Культура
![]() Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Тутарстанра литература фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ят панӑ. Ӑна Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче йӗркеленӗ чӑвашсен «Уявӗ» вӑхӑтӗнче ирттернӗ. Фествиале чӑвашсем сумлӑ делегацийӗ хутшӑннӑ. Ҫав шутра паллӑ ҫыравҫӑсем, поэтсем. Марина Карягина тележурналист тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, унта Светлана Асамат, Раиса Сарпи тата ыттисем пулнӑ. Сӑмах май каласан, Уявра Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Елчӗк Ен» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер Тутарстан Республикинчи Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта Чӑваш Енри делегаци те хутшӑннӑ. Уява Тутарстанри, Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсем те пырса ҫитнӗ. Халӑх тетелӗнчи «Елчӗк Ен» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккел халӑх хорӗ, Тӳскелти «Шуҫӑм», «Тускил» ансамбльсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри вӑр-вар ҫынсем глэмпинг текен хӑна ҫурчӗсем тума пуҫланӑ. Вӗсене хӑпартма патшалӑх укҫа уйӑрса пулӑшать те строительство ӗҫӗ епле пынипе паллашма иртнӗ эрнере республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов объектсене ҫитсе курнӑ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи «Хӑна ҫурчӗ» кану базинче 22 ҫурт пулӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, вӑл база илемлӗ вырӑнта, пӗве хӗрринче, вырнаҫнӑ. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Инвесторпа министр калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, кану базинче пӗр-пӗр пулӑмпа ҫхӑнтарнӑ туризма та йӗркелеме пулать. Сӑмахран, пулӑҫсен фестивальне ирттерме. Кану бази ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Шупашкар районӗнчи «Волга» (чӑв. Атӑл) санаторире вара глэмпинг тума пуҫламан та. Инвестор хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламанран ӑна патшалӑх пулӑшӑвне илекенсен списокӗнчен кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Песни от всей души» кӑларӑм видеовӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш Енри «Формат» дуэт Андрей Малаховӑн «Песни от всей души» передачине хутшӑннӑ. Аса илтерер, шоуна «Раҫҫей 1» телеканлапа шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен каҫхине кӑтартаҫҫӗ. Пирӗн ентешӗмӗрсем «Ой, калина, ой, малина» юрра шӑрантарнӑ. Кӑларӑма утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Руслан Абрамов Услапа ялӗнчен. Вӑл 11 ҫулта амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, кӑштахран ашшӗне те ҫухатнӑ. Арҫын ачана аппӑшӗ Людмила ӳстернӗ. Вӑл та кӑларӑма хутшӑннӑ май «Белая берёза» юрра шӑрантарса панӑ. Владимир Ермолаев Шӗнерпуҫ ялӗнчен. Унӑн ашшӗ хуткупӑсҫӑ пулнӑ, анчах ача тӑваттӑра чухне унӑн ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнӗ. Ӑна культура учрежденийӗ Михаил Лермонтовӑн «Мцыри» романтикӑлла поэми тӑрӑх лартнӑ спектакльпе вӗҫлеме йышӑннӑ. Асӑннӑ ӗҫе театр «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) федераци программипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Режиссёрӗ – Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Калмӑк Республикин халӑх артисчӗ Сергей Бурлаченко. Ӗҫӗн исценировкине Элистари ҫав ӑста хатӗрленӗ. Художникӗ – Питӗрти Мария Шуплецова. Пластика енӗпе режиссёр – Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӑста, Бурят Республикин тата Тыва Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Менгилен Сат. Ҫутӑ режиссёрӗ – Питӗрти Михаил Добрышин. Мцыри ролӗнче – Николай Миронов, Старец – Сергей Никитин, Дзанни, манахсем, каччӑсем – Никита Бондаренко, Александр Захаров, Никита Чукмарев, хӗрсем – Надежда Полячихина, Екатерина Чекушкина, Мария Благушина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарӑн 555 ҫулхине халалласа «В поисках писателя» (чӑв. Ҫыравҫӑна шыраса) литература картти йӗркеленӗ. Проекта Шупашкар хулин вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ «Амбассадоры чтения» (чӑв. Вулав амбассадор) коммерци мар организаципе пӗрле йӗркеленӗ. Литература карттине йӗркелеме «Лукойл» обществӑн социаллӑ тата культура проекчӗсен грант конкурсӗнче ҫӗнтернӗ укҫа пулӑшнӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртнӗ вӑхӑтра 7 ҫултан аслӑрах ачасем литература классикӗсемпе ҫыхӑннӑ достопримечательноҫсемп, хулари литература вырӑнӗсемпе палалшнӑ. Видеороликсен конкурсӗ ирттернӗ, ӗҫсене Шупашкра хулинчи вулавӑшсен литература картти ҫинче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Суздаль хулинче иртекен Раҫҫейри наци театрӗсен ҫуллахи пӗрремӗш фестивальне хутшӑннӑ. Пин ҫулхи хулана вӗсем ӗмӗр каялла Константин Иванов ҫырма пуҫланӑ, 1967 ҫулта Ухсай Яккӑвӗ вӗҫленӗ «Шуйттан чури» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ мистикӑллӑ драмӑпа кайнӑ. Спектакле вӗсем Йывӑҫ ӑсталӑхӗн музейӗн уҫӑ сцени ҫинче кӑтартнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «декорацисем вырӑнне – йывӑҫ чиркӳсем, тарасасемпе ҫил арманӗсем, ешӗл ҫеремпе кӑвак тӳпе, хӗвел ҫути, ӗмӗрхи йӑласемпе чӑваш чӗлхи. Спектакль куҫ умӗнче пулса иртекен чӑн-чӑн япала пек туйӑннӑ куракана». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ Тихвин ярмӑрккине йыхравлать. Унта республика ҫыннисемпе хӑнисене, суту-илӳ организацийӗсене, апатлану предприятийӗсене, усламҫӑсене, алӑ ӑстисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, спортсменсене тата ыттисене хаваспах кӗтеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ярмӑрккӑ кӑҫал утӑ уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче унчченхи вырӑнтах иртӗ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 17 сехетре ярмӑрккӑна театрализациленӗ постановкӑпа уҫӗҫ. Унтан Ҫӗрпӳ округӗнчи коллективсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Программа пуян. Тӗслӗхрен, утӑн 5-мӗшӗнче наци кухнин «Пӳремеч» фестивалӗ иртӗ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ярмӑрккӑна театрализациленӗ постановкӑпа хупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марина Тумаланова сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн галерейинче Виктор Аванмарт художник тата скульпторӑн куравӗ уҫӑлнӑ. _/news/28397.html|Аса илтерер__: Чӗмпӗрте пурӑнать. Вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчи чӑваш наци юхӑмӗн хастарӗ 1989 ҫулта Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ. Халӗ Шупашкарта унӑн «Таса - инҫе - ҫынсӑр» куравӗ уҫӑлнӑ. Куравпа паллашнӑ Марина Тумаланова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ». |
Культура
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк < Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ оборудовани вырнаҫтарса пӗтернӗ. Ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. «Театрсене асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн пуянлатма май килнипе усӑ курса эпир те заявка патӑмӑр. Ӑна ырларӗҫ, эпир 13 миллион тенкӗ ытла тенкӗллӗ пултӑмӑр. Кирлӗ оборудование ҫу пуҫламӑшӗнче туянтӑмӑр, вырнаҫтарса пӗтертӗмӗр. «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль лартнӑ чухне ҫав оборудованипе усӑ куртӑмӑр», – пӗлтернӗ театр директорӗ Елена Николаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |