Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Куккук куҫҫулӗ» спектаклбне Наци театрӗсен «Туганлык – 2024» пӗтӗм тӗнчери VIII фестивалӗнче кӑтартӗҫ. Мероприяти Ӗпхӳре иртӗ. Фестивале ҫӗршыври пысӑк театрсем хутшӑнӗҫ. Унта сумлӑ режиссёрсен ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ. Драма фантазине Юхма Мишшин мифологилле романӗпе Раҫҫей тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ Борис Манджиев 2022 ҫулта лартнӑ. Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри XXIII конкурсӗнче вӑл «Чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ. Авторсен коллективне 2022 ҫулта Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх юӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн черетлӗ кнцет сезонне хупӗ. Концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ, 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Концерт программинче – илемлӗ вокалпа хореографи композицийӗсем пулӗҫ. Вӗсем ансамблӗн ылтӑн фондӗнчен: «Пирӗн пата хӑнана килӗр», «Эпир Шупашкарта пуҫтарӑнтӑмӑр», «Пирӗн никӗс – атте килӗ», «Асамат юррисем» (Светлана Асамат юррисем). Чӑваш музыкин классикӗсен илемлетнӗ хайлавӗсемпе пӗрлех хальхи вӑхӑтри авторсен кӗвви-ҫемми те янӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vk.com/mincult21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура министерствине «Культура пурнӑҫӗ» организаци правленийӗн председателӗнчен Любовь Бичуговаран тав хучӗ килнӗ. Ҫырура Чӑваш патшалӑх филармонийӗн вокалисчӗсене Владимира Ашмарина тата Сергей Кузнецова тав тунӑ. Вӗсене Патриотизм юррисен фестивальне хутшӑннӑшӑн тав тунӑ. Фестиваль ака уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртнӗ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче концерт Ярославльте, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Аслӑ Новгородра, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Тихвинта иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Национальная красавица – 2024» (чӑв. Наци чиперкии — 2024) конкурс финалӗ иртӗ. Унта аслӑ шкулӑн тӗрлӗ факультетӗнче ӑс пухакан пикесем хутшӑнӗҫ. Илем конкурсӗ ЧППУн тӗп корпусӗн акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Унта тӗрлӗ наци пикисен пултарулӑхӗпе киленме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗчӗк автобуслӑ пулнӑ. Транспорт театра ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫитнӗ. «Газель Next» автобуса «Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури» программӑпа киӗшӳллӗн туяннӑ. Тӑкакӑн пӗр пайне учреждени хӑй саплаштарнӑ. Ҫӗне микроавтобусра — лармалли 19 вырӑн, ҫемҫе ларкӑчсем, телевизор, кондиционер… Кун пеккипе аякри хуласенче гастрольпе кайма аван. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvdram.ru сайтран илнӗ скриншот К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль сцена ҫине кӑларма хатӗрленет. Унӑн премьерине ҫӗртме уйӑхӗнчи репертуара кӗртнӗ. Ӑна ҫитес уйӑхӑн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Вырӑсла хатӗрленӗ содержанире пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ аякри ялта пулса иртет. Унта килсем хупӑнса пӗтнӗпе пӗрех. Ҫирахви карчӑк пӗчченех юлнӑскер кун-ҫулне кичемӗн ирттерет. Пушанса юлнӑ килсенче вӑл хуҫисенчен юлнӑ япаласене пуҫтарса ҫӳрет. Вӑл вӗсене хӗрхенет. Пӗррехинче хӗрлӗ кӗпеллӗ пукане тупать. «Хӗрлӗ тӗс – телей тӗсӗ», – теме юратнӑ иккен карчӑкӑн упӑшки Элекҫи. Хӗрлӗ кӗпеллӗ пукане кинемей пурнӑҫне улӑштарӗ-и? Ҫакӑн хуравне спектакле пӑхсан пӗлме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн "Контактра" страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш ҫыравҫисем Йошкар-Олари Пукане театрӗнче «Йӳд орол» (чӑв. Каҫхи хурал) спектакль курнӑ. Ӑна Хусанти Денис Осокин писатель хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ. Асӑннӑ спектакль — «Ылтӑн маска» преми лауреачӗ. Унта ҫулланнӑ арҫын тӑван тӑрӑхне, ашшӗ-амӑшӗн килне, пушанса юлнӑ ҫурта таврӑннине кӑтартса панӑ. Мӗнпур зал – сцена. Куракансем спектакле тӗртнӗ кавир сарнӑ сак ҫине ларса курнӑ. Чӑваш ҫыравҫисене ҫармӑссен спектакльне курма мари халӑх писателӗ Зоя Дудина йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Надина Джавадован "Контактра" страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Стамбул ҫинчен юратнӑ юрӑсем» ятпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Турцири Стамбул хулинче концерт иртнӗ. «Вӑл пӗр самант пек иртсе кайрӗ, ырӑ аса илӳ хӑварчӗ», – тесе ҫырнӑ Стамбулта пурӑнакан чӑваш хӗрӗ Надина Джавадова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, тахҫанах Турцинче тӗпленнӗ ентешӗмӗр пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт вӑхӑтӗнче икӗ хор бенефисӗ иртнӗ. Стамбул хулин мэрийӗ ҫумӗнчи Турцири классика музыкин хорӗ Германири Ахен хулинчи хорпа пӗр сцена ҫине тухнӑ. Турцинчи хор ҫывӑх вӑхӑтра Германие кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен наци вулавӑшӗ пуҫарнипе регионсем хушшинче «Чӗре йыхравӗ» поэзи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Тӗрлӗ халӑх ҫыравҫисем Ҫеҫпӗл ялӗнчи Асӑну комплексӗнче пулса курнӑ, Шӑхасанта вулакансемпе курнӑҫнӑ. Марина Карягина тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускавран, Хусантан, Ӗпхӳрен, Саранскран килнӗ хӑнасем Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене чӑвашла, вырӑсла, тутарла, пушкӑртла, ирҫелле янӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Чӑваш халӑх юмахӗсенче мана кӑсӑклӑ сюжет мар, вӗрентсе калани килӗшет. Чӑваш халӑхӗн ӑсӗ вӗсенче пит вырнаҫуллӑ вырнаҫнӑ. Пӗрре эс кӑсӑклӑ сюжетпа каҫӑхса кайса паллашатӑн, тепре — унта хывса хӑварнӑ ӑса ӑша хыватӑн. Ҫавна май 1982 ҫулта тухнӑ «Чӑваш юмахӗсем» кӗнеке, Г. Ф. Юмарт пухса хатӗрленӗскер, симӗс хуплашкаллӑскер, маншӑн пурнӑҫа вӗрентекен кӗнекесенчен пӗри шутланать. Ытти юмах пуххисем аван пулӗ те, анчах шӑп ҫак кӑларӑмра ман шутпа пурнӑҫа вӗрентекен юмахсем чылай кӗнӗ. Ачалӑхра вӑл ман пурччӗ, анчах упранса юлаймарӗ. Кайран вара тепӗр экземпляра эп хамӑн юлташран ыйтса тупнӑччӗ. Чӑрмаланса пӗтнӗскер пулин те ман кӗнеке ҫӳлӗкӗнче вӑл чи пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Пурнӑҫа вӗрентни вара унта пит нумай. Калӑпӑр, «Тилӗ тус» юмах хыҫҫӑн эп ҫӗнӗ япала туянсан кивӗ япалана тӳрех кӑларса пӑрахмастӑп. Ҫӗнни чӑн та йӗркеллӗ пулнине тӗрӗслесе ӗненсен кӑна киввинчен хӑтӑлатӑп (вӗсене пухса пыни те йӗркеллӗ мар-ҫке). «Лаша шырани» юмах евӗрли хампа та пӗрре пулса иртнӗччӗ — пӗррехинче каҫса кайсах алӑри телефона шырарӑм (кунта пурнӑҫа вӗрентни ҫук ӗнтӗ, анчах юмах сюжетне чӑн пурнӑҫран илни куҫ кӗрет)… Ку умсӑмах пулчӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |