Экономика
Ҫӗнӗ Шупашкарта 30 пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтермелӗх ҫӗнӗ турбина хута янӑ. Ӑна спутник-хулари 3-мӗш ӑшӑ электроцентралӗнче (ТЭЦра) вырнаҫтарнӑ. ТЭЦа 1965 ҫултах туса лартнӑ. Сӑмах май, ҫӗнӗ турбинӑна хута янӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятире электроцентальти пӗрремӗш кӑмакана тата турбинӑна ӗҫлеттерсе янине паянхи пек ас тӑвакан ҫын та пулнӑ. Вӑл — энергетика ветеранӗн, Раҫҫейӗн Топливӑпа промышленноҫ министерствин хисеплӗ ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ, ТЭЦра 55 ҫул ӗҫленӗ Владимир Хрипунов. Ӑна тата ытти хӑш-пӗр ӗҫчене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятран ҫырнӑ сехет парнеленӗ. Ҫӗнӗ турбинӑна Раҫҫей энергетикин инвестици программине пурнӑҫа кӗртекен программӑпа килӗшӳллӗн хута янӑ иккен. Ун йышшине КЭС-Холдинг текен предприяти ҫӗршывӗпе 18 ҫӗрте пурнӑҫлама палӑртнинчен — тӑххӑрмӗшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑваш Ен экономики епле аталаннине тишкерсе пыракансем икӗ пулӑма асӑрхамасӑр ирттермерӗҫех-тӗр. Пӗрремӗшӗнчен, пушӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепер республикӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ. Докладра вӑл социаллӑ мӗнпур яваплӑха пурнӑҫлама пултарнине, Пӗтӗм тӗнчери «Moody's» тата «Fitch» кредит агентствисем Чӑваш Ене лайӑх енчен палӑртнине, халӑх влаҫа ытларах шаннине, ҫурт-йӗр тӑвасси тата ача ҫуратасси ӳснине палӑртса хӑварчӗ. Отчетпа тӗплӗн паллашас тесен ҫак каҫӑпа пӑхмалла. Ӗнер вара Экономика канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2030 ҫулчченхи стратегине пӑхса тухнӑ. ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин шучӗпе влаҫ органӗсен тӑрӑшнине кура бизнеса аталантарма Чӑваш Енре тӑнӑҫлӑ лару-тӑру йӗркеленмелле. Экономика канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ пысӑк пердпритяи ертӳҫисем, экспертсем стратегие кӗртме тӗрлӗ сӗнӳ панӑ. Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн Халӑхсем хушшинчи агробизнесӗн центрӗн ертӳҫин Виктор Лищенко шучӗпе Чӑваш Енри ялсенче инженери тата транспорт инфраструктури лайӑх аталаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
«Промтрактор» АУО лапамӗсенче тырпул вырмалли «Агромаш» комбайнсене пухма тытӑннӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче «Трактор завочӗсем» концернӑн ҫак продукцийӗ Чӑваш Енӗн кӑна бренчӗ пулмасса шанаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр: пӗлтӗрхи кӗркунне Красноярскри комбайн завочӗ Шупашкара куҫнӑ. Ҫӗпӗрти комбайн тӑвакан 100 ытла специалист Шупашкар ӗҫченӗсене ҫӗнӗ продукцие алла илме пулӑшнӑ. Ҫавна май «Промтрактор» лапамӗсенче кӑҫал хальхи йышши, пысӑк технологиллӗ производство йӗркеленнӗ. Ку ҫулталӑкне 2 пине яхӑн машина кӑларма май парать. Ҫӗнӗ комбайнсене Красноярскри «Елисей» паллӑ модельсемпе килӗшӳллӗн хатӗрлӗҫ. Анчах ӑна ҫӗнетӗҫ. «Агромаш 4000» 4-мӗш класлӑ, 250 лаша вӑйӗллӗ комбайн пулӗ. Сехетре 12–14 тонна тырпул вырса илӗ. Чӑвашри пӗрремӗш «Агромаш 4000» комбайнпа пушӑн 26-мӗшӗнче паллаштарӗҫ. Ҫав кун Шупашкара тӗрлӗ регионтан ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫакӑн пирки пяан вӗсем Суту-илӳпе промышленноҫ палатине пухӑнса сӳтсе явнӑ. Унта усламҫӑсем тата банкирсем пырса ҫитнӗ. Укҫа хӑй хайне ҫухатса пыни, тенке долларпа тата европа танлаштарса пӑхсан унӑн тӑрӑмӗ епле пуласси, банкран кредит илме ҫӑмӑллипе йывӑрри, монополилле ура хуракан самантсем пирки те унта калаҫнӑ. Тинтерех усламҫӑ ҫулӗ ҫине тухнисене ҫӑмӑл маррине, сӑмахран, Ҫӗмӗрлери сӗтел-пукан хапрӑкӗнчен килнӗ Андрей Кузнецов палӑртса хӑварнӑ. Хастар кредит ставкисем пысӑккишӗн тата усси сахалтарах патшалӑх программисемшӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ. Банксен вара яланхиллех хӑйсен сӑмах-юмахӗ. «Кивҫен илекен шанчӑклӑ заемщиксем республикӑра паян сахал», — тенӗ пӗр банкӑн управляющийӗн ҫумӗ Роман Барабанов. Усламҫӑсем те, банкирсем те Украинӑри кризис Раҫҫее витӗм кӳретех тенӗ. Анчах ҫавӑнтан епле тупӑш курасси пирки шухӑшламалла. Суту-илӳ палатин вице-президенчӗ Анатолий Князев шучӗпе ҫынсенчен ытларахӑшӗ хамӑр патра туса илекен тавара куҫ хывма тытӑнӗ. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем тавар хакӗ ӳсессине, тавар туянаслӑх шайӗ чакассине палӑртаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев район-хула ертӳҫисемпе чылай ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра — республикӑри социаллӑ ушкӑнри ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине те. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пурӑнмалли 24 пин тӑвакал метра хута янӑ. Ҫулталӑк вӗҫне ку кӑтарту 850 пине яхӑн тӑваткал метрпа танлашмалла. Кун пирки ЧР ҫурт тӑвӑм министерӗ Олег Марков пӗлтернӗ. Социаллӑ ушкӑнри ҫынсене кӑҫал ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тӗллевпе хыснасенчен укҫа уйӑрӗҫ. Акӑ ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу паракан федераци программипе килӗшӳллӗн 2014 ҫулта республика бюджетӗнчен 210 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Вырӑнти хыснасем 63 миллион парӗҫ. Федераци хыснинчен 126 миллион тенкӗ ҫитмелле. Кунсӑр пуҫне республика хыснине 95 ветерана пулӑшу памашкӑн 100 миллион тенкӗ ытла килӗ. Ветерансем, сусӑрсем, сусӑр ача ӳстерекен ҫемьесем валли 51 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 85,8 миллион тенкӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене уйӑрӗҫ. Кӑҫал 253 тӑлӑх ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Кун валли 244 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкарта тӑлӑхсем валли 61 хваттер пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Владимир Иванов — Чӑваш Енри усламҫӑсен хӳтӗлевҫи Пӗтӗмлетӗве правительство ларӑвӗнче ирттернӗ. Чӑваш Енӗн усламҫисен хӳтӗлевҫи Владимир Иванов иртнӗ ҫул унтан 54 ҫын пулӑшу ыйтнине пӗлтернӗ. «Кашни ҫӑхав хыҫне пысӑк ыйту пытарӑннӑ, ансат та ҫӑмӑл ыйтусем пирӗн пата килмен», — тенӗ вӑл. Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 40-е яхӑн ыйту килнӗ те иккен. Пӗлтӗрхисене илсен, вӗсенчен ҫуррине яхӑнӗнче ҫӗр хутшӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем усламҫӑсен хӳтӗлевҫинче хӳтлӗх шырама хистенӗ. Сӑмахран, 10 ҫул тара илсе пурӑннӑ хыҫҫӑн усламҫӑ ҫӗр лаптӑкӗсӗр тӑрса юлни кӑмӑллах мар. Ҫапла ыйтупа усламҫӑ патне пысӑк строительство фирми тухнӑ. Вӑл ҫынсене пурӑнма ярса ӗлкӗрнӗ иккен, коммуникацисене туса пӗтернӗ-мӗн, анчах палӑртнӑ территорие туса пӗтереймен. Шучӗпе ҫав лаптӑка аукцион урлӑ илме юрать. Анчах 10 ҫултан ҫӗр сана лекессипе лекмессине пӗлсе тӑни услаҫӑсене лӑпкӑн ӗҫлеме кансӗрлет тесе шухӑшланине палӑртнӑ Владимир Иванов. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кашни тӗслӗхпе обьективлӑ тата субьективлӑ факторсене тӗпе хумаллине палӑртса хӑварнӑ. Хӑшӗсем ҫӗре бизнеса аталантарма мар, кайран сутса яма туянаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкарти паллӑ суту-илӳпе кану центрӗсенчен пӗри, «Каскад-Сити», мускавсен аллине куҫнӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн коммерцилле куҫман пурлӑх сайчӗ «Арендатор.ру» пӗлтернӗ иккен. «Каскад-Ситин» ҫӗнӗ хуҫи «Praktika Development» ятлӑ Мускаври компани малашне ҫуртпа хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫав шута, паллах, тара парасси тата пурлӑхпа ытти майпа усӑ курасси йӑлтах кӗрет. Маркетинг ӗҫ-хӗлне те мускавсем йӗркелесе пырӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи компание Булат Шакиров юрист-правовед (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Интерполта 5 ҫул ӗҫленӗ, каярах IKEA текен компанире тӑрӑшнӑ) ертсе пырать. Асӑннӑ предприяти стратегилле консалтинг, коммерци концепцине хатӗрлес, ҫурт-йӗре проектлас тата тӑвас, эксплуатацилес тата профессилле управлени ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑваш Ен халӑхсем хушшинчи «Интурмаркет-2014» IX турист куравне хатӗрленет. Вӑл пуш уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче «Крокус Экспо» курав центрӗнче иртӗ. Куравра Болгари, Турци, Китай, Венгри, Египет, Итали, Испани, Греци, Норвеги, Прибалтика, Марокко, Тунис тата ытти ҫӗршыв хӑйсен экспозицисене кӑтартӗҫ. СНГ ҫулталӑкӗ пулнӑ май Казахстан, Беларуҫ, Украина, Кӑркӑстан хӑйсен стенчӗсене кӑтартӗҫ. Мальдива утравӗсем тата Австрали унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗҫ. Раҫҫей регионӗсем, Калининградран пуҫласа Владивосток таранах, стендсемпе тӗлӗнтерӗҫ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем пӗлтӗрхи пекех пӗр тӗвве пӗрлешсе «Аслӑ Атӑл» стенд хатӗрлӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен те. Инҫет Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗпӗр регионӗсен пӗр стенд — «Раҫҫейӗн хӗвелтухӑҫ унки». Чӑваш Республикине яланхи пекех туроператорсем, санаторисем, турбазӑсем, хӑна ҫурчӗсем хӳтӗлӗҫ. Стенда тӗрӗсемпе сувенирсем хитрелетнисӗр пуҫне кӑҫал чӑваш наци тӗпелӗ те пулӗ. Халӑх апат-ҫимӗҫӗ — ял тата экологи туризмӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Тен, паха тутӑ туристсене илӗртме пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑвакан «Хӗвел» савута хута ярас вӑхӑта тем тӗрлӗ те асӑнкаласа пӑхрӗҫ. Халӗ ҫӗнӗ информаци пур. Асӑннӑ общесмтвӑн тулаш ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен управленйиӗн пуҫлӑхӗ Антон Усачев Regnum информаци агентствине ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче тӗрӗслеттермелле ӗҫлеттерсе ярассине пӗлтернӗ. Пуҫӗпех вара вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫлесе каймалла. Малтанласа савута 2011 ҫул вӗҫӗнчех ӗҫлеттерсе ярасси пирки калаҫнине хӑшӗсем астӑваҫҫӗ те пулӗ. Ун чухне проект хӑвачӗ ҫине 2012 ҫулхи пӗрремӗш кварталта тухас пек юмахлатчӗҫ. Кайран 2013 ҫулхи ҫӗртме теме тытӑнчӗҫ, унтан чӳк уйӑхӗ терӗҫ. Кайран кӑҫалхи нарӑс вӗҫӗнче уҫасси пирки сӑмах тухрӗ. Мӗнех, пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен пурӑнсан курӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Кӑҫал пирӗн республикӑра патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи 22 пурлӑха приватизацилесшӗн. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх министерстви пӗлтернӗ. Ҫав шутра унитарлӑ предприяти пӗрре иккен, акционерсен уҫӑ обществисен акцисен тӑхӑр «хутаҫне» сутса яма шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑх пурлӑхне сутнипе хыснана 188 миллионран кая мар тенкӗлӗх тултарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Муниципалитетсен харпӑлӑхӗнчи пурлӑх та сутлӑха тухӗ. Ун пеккисем 200 яхӑн объект-мӗн. Сӑмах хӑш обьект пыни пирки каласан, республикӑн приватизаци планне Ҫӗрпӳри ветсанутильзавод кӗнине палӑртмалла. Акционерсен уҫӑ обществисенчен тӑххӑрӑшӗн акцийӗсене сутлӑха кӑларасшӑн. Вӗсенчен иккӗшӗн: «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗн» тата Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн акцийӗсене 100 проценчӗпех сутасшӑн. Приватизаци списокӗнче «Чӑвашкредитпромбанк» та, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ те, «Чувашская» ҫупа сыр бази те, «Чӑвашметалл» та, «Чувашия» санатори те пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр икӗ аптека та ҫӗнӗ хуҫа тупма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |