Канашри агрегат савутӗнче лару-тӑру лайӑхах мар. Предприяти 58 процент ҫеҫ ӗҫлет. Пысӑк саккассем те ҫук унта.
Хуҫалӑх савучӗн шӑпине нумаях пулмасть Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Компани хуҫи «ГАЗ» савутра хӑш-пӗр производствӑна хупасшӑн. Тӗплӗнрех каласан, кӗпер пуҫтаракан тата «ПАЗ» маркӑллӑ автобус осьне пухакан пайсене Чулхулана куҫарӗҫ. Ҫавна май Канашри предприятире уйӑхне 400 урапа тӑвас ӗҫ пӗчӗкленет.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тупӑш 10 процент чакать. Анчах ӗҫ вырӑнӗсене сахаллатасшӑн мар.
Савут ҫӗнӗ инвестици проектне кӗтет. Ҫавна май ҫулталӑкне 500 урапа тума тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ станоксем туянӗҫ. Анчах савут тӗппипех лайӑх енне ӗҫлесе каяссине ҫирӗппӗн калама ҫук.