никама та кӑсӑклантармасть, конвейер ӗҫлет, ачасен шучӗ пур. Ӑслӑ та пултаруллӑ ачасем вӗрентӳ тытӑмне кирлӗ мар...», — ҫырнӑ Александр Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |