Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйне пулӑшакана шырать. Ахаль-махаль ҫынна мар. Яппун чӗлхине пӗлекене. Виҫӗ кун шырасан та вӑл ун пеккине тупайман-ха. Малтанхи вӑхӑтра тӑлмача Михаил Игнатьев пин доллар тӳлеме хатӗр.
Хӑйӗншӗн укҫа тӑкакланине кура куҫаруҫӑн та ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлемелле. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, кашни кун яппунсемпе калаҫмалла. Чӗлхене пӗлекенӗн тӗллевӗ — пирӗн патри лайӑх лару-тӑру пирки каласа кӑтартасси, хамӑр пата йыхравласси.
Сӑмах май каласан, темиҫе кун каялла Михаил Игнатьев Японире пулнӑччӗ. Инҫе ҫула тухни пирки республика ертӳҫи Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсемпе тӗл пулнӑ чухне аса илнӗ. Яппунла калаҫакан кирлине те вӑл унта пӗлтернӗ.