Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Иркутск тӑрӑхӗнче чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнхтарӗҫ. Ку хыпара эпир унти йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Тӗрлеме юратакансене е ҫак ӑсталӑхпа кӑсӑкланакансене «Алӑсти» пултарулӑх мастерскойне чӗнеҫҫӗ.
Унта ҫырӑннисем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне алла илӗҫ, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтернине ӑнланма пуҫлӗҫ.
Пултарулӑх мастерскойӗ Иркутск хулинчи «ГОРОД» ресурс центрӗнче (вӑл Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫуртри 304-мӗш офсра вырнаҫнӑ) ӗҫлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те (8-914-904-13-04) кӑтартнӑ.
Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.23 08:28 | |
Вероника Тимофеева Иркутск облаçенчи Зима районĕнчи Виççĕмĕш Успенски ялĕнче çуралса ÿснĕ. | |
