Культура
![]() Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май район-хуласенче тӗрлӗ конкурссем, мероприятисем иртеҫҫӗ. Ака Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа халӑхӗ кӑҫал чылай ӗҫ тума тӗллевленнӗ. Елчӗк районӗнче «Театр тӗнчинче» конкурс фестиваль йӗркеленӗ. Ҫак конкурса хутшӑнмашкӑн Аслӑ Таяпари культурӑпа информаци центрӗ тата унӑн филиалӗсем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Аслӑ Таяпасем Виссарион Синичкин ҫырнӑ «Ҫулӑмсӑр тӗнче» камите сцена ҫинче лартнӑ. Ку постановка клуба пуханнӑ ҫынсене ӑш хытичченех култарнӑ. Е.Сапожникова библиотекарь Вера рольне калӑпланӑ. Кӗтерук — Л.Горшкова, Л.Колсанов — Володя, И.Львова Валя пулнӑ. Пурте рольсене ӗненмелле вылянӑ. Шуршу ялӗнче халӑх Николай Айзман ҫырнӑ «Спирукпа Марук» камите курма пухӑннӑ. Чӑваш Тӑрӑмсем Б.Лисаев ҫырнӑ камите сцена ҫинче калӑпланӑ. Хвастуркин арӑмне вылякан Н.Волкова артистран кая мар пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Аслӑ Таяпари культурӑпа информаци центрӗнче театр кружокне ҫӳрекенсем чӑвашсен ӗлӗхи йӑлине «Улах ларнине» кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алексей Талвир «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫ пичетленсе тухсан унӑн авторӗн ӑсталӑхне Михаил Сироткин литература тӗпчевҫи пысӑк хак панӑ. 1964 ҫулта вара Алексей Талвир «Никӗс» роман кӑларнӑ. Кӗҫех ӑна вырӑсла куҫарса пичетленӗ. Ахаль ҫынсем те, литература тӗпчевҫисем те ӑна ырласа йышӑннӑ», — ҫакна аса илтерет «Чӑваш Ен» телерадиокомпани. Талвирӑн ытти кӗнеки те вулакана ҫывӑх. Ҫакна палӑртнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти литература музейӗнче ирттернӗ асӑну каҫӗнче. Унӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав та йӗркеленӗ ҫав кун. Алексей Талвир 1909 ҫулта Патӑрьелӗнче ҫуралнӑ. Сӑмах май, унти шкул паллӑ ентешӗн ячӗпе хисепленсе тӑрать. Аслӑ пӗлӗве вӑл Мускаври Ломоносов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илнӗ. Ҫартан таврӑнсан Мускавра тухса тӑракан «Коммунар» хаҫатра ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Алексей Талвир «Комсомольская правда» хаҫатӑн ҫарти корреспонденчӗ пулнӑ. Алексей Талвир 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Чи паллӑ ӗҫӗсем — «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫ тата «Никӗс» роман. Алексей Талвир хайлавӗсене вырӑсла, тутарла, грузинла тата ытти чӗлхене куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ иртни пирки пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Раҫҫей шайӗнче ӑна уҫнӑ ҫӗре ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пыракан делегаци Мускава тухса кайнӑ. Йыша Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи Надежда Егорушкина, Чӑваш Республикин Композиторсен союзӗн ертӳҫи Николай Казаков, Ҫӗмӗрлери «Хӗвелтухӑҫ» культура ҫурчӗн «Экситон» ташӑпа спорт халӑх клубӗн ертӳҫи Ирина Лиховид, Культура программисен республикӑри дирекцийӗн арт-менеджерӗ Максим Матросов, К. Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ — Чӑваш Республикинчи театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Геннадий Медведев кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Канаш районӗнчи Улаксар ялӗ театр кунне паллӑ тунӑ. Унта драма кружокне ҫӳрекенсем Николай Тереньевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Хӗрӗме калам та — кинӗм илттӗр» спектакль лартнӑ. Илемлӗх ертӳҫи — Вӑрман Енӗшри культура ҫурчӗн ертӳҫи Николай Артемьев. Вырӑнти артистсем профессионалсенчен кая юлмаҫҫӗ. Декорацие илемлӗ хатӗрленӗ. Пӳлӗмре кӑмака та пулнӑ. Костюмсене вара хӑйсем ҫӗленӗ. В.Кузьмин, Е.Федорова, Л.Степанова, Н.Михайлова, Г.Манишева, А.Семенова артистсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Куракансем камит вӗҫленсен тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Филармони залӗнче ача-пӑча чӑваш юррин республикӑри саккӑрмӗш фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ. Пӗрремӗш суйлав турӗ хыҫҫӑн жюри 11 хор коллективне тата тӗрлӗ ҫулхи 40 солиста юрӑ ӑмӑртӑвне хутшӑнма ирӗк панӑ. Унта хутшӑнакансен пултарулӑхне ҫулсерен вӑйлӑрах та вӑйлӑрах тӗрӗсленине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе шӑкӑлтатса калаҫма пӗлменнисем те конкурса ҫитме ӗмӗтленеҫҫӗ иккен. Ҫавна май вӗсен чӗлхене туптама тивет. Ҫак шухӑша Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан музыка шкулӗнче Ольга Кондратьева та палӑртнӑ. Красноармейскинчен килнӗ Елена Иванова шучӗпе вара конкурс чӑваш чӗлхин, юррин тата кӗввин илемне кӑтартма тата палӑртма май парать. Гала-концерт ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 19–21-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Турцинчи Эскишехир хулинче иртнӗ «Навруз-Байрамы» уявланӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Концерт 20 пин ытла ҫын кӗрекен залра иртнӗ. Уява шупашкарсем ҫамрӑксен ташшипе уҫнӑ. Хупма вара вӗсем «Линька-линька» вокалпа хореографи сюитине кӑтартнӑ. Ӑна куракансем пысӑк хавхаланупа йышӑннӑ-мӗн. Артистсене сувенир шарфӗ парнеленӗ, коллектива Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Эскишехир хула мэрийӗ умӗнчи лапамра Калмӑк тата Тутар республиксенчен пырса ҫитнӗ коллективсемпе пӗрлехи композици кӑтартнӑ. Уява тӗрлӗ ҫӗршыври 35 коллектив хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре пушӑн 24–28-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнчи «Раҫҫей юррисем» фестиваль иртет. Проект авторӗ тата ертӳҫи — РФ халӑх артистки Надежда Бабкина. Чӑваш Ен марафона иккӗмӗш хут кӗтсе илет. 2008 ҫулта Елчӗк, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче пулнӑ. Кӑҫалхи фестиваль Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ. Унтан вӑл Куславкка, Элӗк районӗсене, Канаш хулине ҫитӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче гала-концерт пулӗ. Чӑваш Енре иртекен фестивале 120 ытла артист хутшӑнӗ: Надежда Бабкина тата «Вырӑс юрри» ансамбль, «Слаяне» ансамбль, «После 11» ушкӑн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор (Мускав), казак юррисен «Криница» ансамблӗ (Краснодар), фольклор юррипе ташшин «Айкай» театрӗ (Удмурт Республики), Б.Байрышев тата «Алас» ансамбль (Горно-Алтайск), «Ритмы гор» ансамбль (Владикавказ), «Владимирские рожечники» (Владимир). Мероприяти программинче ЧР ушкӑнӗсем валли пресс-конференцисем, ӑсталах класӗсем пур. Ултӑ ҫул хушшинче фестиваль Мускавра, Воронеж, Калуга, Курск, Липецк, Ростов, Питӗр, Мускав, Орел, Кисан, Ярославль, Пенза, Смоленск облаҫӗсенче, Мари, Ҫурҫӗр Осети-Алани, Буряти, Карели республикисенче, Краснодар, Хабаровск, Алтай енӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Уявра / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Ӗнер Шупашкарта «Новруз — 2014» уяв иртни пире Тимӗр Акташ хаҫатҫӑ хыпарлать. Вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртнӗ. Уява чӑвашсем те тутарсем те хутшӑннӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Республикинчи тутар наципе культура автономине, республикӑн кӑнтӑр районӗсенчи ентешлӗхсене, Шупашкарти университетсенче вӗренекен студентсене асӑнма пулать. Фойере Владимир Алмантай ертсе пыракан «Сувар» фонд курав йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех унтах, фойере, уява пухӑннисем тӗрлӗ халӑхсен апат-ҫимӗҫӗпе паллашма пултарнӑ. Уява ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов уҫнӑ. Уҫакансен йышӗнче ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председатель ҫумӗ Анатолий Князев, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республикинчи узбексен культура центрӗн председателӗ Абдулвали Ергашев, Пӗтӗм Раҫҫейри азербайджан конгресӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Азиз Бадиров тата ыттисем пулнӑ. Уяв концертсӑр иртмен — унта тӗрлӗ ушкӑнсем тутар, чӑваш тата ытти халӑхсен юрри-ташшипе паллаштарнӑ. Сӑнсем (7) |
Культура
![]() Пуш уйӑхӗнче республикӑри районсенче «Чӑваш пики — 2014» конкурса хутшӑнмашкӑн чи илемлӗ пикесене суйларӗҫ. Вӑрмар районӗнчи Сӗнтӗр шкулӗнче те хӑйне евӗр «Чӑваш пики» конкурс иртнӗ. Унта 5–9-мӗш классенче вӗренекен хӗрачасем хутшӑннӑ. Илемлӗ тумланнӑскерсем конкурссем витӗр тухнӑ: юрланӑ, наци апатне хатӗрленӗ, тӑван ен историне мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Сӗнтӗрти «Чӑваш пики — 2014» конкурсра Анита Павлова ҫӗнтернӗ. Вӑл 8-мӗш класра вӗренет. Анита ҫӗнтерӳҫӗ ятне чӑннипех те тивӗҫ. Вӑл вулавӑша кӗнеке илме тӑташах ҫӳрет. Сӑнсем (40) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх культура учрежденийӗсен конкурсӗнче Ҫӗмерле районӗнчи Егоркинӑри информаципе культура центрӗнче фольклор специалисчӗ пулса ӗҫлекен Людмила Григорьева та кӗнӗ. Людмила Григорьевна Ҫӗмӗрле районӗнчи культура тытӑмӗнче 20 ытла ҫул ӗҫлет. Вӑл культура учрежденийӗнче методистран директор таран ӳснӗ. Халӗ вӑл Егоркинӑри информаципе культура центрӗнче фольклор специалистӗнче вӑй хурать. Людмила Григорьева тӑрӑшнипе «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ Ҫӗмӗрле районӗнче пӗлтерӗшӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл пӗлтӗр 25 ҫул тултарнӑ. Ушкӑна культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, медиксем, пенсионерсем, ҫамрӑксем ҫӳреҫҫӗ, ӗлӗкхи халӑх юррисене, йӑли-йӗркине, увӗсене, ташшисене халӑха кӑтартаҫҫӗ. Репертуарта Ҫӗмӗрле районӗн юрӑпа йӑла фольклорӗ, вырӑнти туйсем, улахсем, ҫара ӑсатни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. «Шанчӑка» республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре та хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ. Ушкӑн Коми Республикинче иртнӗ «Завалинка» VIII регионсем хушшинчи фестивале, Екатеринбургри «Кӗр сӑрине» хутшӑннӑ. Ансамбль пухмачӗ дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе пуянланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |