Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫак кунсенче Шупашкарта вулакансем тахҫанах кӗтнӗ ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ку вӑл — асаилӳсен «Асран кайми Хусанкай» ятлӑ пуххи. Ӑна, 2027 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче аслӑ поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине асра тытса, поэзие юратакансене Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ парнеленӗ.
Калас пулать, 1987 ҫулта, Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа, Чӑваш кӗнеке издательствинче филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ Николай Иванов пухса хатӗрленӗ «Манӑҫми Хусанкай» кӗнеке пичетленнӗ пулнӑ. Унтанпа 40 ҫула яхӑн ҫиҫсе иртрӗ, ҫав кӗнекене тупса вулама та паян питӗ хӗн.
«Асран кайми Хусанкай. Асаилӳсем» кӗнекере (ӑна пичет валли Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хатӗрленӗ) пурӗ 25 ҫыннӑн хайлавӗсем пичетленнӗ. Вӗсен шутӗнче — Михаил Сироткин, Влас Паймен, Алексей Талвир, Илпек Микулайӗ, Юрий Збанацкий, Петӗр Чичканов, Ренат Харис т. ыт.те.
Ҫӗнӗ кӗнеке Валери Туркайӑн «Вӑрлӑх юлнӑ пурпӗрех!» ятлӑ умсӑмахӗпе уҫӑлать.
«Асран кайми Хусанкай. Асаилӳсем» кӗнекене аслӑ сӑвӑҫа чунтан юратакансем чӑвашсен авалхи йӑлипе ниме туса вулакан патне ҫитернӗ.
Agabazar // 2626.34.5524
2025.11.20 09:40 | |
Мемуаристика. | |
Чăваш ачи // 5922.2.2442
2025.11.20 19:47 | |
"Манăçми Хусанкай" кĕнекене тепĕр хут кăларни-и ку (çĕнĕ кăларăмĕ-и) е содержанийĕпе пачах та урăх-и? | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.11.21 03:52 | |
Тавах, "Чăваш ачи", ыйтушăн!.. Эп те - Чăваш ачи!...
"Асран кайми Хусанкай" - 80-90 процент Николай Иванович ИВАНОВ 1987 çулта кăларнă "Манăçми Хусанкай" кĕнеке çинче никĕсленсе тăрать. Эп çакна пур çĕрте те палăртатăп. Анчах "Манăçми Хусанкай" асаилсен пуххине питĕ нумай редакцилеме-"аллама" тиврĕ - 1987 çултанпа самана тĕпрен улшăнчĕ. Кунсăр пуçне эп унта Хусанкая курнă, Хусанкайпа калаçнă, халĕ те Хусанкая чунтан хисеплекен Ренат Харисăн икĕ хайлавне кĕртрĕм. Валери ТУРКАЙ. 21.11.25 | |
Сидияр // 3342.15.2667
2025.11.23 04:42 | |
Çав , унченхи (1987) пулмалла - ха ман . Тата кăларса пăхас-ха апла ... | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.11.23 05:06 | |
Аса илтеретĕп: 2027 çулхи январĕн 22-мĕшенче аслă Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 120 çул çитет! 13-14 уйăх çеç юлчĕ! Эп пĕлнĕ тăрăх, культура министерстви халĕ те ку тĕлĕшпе Йĕркелÿ комитечĕ туса хуман-ха! Хусанкай юбилейне пирĕн пĕтĕм чăваш тĕнчин Уявĕ пек паллă тумалла!
Валери ТУРКАЙ. 23.11.25 | |
