Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Тӑваттӑмӗш теҫеткене ҫывхаракансемпе вӗсенчен аслисем Чӑваш радиопа «Асанне юмахӗсем» кӑларӑм пынине астӑваҫҫех ӗнтӗ. Ун чух радио- тата телекӑларӑмсене ертсе пыракансем пурте тӗлӗнмелле илемлӗ те уҫӑмлӑн, чарӑну паллисене вырӑнлӑн лартса калаҫатчӗҫ. «Асанне юмахӗсене» ертсе пыракан Вера Голубева та ҫавӑн йышши ӑстасенчен пӗриччӗ.

Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Вера Голубева радиокӑларӑмӗсенче янӑранӑ юмахсенчен пухнӑ кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна «Асанне юмахӗсем» тесе ят панӑ. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмне асӑннӑ радиопередачӑра янӑранӑ 18 юмах кӗнӗ.

Вера Голубева пирки аса илтӗмӗр пулсан, ун пирки темиҫе сӑмахпа та пулин каласа хӑвармаллах. Вера Ивановна — РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки. 1928 ҫулта Елчӗк районӗнчи Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 19 ҫулта чухне ӑна республикӑри колхоз театрӗн труппине илеҫҫӗ. Кӑштахран вӑл Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ. Каярах пукане театрне куҫнӑ. «Ачасене юратниех ҫапла тума хистенӗ», — теҫҫӗ ун пирки.

Кӗнекене хатӗрлекенсем Вера Голубевӑн сассиллӗ диска та кӗнекепе комплекта кӗртнӗ.

Малалла...

 

Культура

Етӗрнери Культура ҫуртӗнче Культура ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа уяв ирттерчӗҫ. Уява районти культура ӗҫченӗсемпе ӗмӗрне халӑх хушшинче ирттернӗ культура ветеранӗсем, пултарулӑх ҫыннисем, районта кун ҫути курнӑ, хальхи вӑхӑтра аякра ӗҫлесе пурӑнакан пултарулӑх хӑнисем чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Уява район гимнӗпе уҫрӗҫ, Етӗрне район гимне районти культура ӗҫченӗсен, коллективсен пӗрлештернӗ хорӗ шӑрантарчӗ.

Пухӑннисене Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин саламларӗ, пурне те телей, пултарулӑхра ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ, культура ҫулталӑкӗнче наци культура шайӗ татах та ҫӳллӗрех шая ҫӗкленессине шанса пурне те ҫак сӑваплӑ ӗҫре малашне татах тӑрӑшарах ӗҫлеме чӗнсе каларӗ.

Унтан культурӑра ку таранччен тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн районти чылай культура ӗҫченӗ республика шайӗнчи тата вырӑнти администрацин Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

Уявра районти тӗрлӗ колектив хӑйӗн пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗ: юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗ «Латус», Пӗрҫырланти «Сӑр ен» фольклор ушкӑнӗ, «Отрада» фольклор коллективӗ, «Пушкӑрт» ташӑ ушкӑнӗ, вырӑс юррисене юрлакан «Калинка» халӑх ансамблӗ, «Дюймовочка» ташӑ ушкӑнӗ, баянистсен дуэчӗ «Родные напевы» тата ыттисем те.

Малалла...

 

Культура

Республикӑн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче Культура ҫулталӑкне халалласа ҫитес юнкун халӑхсем хушшинчи «Культура кӗперӗ» курава уҫма палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Турцири пӗрер художникӗн ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ.

Чӑвашсенчен курава Праски Виттин ӗҫӗсене тӑратӗҫ. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Енӗн Ӑслӑлӑхпа ӳнерӗн наци академийӗн чӑн пайташӗ, Чӑваш Енӗн Петр Егоров ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ. Унӑн хисеплӗ ячӗсене тата асӑнса кайма пулать-ха, анчах кирлех-ши? Праски Витти тени те ҫителӗклӗччӗ-тӗр — ара, ун пек те ҫынсем ӑна аван пӗлеҫҫӗ. Хӑй вӑл Вӑрнар район чӑвашӗ.

Тутарстанӑн тата Турцин художникӗн ӗҫӗпе те курав туллин паллаштарӗ.

 

Культура Лаврентий Таллеров кӗнекисем / Елчӗк районӗнчи Вырӑскассинчи вулавӑшӗн куравӗ
Лаврентий Таллеров кӗнекисем / Елчӗк районӗнчи Вырӑскассинчи вулавӑшӗн куравӗ

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш халӑх писателӗ, 1976-мӗш ҫултанпа Совет Союзӗнчи ҫыравҫӑсен ретӗнче тӑнӑ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ Лаврентий Васильевич Таллеров ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине уявларӗҫ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш салинчи ял вулавӑшӗнче паллӑ писательсемпе поэтсен юбилейӗсене халалласа яланах вӗсен кӗнекисенчен тӑракан выставкӑсем йӗркелеҫҫӗ, вулакансемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вулавӑшра тӑрӑшакан Надежда Павлова ял халӑхне, шкул ачисене вулавӑша килекен ҫӗнӗ кӗнекесемпе, тӗрлӗ хаҫат- журналпа паллаштарсах тӑрать: историллӗ материалсем тӑрӑх интереслӗ хӑтлавсем хатӗрлет, вырӑнти уявсене ирттерме сценарисем хатӗрлесе парать.

Лаврентий Таллеров юбилейӗ тӗлне те вулавӑшра унӑн кӗнекисен куравне йӗркелерӗҫ, «С любовью к простому человеку» (чӑв. «Ахаль ҫынна кӑмӑлласа») литература уявӗ ирттерчӗҫ. Надежда Павлова пухӑннисене ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Юлашки ҫулсенче вырӑнти вулавӑш ҫыравҫӑн «Майра» тата «Шеремет» кӗнекисемпе пуянланнӑ, ку кӗнекесене халӑх уйрӑмах юратса вулать.

Малалла...

 

Культура

1839-мӗш ҫулта, 175 ҫул каялла, Франци художникӗ тата химикӗ Луи Дагер фотоаппарат шутласа кӑларнӑ. Республикӑра ҫак юбилея тата Культура ҫулталӑкне халалласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 24-мӗшӗччен «Ҫӗнӗ Ҫул каникулӗ» инҫет фотовикторинине ирттернӗ.

Сӑнсен викторинине пурӗ 70 ытла вӗренекен хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Етӗрне, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Муркаш, Красноармейски районӗсенчен тата Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен. Вӗсен викторинӑн 10 ыйтӑвӗ ҫине ответлемелле, ҫав шутра сӑнӳкерчӗк авторӗсене пӗлмелле пулнӑ, унсӑр пуҫне 4 йӗркерен тӑракан пӗчӗк сӑвӑпа ӳкерчӗке сӑнласа памаллаччӗ. Ҫавӑн пекех ӑмӑртакансен «Ман юратнӑ Хӗл Мучи, Юр кӗлетке, Юрпике» темӑпа сӑн ӳкерсе ярса памалла пулнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче хӑш ӳсӗмрине кура палӑртнӑ: 4–6-мӗш, 7–9-мӗш тата аслӑ класра вӗренекенсемпе студентсем хушшинче. 4–6-мӗш класра вӗренекенсен йышӗ ытларах пулнӑ пирки ҫӗнтерӳҫӗ ятне 6 ача, призер ятне 3 ача тивӗҫнӗ. 7–9-мӗш класрисем — 4 ҫӗнтерӳҫӗпе 3 призер, аслӑ класрисемпе студентсем хушшинче 3 ҫӗнтерӳҫӗпе 3 призер. Вӗсене пурне те дипломсемпе чыслама палӑртнӑ.

Малалла...

 

Культура Спектакльти самант / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн
Спектакльти самант / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн

Иртнӗ эрнекун, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, тавлаштаракан «Сутӑн илнӗ чысӑн» спектаклӗн ятарлӑ куравӗ иртнӗ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.

Уйрӑм, хупӑ мелпе иртнӗскерте, культура министерствин ӗҫченӗсем тата хайхи «критиксем» те пулнӑ иккен. Тимӗр Акташ сӑнласа панӑ тӑрӑх виҫӗ юлташ театр ӳнерӗнчен питӗ аякра пулни куҫ кӗрет. Пултарулӑх керменне мар, пӗр-пӗр хула клубне канма килнӗн туйӑнаҫҫӗ вӗсем.

Ку хутӗнче те улшӑнусем пулни пирки пӗлтерет Тимӗр Акташ — сӑмахран, гитара ҫине ҫырнисене илсе пенӗ. Енчен те малтан ун ҫинче «Афганистан», «СССР» ҫырнисем пулнӑччӗ пулсан, хальхинче ун ҫинче нимӗн те ҫырман иккен. Спектакльте те Афганистан пирки пӗлтерме пӑрахнӑ — ӗҫ-пуҫ ӑҫта пулса иртнине малашне палӑртмӗҫ.

Ку спектакле халӑх лайӑх йышӑннӑ пулин те ҫитес вӑхӑтра ӑна хӑварассине е репертуартан кӑларса илессине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫех ӗнтӗ. Эпир сире пӗлтерӗпӗр. Сӑмах май, спектаклӗн малтанхи вариантне «Сӑвар ТВ» ӳкерсе илнӗ, ҫапла май истори валли вӑл сыхланса юлнӑ теме пулать.

 

Культура

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗлтӗр пуҫласа ҫӗнӗ акци йӗркелерӗ. Ун чухне вӑл «Театра — аттепе» текен мероприяти йӗркеленӗччӗ. Пӗлтӗр ӑна куракансем кӑмӑлтан йышӑннине кура, ун чух театра 600 ытла куракан пынӑ, кӑҫал та ирттерӗҫ.

Хальхинче ҫамрӑк куракансемпе вӗсен ашшӗсене (аслашшӗсемпе кукашшӗсем пырсан та хаваспах кӗртӗҫ) «Ылтӑн чӑх чӗппи» вырӑсла юмах курма чӗнеҫҫӗ. Ачисене театра ертсе пынӑ арҫынсене тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Билета шӑпӑрлансем валли кӑна туянма тивӗ. Спектакль нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑнтӑрлахи 12 сехетре пуҫланӗ. Спекталкь умӗн ачасем валли конкурссемпе вӑйӑсем тата хатӗрлӗҫ. Тата, паллах, парнесем!

Ку юмаха Владимир Орлов ача-пӑча поэчӗ тата драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ. Вӑл ҫӗр ҫинчи чи хавас, чи ӑслӑ, чи вӑйлӑ ашшӗ пирки каласа кӑтартать. Ҫакӑн пек шухӑшлать юмахри чӑх чӗппи хӑйӗн ашшӗ, Кашкӑр, пирки.

Спектакль Пӗтӗм Раҫҫейри фестивальсене темиҫе хутчен те хутшӑнса тивӗҫлипе палӑрнӑ. Мускавра иртнӗ «Юмах тӗнчи» фестивале хутшӑнса вӑл дипломпа таврӑннӑ. Юмахри сӑнарсенчен пӗрне калӑпланӑ Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Почалкина вара «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» ята тивӗҫнӗ.

Малалла...

 

Культура

Республикӑн Культура министерстви «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс валли материалсем пухма пуҫлассине пӗлтерет.

Ҫулсеренех иртекен конкурса хутшӑнас текенсен заявкисене кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 13-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унта сцена ҫине пӗлтӗр кӑларнӑ спектакльсене кӗтеҫҫӗ. Кашни театрӑн икӗ спектакльтен ытла тӑратмалла мар. Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ номинаци валли пӗрер кандидат сӗнмелле.

Ку конкурса Театр кунӗ тӗлне, вӑл пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулать, пӗтӗмлетекенччӗ.

 

Культура Наци музейӗ / Н.Плотников тунӑ сӑн
Наци музейӗ / Н.Плотников тунӑ сӑн

Чӑваш наци музейӗ «Музее парне» акци йӗркелесси пирки пӗлтернӗ. Ӑна вӑл кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче пуҫарса янӑ та нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Аваллӑх управҫи тӑван тӑрӑхӑн историйӗпе культурине ҫутатакан япаласене хаваспах йышӑнӗ. Ӑна вара музейҫӗсем экспонат вырӑнне хурса ҫынсене те кӑтартӗҫ, типтерлӗн те упрӗҫ. Ҫемье реликвийӗ евӗр упранакан авалхи сӑн ӳкерчӗксемпе тата хутсемпе пӗрле йӑлари хатӗрсене, халӑх тумтирне, ытти мула та тиркемӗҫ.

Музей шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 17-ччен йышӑнать. Апат вӑхӑчӗ — кӑнтӑрла иртни пӗрререн тытӑнса иккӗччен.

 

Культура

Етӗрне районӗнче культура ҫулне халалласа «Наци пуканисен нумайевӗрлӗхӗ» ятлӑ курав иртрӗ. Курава районти мӗнпур шкул, районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем, Тамара Ионова усламҫӑ хутшӑнчӗҫ. Авторсем пурӗ 561 тӗрлӗ пукане ӑсталанӑ.

Мӗн тӗрлӗ пукане ҫук-ши кунта! Мӗнрен кӑна ӑсталаман-ши: тӑмран, йывӑҫран, улӑмран, папье-машерен, хутран, пенопластран... Пуканесене тӗрлӗ номинаципе хакларӗҫ: «Автор пукани», «Наци тумӗллӗ пукане», «Коллекци пукани» и «Чӑваш халӑх пукани». Кӑкшӑмри шкулта вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ Александр Воронков хӑйӗн миниатюра — пуканисене 10 ҫул каяллах ӑсталама пуҫланӑ. Курава вӑл хӑйӗн пысӑк пуххинчи 43 тӗрлӗ пуканине илсе тухнӑ. Унӑн пуканисене куракансем: «Ку пуканесене лавккаранах туяннӑ пулӗ», — тесе алӑпа тытсах пӑхрӗҫ.

Уявра ҫавӑн пекех тӗрлӗ композици тӑрӑх йӗркеленӗ пуканесем хутшӑнчӗҫ: «Чӑвашсем улахра» — чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем (Хучаш шкулӗ), Пӗрҫырлан шкулӗн ӑсталӑхӗсем тӑмран «Ҫемье» темӑпа, Ирҫе шкулӗ те чӑваш тумӗллӗ «Ҫемье — эпӗ», хутран ӑсталанӑ «Халӑхсен туслӑхӗ» тата «Тӗпел кукринче» (Мӑн Явӑш шкулӗ), «Асамат кӗперӗ» ача пахчи ӑстаҫисем «Эпир совет Союзӗнче ҫуралнӑ» — темӑпа курав йӗркеленӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 389, 390, 391, 392, 393, 394, 395, 396, 397, 398, [399], 400, 401, 402, 403, 404, 405, 406, 407, 408
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 10

1931
94
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та