Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Надежда Кириллован «Чун ыратӑвӗ» кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.
Надежда Мефодьевна – Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки, педагог, публицист, драматург тата республикӑн театр ӳнерӗн тӗпчевҫи. Чӑваш академи драма театрӗнче вӑл 30 ҫул ӗҫленӗ. Спектакльсенче вылянипе пӗрлех хӑйӗн пултарулӑхне сценарист тата режиссёр пулса та кӑтартнӑ.
Надежда Кириллован ҫӗнӗ кӗнеки XX ӗмӗрти культурӑпа ӳнерти ӗҫченсемпе паллаштарать, ҫав шутра – Ираида Петрова-Нарс тата Геннадий Айхи писательсемпе, Виталий Соломин, Вера Кузьмина тата Владимир Бурмистров артистсемпе, Геннадий Волков этнопедагогпа, Иосиф Дмитриев режиссёрпа, Станислав Кошкин художникпа тата ыттисемпе.
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.11.24 04:17 | |

Тĕлĕнмелле паха кĕнеке!
Чи пахи - Надежда Мефодьевна, ниме пăхмасăр, ТĔРĔССИНЕ çырать!
Эпир кумирсем вырăнне хунă хăшпĕр çынсем кумирсем те пулман иккен...
Иккĕленместĕп: ку кĕнеке чăваш театрĕ юлашки çур ĕмĕр хушшинче еплерех аталаннине ăнланма питĕ лайăх пулăшать!
Тавах, хисеплĕ Надежда Мефодьевна! Ку кĕнекÿне халăх патне çитерсе эс калама çук пысăк ĕç турăн!
Валери ТУРКАЙ. 24.11.25