Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Янкас вулавӗсем» таврапӗлӳпе ӑслӑлӑх конференцийӗ тӑваттӑмӗш хут иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 05.03.2020 15:56 | 1297 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Конференцине хутшӑннисем
Конференцине хутшӑннисем

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хамӑрӑн паллӑ ентеш — сӑвӑҫ, прозаик тата куҫаруҫӑ Нестер Кириллович Ефимов (литературӑри псевдонимӗ - Янкас) ҫуралнӑранпа 111 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна халалласа, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче районти Культура ҫуртӗнче "Янкас вулавӗсем" ӑслӑлӑхпа тавра пӗлӳ конференцийӗ иртрӗ.

Конференцине Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн "Эпир - Трак ен ҫыравҫисем" (сӑвви - Николай Ершовӑн, кӗвви - Иван Прокопьевӑн) юррипе уҫрӗҫ. Ҫак мероприятине Н. Янкасӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ - Петр Митрофанович Митрофанов профессор, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ хутшӑнни те хӑйне евӗр пысӑк савӑнӑҫпа телей пулчӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пултаруллӑ ҫывӑх тӑванне — Н. Янкаса аса илчӗ, ентешсене унӑн ятне сумлӑн упраса пурӑннӑшӑн чӗререн тав турӗ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫи И. Прокопьев Петр Митрофанович кӑкӑрӗ ҫине Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх паллине ҫирӗплетрӗ.

Унтан Красноармейскинчи вӑтам шкул учителӗ В.М. Михайлов "Михайлов Александр Ефимович - карап ӑсти" темӑпа тухса калаҫрӗ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫи И. Прокопьев Ви­талий Михайлович кӑкӑрӗ ҫине наукӑна аталантарас ҫӗрти пысӑк тӳпешӗн - Н.В. Никольский ячӗллӗ орден, Чӑваш халӑх академикӗ В. Данилов Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер акдемийӗн президи­умӗ ячӗпе "Халӑх академикӗ" хисеплӗ ӑслӑлӑх ятне пани ҫинчен калакан паллӑна ҫакса ячӗҫ. Иван Афанасьевич ҫавӑн пекех чӑваш культурине аталантарма сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн пӗрлӗхӗн "Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн" медалӗсене Н.С. Семенова (Кӗҫӗн Шетмӗ), В.С. Серафимова (Красноармейски), вӗсене тата Ю.П. Романова (Красноармейски) Н. Ян­кас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн членӗн удостоверенийӗсене пачӗ.

Ентеш-юбилярсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ пирки конференцире малалла докладсене ҫаксем туса пачӗҫ: И.М. Федорова ("Аттай (Терентьев) Марк Сергеевич - паллӑ поэт"), А.Ю. Никандрова ("Григорьев Анатолий Николаевич — спортсмен"), И.В. Герасимова ("Григорьев Из­маил Михайлович — полковник, писатель"), С.А. Гурьева ("Григорьев Наум Григорьевич - композитор"), С.М. Мефодьевӑпа П.З. Влади­мирова ("Дмитриев Михаил Васильевич — ком­позитор"), Л.А. Тихонова ("Кириллов Тарас Ки­риллович — паллӑ поэт, ӑста публицист"), И.Н. Козлова ("Кондратьев (Пехил) Вениамин Васильевич — поэт"), В.З. Константинов ("Мар­кова Анна Васильевна - журналист"), З.П. Михай­лова ("Нестерова Зоя Алексеевна - пултаруллӑ ҫыравҫӑ"), С.В. Петрова ("Никифо­ров Иван Никифорович - ятлӑ-сумлӑ вӗрентекен"), В.М. Данилов ("Николаев Леонид Ни­колаевич - журналист"), Г.Л. Ефимов (Патмар Иван Анисимович — паллӑ фольклорист"), Ю.Е. Кузьмина ("Патмар Эдисон Иванович - ҫыравҫӑ"), И.А. Прокопьев ("Семенов Лука Семенович — сӑвӑҫӑ"), В.С. Серафимов ("Се­рафимов Владимир Серафимович - тавра пӗлӳҫӗ"), Р.И. Яковлева ("Чернова Зоя Мироновна - пултаруллӑ артистка"), Н.С. Семенов ("Юрьев (Нямань) Михаил Иванович - паллӑ ҫыравҫӑ"), С.М. Назарова ("Яковлев (Яккусен) Петр Яковле­вич — пултаруллӑ сӑвӑҫӑ").

Докладчиксене активлӑхшӑн пурне те рай­он администрацийӗн Дипломӗсемпе чысларӗҫ.

Конференцине хутшӑннисене район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Р.М. Осипова саламларӗ. Рена Михайловна ҫавӑн пекех культу­ра ӗҫӗнче чылай ҫул вӑй хунӑшӑн тата 70 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе В.С. Серафимова (Красноармейски) ырӑлӑхпа пархатар сунчӗ, Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.

Конференцине хутшӑннисем культура ӗҫченӗсен концертне те пӑхса савӑнма пултарчӗҫ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче районти тӗп вулавӑш специалисчӗсем йӗркеленипе хамӑр тӑрӑхри ҫыравҫӑсен кӗнекисен куравӗ те ӗҫлерӗ.

#культура, #Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #конференцисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем