Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Елчӗкре кинотеатр уҫнӑ. Унта пӗр харӑс 196 ҫын кино курма пултарать.

Кинотеатр район центрӗнчи клубра вырнаҫнӑ. Кинотеатра чӑвашла ят панӑ — ӑна «Илем» теме йышӑннӑ.

Кинотеатра уҫма Кино фончӗ те пулӑшнӑ.

Паянхи кун тӗлне илсен пирӗн республикӑра ҫавӑн пек кинозалсен шучӗ 25-е ҫитнӗ.

 

Культура
orum.na-svyazi.ru илнӗ сӑнӳкерчӗк
orum.na-svyazi.ru илнӗ сӑнӳкерчӗк

Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма Чӑваш Енри пачӑшкӑ хутшӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, виҫӗ ҫӗртен: Шупашкар районӗнчи, Мускаври тата Калининградри — трио.

Калининград облаҫӗнчи Гусеври Георгий пачӑшкӑ, Мускаври Дмитрий пачӑшкӑ тата Чӑваш Енри Максим пачӑшкӑ «Нас ждут» юрра юрланӑ.

Максим пачӑшкӑн пултарулӑхри хушма ячӗ — Nastoyatel). Максим Куриленко 30 ҫул Екатеринбургра пурӑннӑ, радиостанцире ӗҫленӗ, рэп вуланӑ. Православи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2004 ҫулта Чӑваш Ене куҫса килнӗ, Шупашкар районӗнчи чиркӳре ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл — ҫичӗ ача ашшӗ.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче раштавӑн 5-6-мӗшӗсенче «Нарспи» спектакль премьери пулнӑ. Ҫапла «Нарспи» 36 ҫултан сцена ҫине таврӑннӑ.

Ӑна ЧР Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ – Дмитрий Миронов, илемлӗх ертӳҫи – Борис Манджиев, ӳнерҫи – Валентина Федорова, кӗвви – Лолита Чекушкинӑн. Нарспипе Сетнер ролӗсене Антонина Казеева тата Евгений Урдюков вылянӑ.

Спектакле тепӗр хутчен раштавӑн 24-25-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Шкул ачисемпе студентсем билетсене «Пушкин карттипе» туянма пултараҫҫӗ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

И.Н.Ульнов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ҫӗр сывлани» курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Кунашкал курав йӗркелес шухӑш ҫак университетра 6-мӗш курсра вӗренекен Касем Хулуд Али Алванӑн пулнӑ.

Хӗр космоса юратни унӑн ӗҫӗсенче те курӑнать. Касем Хулуд — пулас тухтӑр. Вӑл хӑйӗн ҫӗршывӗнче, Иракра, пурӑннӑ чухне Иван Айвазовскин пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ ҫӗршывра пулса курас тесех вӑл Раҫҫее вӗренме килнӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: ЧПУра ют ҫӗршыв студенчӗн куравӗ пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16028
 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Тилӗ юмахӗсем. Сказки про лису» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ку кӑларӑма та, ытти чылай кӗнеке евӗрех, 1000 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма тӑван халӑхӑмӑрӑн тилӗ ҫинчен калакан вун виҫӗ юмахӗ кӗнӗ. Вӗсене издательство ӗҫченӗ Ольга Иванова пухса йӗркеленӗ, редакторӗ те вӑлах.

Кӗнекене Юлия Лутошкинӑн ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ.

 

Культура

Ҫак уйӑхра, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем ҫулталӑкри пухӑва пуҫтарӑнӗҫ. Кунта сӑмах Раҫҫейри писательсен союзӗн регионти уйрӑмӗн пухӑвӗ пирки пырать.

Писательсен ҫулталӑкри пухӑвӗ Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлахӗсен институтӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпуҫӗнче вырнаҫнӑ) 11 сехетре пуҫланӗ.

 

Культура
Гуманитари институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Гуманитари институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Этнокультурные процессы и межэтнические отношения в Чувашской Республике: историко-социологическое исследование» коллективлӑ монографи кун ҫути курнӑ.

Социаллӑ гуманитари енӗпе тӗпчев ирттернӗ авторсем: истори наукисен докторӗ Иван Бойко, истори наукисен кандидачӗ Валентина Харитонова, филологи наукисен кандидачӗ Артем Гаврилов. Вӗсем пурте гуманитари институтӗнче ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-199080663_3116
 

Культура
«Пуринчен малтан» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Пуринчен малтан» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи артистсем куракансене хырӑм хытиччен култарнӑ тесе пӗлтернӗ Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта.

Йӗпреҫре йӑлана кӗнӗ «Театр олимпӗ» фестиваль уҫӑлнӑ. Сцена ҫине Березовка, Туҫа, Пӗчӗк Упакасси, Чӑваш Тимеш ялӗсенчи пултарулӑх ушкӑнсем тухнӑ. Куракансене «Хӗвел ансан Хӗветӗр», «Пӗрисем – уя, теприсем – туя», «Пӗр саншӑн ҫуралчӗ сирень», «Живы будем – не помрем» ӗҫсене кӑтартнӑ.

Фестиваль ытти ялта та иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16693
 

Культура

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Читай-город» кӗнеке лавккинче Алексей Александровӑн (Элтияр) «Чувашские мифы от озера Аль и праздника Срухури до бога зла Шуйттана и хана волков» ятлӑ кӗнекин хӑтлавӗ иртӗ.

Автор ҫак халапсемпе мӗншӗн вулакансене паллаштарма шухӑшлани пирки каласа кӑтартӗ. Хӑтлав хыҫҫӑн унпа хӑйӗнпе калаҫма, автографлӑ кӗнекине туянма май пулӗ.

Хӑтлав 14 сехетре пуҫланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_465861
 

Культура
Ольга Австрийская сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Австрийская сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Эсӗ манӑн тус пулсан...» ятпа кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Вӑтам классенче вӗренекенсем валли Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӑларӑмра паллӑ чӑваш прозаикӗсен ӗҫӗсемпе пӗрлех хальхи вӑхӑтри чӑваш литературинчи ҫӗнӗ ятсен пултарулӑхӗпе те паллашма пулать.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ҫаксем иккен: Николай Ишентей, Лариса Петрова, Николай Ларионов, Ольга Рубцова, Елен Нарпи, Валентина Тарават, Микул Ишимбай, Ольга Австрийская, Ольга Тургай, Улькка Эльмен, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Ольга Васильева, Владислав Николаев, Елена Кудрявцева, Ирина Кошкина, Нина Царыгина, Анастасия Семенова, Раиса Сарпи, Александр Трофимов, Сергей Павлов, Марина Карягина, Владимир Степанов, Василий Кервен.

Кӗнекене 1000 экземпляр тиражпа пичетлесе кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvbook.ru/news/2025/tuslakh2
 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35], 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, ...478
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 17

1929
97
«Красная Чувашия» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1929
97
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1958
68
Вӑрнар районӗнче Ту-104а самолёт персе аннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ